Ачаранах... моряк пулма ĕмĕтленнĕ

12 Раштав, 2015

Республикăра пурăнакансене лăпкăлăхпа канăçлăх кÿрес тесе патвар та тĕреклĕ арçынсемпе юнашарах этемлĕхĕн черчен пайĕ те нумай тăрăшать. МСЧра та службăра хĕрарăм сахал мар. Паян эпир Раççей МЧСĕн Чăваш Енри Управленийĕн шыв çинчи хăрушсăрлăх уйрăмĕн эксперт-специалисчĕпе Ольга Курдимановăпа тĕл пултăмăр.

- Ольга, хĕрарăмшăн кăтартуллă мар тытăма епле лекнĕ-ха эсир?

- Эпĕ кам пуласси ачаранах паллă темелле. Атте Владимир Павлович çар çынни пулнă. Эпĕ унпа яланах мухтанаттăм, мăнаçланаттăм. Вăл форма тăхăнсан пăхса ытараймастăм. Атте пулă тытма юрататчĕ, çавăнпах моторлă кимĕ пурччĕ пирĕн. Пĕрремĕш хутчен унта эпĕ 3 çулта чухнех ларнă. Савăнăçăм ниçта шанăçаймиччĕ! Пĕррехинче тăванăм: «Хĕрĕм, кам пулас килет-ха санăн?» - тесе ыйтрĕ. Эпĕ ăна шывай карапĕпе çÿрекен моряк пуласса систертĕм. Нумайччен кулчĕ атте. Эпĕ питĕ çÿллĕ - 190 сантиметр. Шывай карапĕ çине мана илместчĕçех.

Шкул пĕтерсен Чулхулари шыв транспорчĕсен инженерĕсен институтне вĕренме кĕтĕм. 2010 çулта республикăри управление ĕçе вырнаçрăм.

- Сирĕн тивĕç мĕнпе çыхăннă?

- Пушарта çынсене хăтарас, шывран кăларас ĕç, чăннипех те, арçын тивĕçĕ пулсан, манăн - хăрушсăрлăх йĕркине пропагандăласси.

Пирĕн тĕп тĕллев - çынсене хамăрăн тата çывăх çынсен пурнăçне хаклама вĕрентесси. Хăрушсăрлăх правилисене чи малтанах ачасен пĕлмелле. Вĕреннине çирĕплетме тĕрлĕ конкурспа викторинăсем ирттеретпĕр.

- Сирĕн лекцисенче пĕрре мар пулнă эпĕ. Итлекенсене хăвăр енне çавăрма пултарнинчен кашнинчех тĕлĕнетĕп. Ача сачĕсенчи шăпăрлансем те, лара-тăра пĕлменскерсем, сире шăп çеç итлеççĕ. Вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?

- Питĕ ансат. Аудиторие кĕрсен кашни итлекене куçпа вулама тытăнатăп. Пурне те калаçăва хутшăнтарма, вĕсемшĕн кăсăклине çеç каласа кăтартма тăрăшатăп. Пурнăçри тĕслĕхсемпе паллаштаратăп.

- Çăлавçă хĕрарăма епле йышăнаççĕ?

- Тĕрлĕрен. Шкулта вĕренекенсем чи малтан манăн çÿллĕшрен чăнласах тĕлĕнеççĕ. Лекци вулама тытăнсан çак кăмăл-туйăм часах сĕвĕрĕлет.

- Арçын ĕçтешсем йывăр вăхăтра алă пама яланах хатĕр пулĕ?

- Паллах. ГИМС центрĕнче пĕр шухăшлă çын нумай, вĕсемпе ĕçлеме те çăмăл. Кашниех маттур та пултаруллă. Сăмахран, 2011 çулта гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн водолазĕсем Тутарстанра «Булгария» теплоход путнă вырăнта ĕçлерĕç. 2013 çулта пĕчĕк кимĕсен инспекцийĕн специалисчĕсем Хабаровскри ейĕве сирме пулăшрĕç. Пирĕннисем йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшнă, инкекрисене эвакуациленĕ, çурт-йĕрне çирĕплетнĕ, хăйсен килĕнче юлма кăмăл тунисене шывпа апат-çимĕç кÿрсе панă, йĕрке тунă. Çакăн пек коллективра тăрăшма тÿр килнипе мухтанатăп.

- Ольга, санăн Ярослава хĕр ÿснине пĕлетĕп. Хĕрарăмшăн çемье пурпĕр тĕп вырăнта-çке.

- Ярослава питĕ ăслă хĕрача. Çиччĕре çеç пулин те пысăк çын пекех шухăшлать вăл. Ĕçе васкавлă чĕннĕ чухне: «Анне, ĕçе каймалла-и? Атя, эппин, пуçтарăнар», - тет. Пирĕн унпа пĕр пысăк киленĕç - француз чĕлхине шĕкĕлчетпĕр. Халĕ иксĕмĕр фортепиано калама вĕренетпĕр-ха тата. Çул çÿреме юрататпăр. Пĕлтĕр Атлантика океанне куртăмăр. Нумаях пулмасть тата бассейна çÿреме пуçларăмăр.

- Тавах калаçушăн.

Людмила ЛУКИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.