Ачалăхне хурламасть

12 Ака, 2018

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухнă çул вăл çиччĕре пулнă. Çав хаяр пулăм çинчен пĕлтернĕ куна ас тумасть. Ялта радио пулман. Ача-пăча хăй те вăрçăлла час-часах вылянă, çавăнпа çак сăмах пĕлтерĕшне чăна хуман. 3-4-мĕш классенче çеç вĕрентекенсем каланинчен пирĕн çĕре фашистла Германи тапăннине, чылай хулана тĕп тунине, çынсене асаплантарнине ăнланнă.

Александр Шигильчев 1934 çулта Куславкка районĕнчи Пăрмас ялĕнче çуралнă. Килте 4 ывăл ачаран 3-мĕшĕ пулнă вăл.

Шурă хуртсем

- Пирĕн ялта ĕлĕк чиркÿ пурччĕ, — аса илчĕ Александр Иванович. — 1946 çулта ăна Куславккана куçарса кайнă. Çавăнта колхоз çĕр улми хуратчĕ. Путвал пулман. Хĕлле çĕр улми шăнатчĕ, çуркунне эпир унта крахмал пуçтарма каяттăмăр. Шурă хуртсем йăшăлтататчĕç, пурпĕрех пуçтараттăмăр — мĕн те пулин çимелле вĕт. Анне çĕр улмисене çăватчĕ те пĕлĕм пĕçерсе паратчĕ.
1-мĕш класа вăл Пăрмас шкулне кайнă, унтан Йĕршер ялĕнчи 7 çул вĕренмелли шкула çÿренĕ. Инçе çул хăратман ача-пăчана, йышпа хаваслă пулнă, пĕр- пĕрне пăрахса хăварман. Малалла Тĕрлемес шкулне çÿренĕ. 7 çухрăма парăнтарас тесе килтен 5 сехет те 30 минутра тухнă, 7 сехет тĕлне шкулта пулнă.
— 10 класс вĕреннĕ хыççăн педагогика институтне кайма шухăшларăм, — малалла пĕлтерчĕ Александр Иванович — Документсем патăм, анчах кĕреймерĕм. Нимĕç чĕлхипе «5» пулнă манăн, историпе те — «5», вырăсла диктант çырнипе — «3» çеç, вĕренме кĕме балл çитмерĕ. Пире ялта вырăсла вĕрентмен-çке.

«Апатсăр юлатăр: хăвăртрах»

Çуллахи вăхăтра амăшĕ ачисене ирех вăратнă. 4 сехетре лаша тытса килмелле пулнă. Колхозра яшка пĕçернĕ, ĕçлеме тухакансене çăмах çитернĕ. Çăкăр пулман. Çавăнпа амăшĕ ывăлĕсене вăратнă чухне: «Апатсăр юлатăр, хăвăртрах», — тесе васкатнă.
— Уя тислĕк турттараттăмăр. Лашапа çĕр сÿрелеттĕмĕр. Ватăраххисем суха тăватчĕç, эпĕ лашана утланса сÿрелесе çÿреттĕм. Унтан тырă акнă. Кĕркунне йĕтем çинче авăн çапнă çĕрте ĕçлеттĕм. Пĕрре те ахаль ларман. Атте бригадирччĕ. Вăл каçпа килетчĕ те ыран миçере тăмаллине, мĕнле ĕç пурнăçламаллине калатчĕ. Арçынсем вăрçа кайнă, хĕрарăмсен колхозра хăйсен ĕçĕ пулнă. Тырă вырнă вăхăтра эпир, ача-пăча, Тĕрлемесе вуншар лав турттараттăмăр. Хăш чухне тырра çÿпĕллĕ е нÿрĕ тесе йышăнмастчĕç, тепĕр хут суйлама тиветчĕ.

Шкултан таврăнсанах витене васканă

Апла пулин те ачалăхне тиркемест ватă çын. Ашшĕ-амăшĕ ирех ĕçе хăнăхтарнăшăн савăнать. Пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухнех вăл шкултан таврăнсан пÿрте кĕриччен кутамккине алăк умне хурса хăварнă та выльăх-чĕрлĕх картине тасатнă, пахчана тислĕк туртнă. Ачалăхра йывăрлăхран пăрăнманни ăна çирĕп пулма вĕрентнĕ, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă. Украинăра 3 çул та 3 уйăх службăра тăнăскер çартан таврăнсан çемье çавăрнă, милицие ĕçе вырнаçнă. Унта 29 çул тăрăшса ЧР тава тивĕçлĕ милиционерĕ ята тивĕçнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.