Пĕр ачана та автобус кирлĕ

Республика прокуратури ял çыннисен çăхавĕ тăрăх тĕрĕслев ирттернĕ те Йĕпреç районĕн администрацийĕ 2016-2017 вĕренÿ çулĕнче вĕренекенсене автобуспа илсе çÿремелли саккуна пăснине тупса палăртнă.

Çĕрпÿел ялĕнчен Йĕпреçри 1-мĕш вăтам шкула пуçламăш классене çÿрекенсем пирки «маннă» иккен — вĕсене шкула автобуспа илсе килессине, каялла леçессине йĕркелемен. Çуран утма вара çул çывăх мар — икĕ километр. Йĕркене пăснине кура прокуратура район администрацийĕн пуçлăхĕн ячĕпе представлени çырнă, çитменлĕхе пĕтернине республика прокуратури сăнаса тăрĕ.

Сăмах май, авăн уйăхĕнчен тытăнса район влаçĕсен шкул автобусне Пĕчĕк Патăрьел ялне ярасси пирки те шухăшламалла. Кăçал çав ялтан та райцентрти 2-мĕш шкула 1-мĕш класа килекен пĕр ача пулĕ.

 

Дмитрий АНТОНОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.