Ачамăрсем сывă та телейлĕ ÿсчĕр

7 Утă, 2015

Ачасемпе çамрăксене спортпа туслаштарасси, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, çитĕнекен ăрăвăн кăмăл-сипечĕпе ăс-тăн аталанăвне ÿнер ырă витĕм кÿни - шăпах çак тата ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç 2012-2017 çулсенче Ачасен интересĕсемпе пулса пыракан Наци стратегине пурнăçа кĕртессипе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕнче.

«Ашшĕ-амăшĕ пулма пĕчĕкренех хăнăхтармалла»

"Ачасем - пирĕн пуласлăх, çавăнпа пирĕнтен кашниех ывăл-хĕрĕ тивĕçлĕ воспитани илтĕр, сывă та телейлĕ ÿстĕр, пурнăçра хăйĕн вырăнне туптăр тесе тăрăшать", - терĕ ларăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев. Вăл Раççей Президенчĕ Владимир Путин июнĕн 23-мĕшĕнче Общество палатин пленарлă ларăвĕнче мĕн каланине - амăшлăхпа ачалăхăн çивĕч ыйтăвĕсене татса памалли кирек хăш меслете те пулăшмалли çинчен - аса илтерчĕ. "Амăшлăха, çемьесене, ачалăха патшалăх енчен пулăшасси - пирĕн приоритетлă социаллă тĕллев", - терĕ Михаил Игнатьев.

Вăл республикăра юлашки вăхăтра ача çураласси ÿснине пĕлтерчĕ. 2014 çулта халăх йышĕ хăй тĕллĕн ÿсесси 1000 çын пуçне Ç0,6 танлашнă /757 çын/. Демографири ырă туртăм юлашки 3 çулта палăрать.

Демографи ыйтăвĕсене татса парас тата ача çуратаслăха хавхалантарас тĕллевпе республикăра тĕрлĕ меслетпе усă кураççĕ: федерацин тата республикăн амăшĕн капиталĕсене параççĕ, виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн вĕсем 3 çула çитиччен уйăхсерен пособи тÿлеççĕ, йышлă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтереççĕ, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшаççĕ. Ача сачĕсен черечĕсене пĕтерес тĕлĕшпе те ырă кăтартусем пур. 2010-2014 çулсенче Чăваш Енре шкулчченхи 40 ытла вĕренÿ учрежденине хута янă /6876 вырăнлăх/, пĕтĕмпе 3 млрд тенкĕ тăкакланă. Кăçал тепĕр 7 ача сачĕ уçма планлаççĕ. "Çемьесен ыранхи куна шанчăклăн пăхмалла, патшалăх хăйсемшĕн тăрăшнине туймалла", - терĕ Михаил Игнатьев. Республикăра ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнисемпе тăлăхсене çемьесене вырнаçтарас тĕлĕшпе те пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Паянхи кун 3 пин усрав ача çемьесенче воспитани илет.

2014-2018 çулсенче республикăра ача çуратаслăха ÿстерессипе çыхăннă мероприятисен планне пурнăçа кĕртесси çинчен вице-премьер - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова доклад турĕ. Вăл Росстат прогнозĕсемпе килĕшÿллĕн 2018 çул тĕлне ача çураласси чакассине пĕлтерчĕ. Тĕп сăлтавĕ - пепкене кун çути кăтартма пултаракан хĕрарăмсен шучĕ çулран-çул чакса пыни. 2014 çул пуçламăшĕнче Чăваш Енре 15-49 çулсенчи - ача çуратма пултарас ÿсĕмри - 305 пин ытла хĕрарăм пурăннă, вĕсен шучĕ 2013 çултанпа 2,3% чакнă. "Çак туртăм çулсеренех сыхланса пырĕ", - терĕ Алла Самойлова. Этемлĕхĕн черчен çурри пĕрремĕш ачине çуратассине каяраха хăварса пынине те палăртрĕ вăл. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тесен çемьере иккĕ мар, виçĕ е ытларах ача пулмалла терĕ. Тепĕр меслет - студентсен çемйисене май килнĕ таран ытларах пулăшасси, тĕслĕхрен, вĕсене общежитисенче уйрăм пÿлĕмсемпе тивĕçтересси. Хĕрарăмсем аборт тăвассине профилактикăлани те ырă витĕм кÿрет.

"Пирĕн ачасене лайăх учитель е тухтăр, инженер çеç мар, лайăх ашшĕ е амăшĕ те пулма вĕрентмелле", - шухăшне пĕлтерчĕ республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева. Вице-спикер - ЧР Патшалăх Канашĕн комитет ертÿçи Олег Мешков массăллă информаци хатĕрĕсенче нумай ачаллă çемьесемпе ытларах паллаштармалла терĕ. Михаил Игнатьев ачасемпе воспитани ĕçне мĕн пĕчĕкренех - ача сачĕсенче, шкулсенче - пуçламаллине, çав ÿсĕмренех ашшĕ-амăшĕ пулма хăнăхтармаллине, кăмăл-сипет пахалăхĕсене тытса пыма вĕрентмеллине палăртрĕ.

 

Спорт та, ÿнер те пĕлтерĕшлĕ

Республикăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсенче ăсталăхне туптакан ачасене хушма пĕлÿ паракан тытăма аталантармалли мерăсем çинчен ЧР физкультурăпа спорт министрĕн заместителĕ Сергей Шелтуков каласа кăтартрĕ. Вăл Чăваш Енри кашни районпа хуларах спорт шкулĕ пуррине, республикăра вĕсем пĕтĕмпе 52 пулнине пĕлтерчĕ. 2014 çулта вĕсенче иртнĕ тренировкăсене пĕтĕмпе 33 пин ытла çын хутшăннă /2013 çултипе танлаштарсан 2 пин çын ытларах/. Спорт шкулĕсене çÿрекенсенчен 27,6 пинĕ - 6-15 çулсенчи ачасем, ку вăл çак ÿсĕмрисен пĕтĕмĕшле йышĕн 22,3% пулать. Шкулсенче ăс пухакансен 47% спорт шкулĕсенче, ача-пăча керменĕсенчи клубсемпе секцисенче, центрсенче кĕлеткине çирĕплетет.

Министр заместителĕ тренер-преподавательсемпе методистсен вăтам шалăвĕ юлашки 2,5 çулта 2 хут ытларах пысăкланнине пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне спорт учрежденийĕсене, тренерсемпе спортсменсене укçапа хавхалантарассине анлăлатнă. Çакă кадр йывăрлăхĕсене татса парас ĕçре ăнăçу кÿнĕ. "Вăтамран илсен 1 тренер пуçне 35 вĕренекен тивет", - терĕ Сергей Шелтуков. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан çак цифра чăнлăхпа килĕшсе тăрать-и тесе ыйтрĕ, хут çинче 35 çын тесе палăртнă, чăннипе вара 5-7 ача çеç çÿренĕ тĕслĕхсем пулнине аса илтерчĕ. Министр заместителĕ ку енĕпе мониторинг ушкăнĕ ĕçленине, вăл спорт шкулĕсен ĕçне вырăна тухса тĕрĕсленине, çавна май цифрăсене чăн пурнăçран илнине пĕлтерчĕ. Олег Мешков тренерсен вăтам ÿсĕмĕпе кăсăкланчĕ. 30 çула çитменнисем - 116, 31-45 çулсенчисем - 158, 46-60 çулсенчисем - 233, аслăрах ÿсĕмрисем 77 çын иккен.

Чăваш Енре халăха физкультурăпа тата спортпа туслаштарас тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ: уйăхсерен Сывлăхпа спорт кунне ирттереççĕ /ун чухне кашниех спорт объекчĕсене тÿлевсĕр кайма пултарать/, ГТО комплексне пурнăçа кĕртеççĕ, ял шкулĕсенчи спорт залĕсене тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ /пĕлтĕр 40-шне юсанă, кăçал та çавăн чухлех палăртаççĕ/, картишсене спорт оборудованийĕпе пуянлатаççĕ. "Ачасемпе çамрăксем усал йăласемпе ан çывăхланччăр тесен вĕсене спортпа туслаштармалла. Çул çитменскерсен вăй-хал нумай, унпа тĕрĕс усă курма хăнăхтармалла", - пĕтĕмлетрĕ Михаил Игнатьев.

ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов ÿнер çамрăк ăрăвăн кăмăл-сипечĕпе ăс-тăн аталанăвне ырă витĕм кÿни çинчен доклад турĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре ачасен культурăпа искусство сферинчи хушма вĕрентĕвĕн 46 учрежденийĕ ĕçленине пĕлтерчĕ. 2014-2015 вĕренÿ çулĕсенче вĕсенче 16 пин ытла ача пĕлĕвне ÿстернĕ. Искусство ача-пăча шкулĕсене пĕтернисем вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче малалла вĕренеççĕ.

Ларура Куславкка, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Валентин Колумб, Андрей Шестаков, Александр Башкиров Ачасен интересĕсемпе пулса пыракан Наци стратегине хăйсен тăрăхĕсенче мĕнлерех пурнăçласа пынипе паллаштарчĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.