«Ачана клоун мар, ашшĕ-амăшĕн юратăвĕ кирлĕ»

2 Нарăс, 2017

2017 çул — республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Çирĕп çемье никĕсĕ — килĕшÿре. Хĕрарăм çумĕнче шанчăклă мăшăр пулсан пурăнма çăмăлрах. Кунашкал арçын çемьене укçа-тенкĕпе тивĕçтерессишĕн çеç мар, ачасене воспитани парассишĕн те нумай тăрăшать. Паян «ÇХ» тĕпелĕн хăни — 7 ача ашшĕ /вĕсен хушшинче опекăна илнисем те пурº, ЧР ача хÿтте илнĕ çемьесен ассоциацийĕн ертÿçи Тахир Мирджапаров. Узбекистанри Ташкентра çуралса ÿснĕскер тăван тĕпренчĕкĕсемшĕн çеç мар, ашшĕпе амăшĕн ăшшисĕр юлнă шăпăрлансен шăпишĕн те чунран кулянать. Ачашăн çемье пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине никамран лайăх ăнланать вăл. Тăлăхсемпе хевтесĕр çынсене пулăшасси мĕнрен пуçланнă-ха?

Çапкаланчăка çуса тасатнă

— Мăшăрăмпа Машăпа темиçе çул каяллах волонтер ĕçне кÿлĕнтĕмĕр. Вăл такăнса ÿкнĕ çынна алă памасăр, йывăрлăха çакланнисене пулăшмасăр, ыйткалакана укçа памасăр иртсе каймастчĕ. Пĕр саманта паянхи пекех астăватăп. Ун чухне эпир Ĕпхÿре пурăнаттăмăр. Пĕррехинче Маша киле куççульпе макăрса таврăнчĕ. «Урамра çын выртать, ăна пулăшмалла», — терĕ вăл ĕсĕкле-ĕсĕкле. Йăпăр-япăр тăхăнтăм та Машăпа пĕрле йывăрлăха çакланнă çынна пулăшма тухса чупрăм. Урамра хĕллехи шартлама сивĕччĕ. Темиçе метр хыçа хăварсан çĕр çинче сусăр арçын выртнине куртăм. Вăл килсĕр-çуртсăр пулни паллăччĕ. Сивĕре нумай выртнăскерĕн тумтирĕ пăр çумне шăнса ларнăччĕ. Мăшăрăмпа иксĕмĕр ăна аран çĕклерĕмĕр. Вилес патне çитнĕ çынна киле илсе кĕтĕмĕр. Ун чухне эпир пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнаттăмăр. Эпĕ çав çын патне пыраймастăм. Вăл пыйтлăччĕ, ÿчĕ çине çăпан тухса тулнăччĕ. Маша ăна çуса тасатрĕ, суранĕсене сиплерĕ. Пурăна киле ăна этем сăнĕ кĕчĕ. Эпĕ те, арăм та ĕçе çÿреттĕмĕр. Ултă çулти ывăлăн килте палламан çынпа юлма тиветчĕ. Ун чухне вăл 1-мĕш класа çÿретчĕ. Сăмах май, Искандер халĕ 20 çулта, Мускаври аслă шкулта вĕренет. Манăн ĕçе пăрахма тиврĕ. Урамри çапкаланчăк арçын пирĕнпе пĕрле çулталăк пурăнчĕ. Эпир ăна сыватас тесе больница тăрăх илсе çÿрерĕмĕр, докуменчĕсене тума пулăшрăмăр. Чылайăшĕ пире палламан çынна хÿтте илнĕшĕн айăплама пăхрĕ. Эпир арçыннăн тăванĕсене тупас тĕллевпе полицие кайрăмăр. Ăна, пасарта тата урамра ыйткаласа ларнăскере, хулари чылай çын лайăх палланă иккен. Килсĕр-çуртсăр Абдурахман Шарафутдинова полици ĕçченĕсем тÿрех палласа илеймерĕç. Пĕлĕшсем ăна кÿме парнелерĕç. Пурте мучие пирĕн асатте вырăнне йышăнчĕç. Унăн сухалĕ Хоттабыч старикĕнни пек вăрăмччĕ. Тăванĕсене шырани кăлăхах пулчĕ. Вăл ача çуртĕнче çитĕннĕ. Анчах 18 çул тултариччен унтан тухса тарнă. Вăрă-хурахла ĕçшĕн тĕрмере те ларнă вăл. Тухсан свалкăра пурăннă. Унта унăн урине тăм илнĕ, кайран иккĕшне те татма тивнĕ. Шупашкара пурăнма куçсан Абдурахманпа сывпуллашма тиврĕ. Ăна хосписра хăвартăмăр, — иртнине аса илчĕ Тахир Мирджапаров.

