"Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" марафона пĕтĕмлетнĕ

18 Утă, 2016

Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пăрачкав салинче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона пĕтĕмлетнĕ. Çав ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинина, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата Пăрачкав район ертÿлĕхĕ хутшăннă.

«Раççей ача-пăча фончĕн» республикăри уйрăмĕн председателĕ Юрий Кислов пĕлтернĕ тăрăх — кăçалхи нарăс уйăхĕнче вăй илнĕ 20-мĕш марафона 1680 предприяти-организаци, уйрăм çын хутшăннă, пĕрлехи вăйпа сăваплă акци пухмачне 7,8 миллион тенкĕлĕх /иртнĕ çулхинчен 600 пин тенкĕ ытларах/ пуянлатнă.

Михаил Игнатьев ачасене пулăшмашкăн пуçаруллă хутшăннă ентешсене тав тунă. «Ыркăмăллăх марафонĕн тĕллевĕ — ачалăха хÿтĕлесси тата пулăшасси. Тĕрĕссипе, пухмача кам мĕн чухлĕ хывни мар, çул çитмен ентешĕмĕрсен пурнăçне лайăхлатмашкăн пирĕнтен кашниех чун ăшшине хĕрхенменни хаклă, — тенĕ вăл. — Ăнтăлуллă çамрăксене пулăшса вĕсене патриотизм воспитанийĕ парасси, аслă ăру çыннисене хисеплеме вĕрентесси — пирĕн тивĕç».

В.СМИРНОВА.

 

Рубрика: 
Автор: