АЧАНА МИÇЕ ТЕТТЕ КИРЛĔ?

Ачана хăйне телейлĕ туйма миçе тетте кирлĕ? Мĕн ыйтнине йăлтах туянса памалла-и? Психологсем çапла сĕнеççĕ.

Ытла нумай - япăх

Хĕрачан 15 пукане тĕк ытларах тĕслĕхре вĕсен хушшинче чи юратни çук. Паян пĕринпе вылять те таçта пăрахать, ыран теприне тытать... Арçын ача та 20 машинкăран пĕри çĕмĕрĕлсен питех пăшăрханмасть, тата 19 пур вĕт-ха.

Çав вăхăтрах, психологсен шухăшĕпе, ачана юратнă теттесем кирлех. Вĕсем ăна мĕн пуррине хаклама вĕрентеççĕ. Юратнă теттене вăл кивелсен те кăларса пăрахмĕ. Кунта аслисем ăслăрах, тимлĕрех пулни пĕлтерĕшлĕ. Çĕмĕрĕлнĕ тетте вырăнне çĕннине туянса пама ан шантарăр. Унсăрăн ачана хăйĕн япалисене упрама нихăçан та вĕрентейместĕр.

Кунта та мода пур

Пĕр енчен, тантăшĕсем çĕнĕ йышши теттепе каçса кайсах вылянă чухне сирĕн ачан хăйĕн ун пекки çуккишĕн ыттисенчен катăк туймалла мар паллах. Анчах малтан пĕлни пăсмасть: çак япала ăна чăннипех кирлĕ-ши? Хĕрачасем пурте Барби пуканешĕн каçсах кайнине аса илер-ха. Çак тетте усăсăр. Хĕрачан унпа мĕн тумалла? Унпа йĕркеллĕ выляма та кансĕр. Паллах, тем каласан та, вăл юратнă пукане пулаймастех. Тантăшĕсем хыççăн: "Мана та Ксюшăнни пеккине илсе парăр!" - тесе йĕрмĕшет пулсан сирĕн çак теттене туянма кирлĕ мар.

Юрăхсăра тухнине

Пачах юрăхсăра тухнă теттене кăларса пăрахасси те çăмăл мар. Ача, тен, ун пирки манма та ĕлкĕрнĕ, анчах кăларса пăрахас тесен йĕме те пултарать. Ăна çак тетте уншăн мĕнпе питĕ хаклă пулнине ăнлантарса пама ыйтăр. Сăлтавĕ витĕмлĕ пулсан теттене хăварăр, нимех те калаймарĕ тĕк ачана ÿкĕте кĕртме, тетте юрăхсăра тухнине ăнлантарма тăрăшăр. Ача сисмен хушăра теттене пытарса хума пулать. Шырама пуçларĕ пулсан - вăл ăна кирлĕ, манчĕ тĕк - пăрахма та юрать.

Кутăнлашма пуçласран сыхланса е лăплантарас тĕллевпе тетте туянса пани тĕрĕс мар. Ку ачана пăсать кăна. Тĕпренчĕкĕре черетлĕ пукане е машинка парнелес вырăнне унпа тимлĕ пулни, хăвăр ăна юратнине урăх меслетпе /пĕрле уçăлса çÿренипе, кĕнеке вуланипе, чуна уçса калаçнипе/ кăтартни чылай лайăхрах.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.