2005 çулта Тахир çемйипе Чăваш Ене куçса килнĕ. Наркотикпа эрех-сăра серепине çакланнисене пулăшас тĕллевпе Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрвар ялĕнче реабилитаци центрĕ уçнă. Унта пурнăç илемне черкке тĕпĕнче шыракансем пулăшу ыйтса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ.

— Пирĕн хваттерте кам кăна пулса курмарĕ-ши? Эпир усал йăлапа туслисене эмелпе мар, ăшă сăмах каласа тÿрĕ çул çине тăратма тăрăшрăмăр. Наркоманипе кĕрешекен центра наркотĕрĕслев управленийĕ аккредитацилерĕ. Тутарстанран, Пушкăртстанран, Çĕпĕртен те пулăшу ыйтса килетчĕç, АПШран та шăнкăравлакансем пулчĕç. Ял çыннисем те алла черкке сахалрах тытма пуçларĕç. Унта пурăнакансемпе халĕ те çыхăну тытатăп. Центрăн ырă витĕмĕ пулчех тесе шухăшлатăп. Вун-вун регионти çынсем пирĕн патра пулнă хыççăн хăйсен çемйине таврăнса çĕнĕ пурнăç пуçларĕç. Центра хамăр укçа-тенкĕпе уçрăмăр. Ăна 3 çул тытса тăма вăй çитерни усăсăр пулмарĕ. Пире кура ыттисем те кунашкал центрсем уçма тытăнчĕç, — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ 7 ача ашшĕ.

«Чи телейсĕррисене илетпĕр»

Сусăрсемпе наркомансене пулăшнă хыççăн Мирджапаровсем хăйсен хÿттине ачасем илме шухăшланă. Халĕ вĕсем юттисене тăван тĕпренчĕкĕсенчен уйăрмаççĕ. Çак утăма мăшăр чĕре ыйтнипе тунă. 2014 çултанпа Чăваш Енри ача хÿтте илнĕ çемьесен ассоциацине ертсе пыраканскер арăмĕпе пĕрле тăлăхсене опекăна е усрава илме хатĕрленнĕ ашшĕ-амăшĕн шкулне çÿренĕ. Мирджапаровсен тăватă ывăл пулнă, вĕсем хĕр илме шухăшланă.

— Опекăпа попечительлĕх органĕн ĕçченĕсем икĕ пĕртăван пуррине пĕлтерчĕç. Пирĕнтен маларах вĕсене темиçе çемье те илме пикеннĕ, анчах патне çитсен шухăшне улăштарнă. Вĕсене пăхса тăракан тухтăрпа калаçнă хыççăн ачасем сывах маррине ăнлантăмăр. «Эпир чи телейсĕррисене илетпĕр», — терĕ мăшăрăм ун чухне. 2-ри тата 3 çулти хĕрачасем пачах калаçмастчĕç, эпир вĕсене çемьене йышăнтăмăр. Пирĕн арçын ачасем ку вăхăтра пĕр-пĕрне сутса ярасла пупленине лайăх астунăран ку мана кăшт тĕлĕнтерчĕ. Çулталăк хăрушă тĕлĕкри пек иртрĕ. Хĕрачасемпе пĕр чĕлхе тупайманран тĕрлĕ кĕнеке вуларăм. Вĕсене ача çуртĕнче мĕнле итлеттернинчен тĕлĕнеттĕм. Кăшкăратчĕç, никама та итлеместчĕç, каçхине çывăрмастчĕç, çĕрĕпе макăратчĕç. Лăплантарас тесе алла илеттĕм те тата хытăрах çухăрма пуçлатчĕç. Ача çуртĕнче тăлăхсене йăнăш диагноз лартнă тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. Пире тухтăрсем йăлтах пĕлтермен пек туйăнатчĕ. Халĕ çак ачасемсĕр хамăн пурнăçа курмастăп. Пĕлтĕр 7 çулти Катюшăна шкула ямарăмăр. Хальлĕхе ăс-тăн шайĕпе пĕр çултисемпе танлашаймасть-ха. Мăшăрăм кунĕпех вĕсемпе пĕрле. Эпир ачасене садике яман. Хĕрачасене ахаль шкултах вĕрентесшĕн, çавăнпа Мария вĕсемпе тĕллевлĕн ĕçлет, — чунне уçрĕ ачисемшĕн хыпса çунакан ашшĕ.

Курăнман «сурансем»

Пысăк уяв умĕн ача çурчĕсене хăнасем час-часах килеççĕ. Волонтерсем пырса тĕрлĕ акци ирттернине Тахир хурламасть, анчах вĕсем тăлăхсен психикине сиен кÿнинче иккĕленмест вăл.

