Ачалăх Вунă çуллăхĕ пуçланать

5 Çĕртме, 2017

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çитес çул Ачалăх вунă çуллăхĕ пуçланасси çинчен указ кăларнă. Ăна çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче алă пуснă. Вăл 2027 çулччен тăсăлĕ.

Çакна 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсемпе ĕçлекен Наци стратегийĕ ăнăçлă пурнăçланса пынине шута илсе ачалăха хÿтĕлес енĕпе патшалăх политикине лайăхлатса пырас тĕллевпе йышăннă. Указа право информацийĕн интернет-порталне вырнаçтарнă. Правительствăна малтанхи икĕ çулти тĕп мероприятисен планне 3 уйăхра çирĕплетме хушнă.

Çĕршывра Ачалăх вунă çуллăхне пĕлтерме Федераци Канашĕн спикерĕ Валентина Матвиенко сĕннĕ. Вăл каланă тăрăх, çĕнĕ проект ывăл- хĕре пурнăçăн аслă çулĕ çине тă-машкăн хатĕрлеме пулăшать. Владимир Путин çак пуçарăва ырласа указ алă пуснă хыççăн Раççей вице- премьерĕ Ольга Голодец проектăн тĕп приоритечĕсене пĕлтернĕ. Вĕсем виçĕ çула çитмен ачасене садикпе тивĕçтерессипе, амăшĕпе ачине пулăшассипе, демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе çыхăннă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.