— Ача çуртне лекнĕ шăпăрлансен психики хавшать. Виçĕ çулти ача хăйне çулталăкри пепке пек тытать. Çемьере çитĕнменнисем ăс-тăн, ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен ÿсĕмне кура аталанаймаççĕ. Вĕсене хăмпăсемпе сулкалашса тăракан, хĕрхенÿллĕ куçпа тинкерекен клоунсем кирлĕ мар. Тăлăхсене ашшĕ-амăшĕ, ăшăлăхпа юрату çитмеççĕ. Спонсорсем паракан хаклă парнесемпе пылак çимĕçсем те ачасене лайăх витĕм кÿмеççĕ. Нимĕнле гаджетпа телефон та çемьене улăштараймасть. Çавăнпа волонтерсен юрласа-ташласа ачасен кăмăлне çĕклемелле çеç мар, вĕсен тусĕ те пулмалла, тăлăха çемьене вырнаçтарма пулăшмалла. Тăлăхшăн ырă ĕç тума шухăшласан мĕншĕн унпа урамра уçăлса çÿрес мар? Ачан пултарулăхне аталантармалли майсем тупма кам чарать пире? Интерната япала е пылак çимĕç кайса пани лайăх, анчах ку тĕлĕшпе шухăшлава улăштармалла. «Ашшĕпе амăшĕн ăшшисĕр çитĕннĕ ачана хÿтте илни пурнăçа илемлетет», — тенипе килĕшес килмест. Манăн шухăшпа, ача çуккипе тăлăх шăпăрлана çемьене илни тĕрĕсех мар. Çак утăма тĕплĕн шухăшласа тумалла. Ача тавар мар вĕт, килĕшмесен ăна каялла тавăрса параймăн. Тăлăхăн курăнман «сурансем» пуррине, вăл хăйне евĕрлĕ пулнине шута илмелле. Пĕрисем чирлĕ, теприсем калаçаймаççĕ, виççĕмĕшĕсем ăс-тăн енчен япăх аталанаççĕ, тăваттăмĕшĕсен вăрлас йăла пур. Çавăнпа çак çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле, — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Тахир Мирджапаров.

Тăлăх вилсе чĕрĕлет

Чăваш Енре ашшĕпе амăшĕн хÿттисĕр юлнă шăпăрлансен 96% çемьесене йышăннă. Тăлăха ăшăлăхпа юрату парнелекенсен йышĕ паян 2600-тен иртнĕ. Шел те, ачана каялла тавăрса паракансем те пур.

— Ачана опекăна е усрава илекен çемьен ятарлă курс витĕр тухмаллах. Çакă вĕсене яваплăха туйма вĕрентет. Çемьене сыхласа хăварас тесе тăлăх ачана илни те чылай чухне ырри патне илсе çитермест. Путакан кимме пассажирсене илмеççĕ. Çемьере çураçулăх çуккишĕн ача айăплă мар. Пирĕн ассоциаци ашшĕ-амăшĕпе тăлăх хушшинче сиксе тухнă ыйтусене татса пама пулăшать. Эпир ачана çемьене йышăннисен тĕлĕшпе тĕрлĕ программа, саккунсене тÿрлетÿсем кĕртмешкĕн сĕнÿсем, вĕсене хавхалантармалли майсем шыратпăр. Тепĕр ыйту чуна канăçсăрлантарать. Манăн шухăшпа, чи малтанах вырăнти хăй тытăмлăхра тăрăшакансен шутра тăракан çемьесемпе тĕллевлĕн ĕçлемелле. Вĕсем патне систермесĕр тăтăшах çитмелле. Паллах, кун пек чухне çемьене психолог е ытти специалист пулăшăвĕ те кирлĕ. Ашшĕпе амăшĕ тĕрĕс çул çине тăмасть, тĕпренчĕкĕсене пăхмасть, пурăнмалли условисене лайăхлатмасть пулсан вĕсенчен ачана туртса илеççĕ. Ку шăпăрланшăн — питĕ йывăр суран. Ача хăйне кун пек чухне вилсе чĕрĕлнĕ пекех туять. Ашшĕпе амăшĕ ĕçкĕç-и, наркоман-и — вĕсем уншăн чи çывăх çынсем. Ачасем вĕсене кирек епле пулсан та юратаççĕ. Çывăх çыннисенчен уйăрсан çав тери кулянаççĕ. Çак ĕçе лăпкăрах туса ирттерес тĕллевпе ятарлă программа тума сĕнетпĕр. Тен, хăçан та пулин вăл пурнăçа кĕрĕ, — шухăшĕсемпе паллаштарчĕ Тахир.

Тăван ашшĕпе амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнисене пачах ют çынсем ăшăлăхпа юрату параççĕ. Пурăна киле вĕсем ачашăн чи çывăх çынсем пулса тăраççĕ. Тахирăн шухăшĕпе, тăлăхсене ыттисенчен уйăрмалла мар. Çемьере çитĕнекен ачасене пĕр пек юратмалла. Шăпа вĕсене ахаль те сахал мар кÿрентернĕ.

Любовь ПЕТРОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.