Ача сасси янăрарĕ лагерьте

Вăрман сукмакне йывăç тураттисем хÿшĕ пек хупласа хунă. Çулçăсем хушшипе ÿкекен хĕвел çути сукмак çине улма пек çавраланса тĕрленет те, выляса тăраççĕ ылтăн-кĕмĕл тенкĕ тăкăннă евĕр. Çак сукмакпа Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕн туслă ачисем хаваслăн утаççĕ.

Паян та вĕсем юратнă вырăнсенче татах пулса курасшăн-çке! Ара, сухан кăларса пĕтерчĕç, кăшт канса та илме юрать. Тепĕр ĕçе пуçăниччен.

— Курăр-ха, çÿллĕ хыр тăррисем çилсĕрех сисĕни-сисĕнми чÿхенсе лараççĕ. Çÿлелле пăхса тăрсан хыр вуллисем мар, ура айĕнчи çĕр тайăлнăн туйăнать, пуç çаврăнса каясси те пулать ахăртнех, — терĕç арçын ачасем.

Хĕрачасем йывăç çулçи çинче ларакан хурт-кăпшанкăпа та кăсăкланма тытăнчĕç.

— Вир, вир кукамай,

Уяр пулсан — çÿле кай,

Уяртмасан — çĕре кай! — сăвăларĕ вĕсенчен пĕри кăпшанка пÿрни çине лартнă май.

Ыттисем те унран юлас темерĕç, юрă-кĕвĕ тĕнчине кăмăллаканскерсем пĕр харăссăн:

— Ĕçле-ĕçле, ĕçле — çи!

Ĕçлемесен — ан та çи!

Çÿлтен çÿле вĕçсе кай!

Çумăр пулас пулсассăн

Курăк çине вĕçсе лар! — терĕç хавслă та йăл кулăллăскерсем.

Çак йĕркесене кăмăлпа итлекен арçын ачасем вара хĕрачасене самантрах сырса илчĕç.

— Сирĕн сăввăрсене татах та татах итлесе çак вăрман ырлăхĕнчен, телей туйăмĕнчен тухас килмест. Пĕтĕм чун-чĕрепе çут çанталăкăн çак самантне парăнса унра ирĕлсе çухалас килет. Шкул çумĕнчи канупа сывлăх лагерьне çÿренисем каллех куç умне тухаççĕ-çке, вăл вăхăтра эпир ытларах çут çанталăкра пулса савăннă вĕт-ха. Воспитательсем кашни куна усăллă та хаваслă ирттерес тесе еплерех тăрăшрĕç! Эх, тепре августра çавнашкал лагерь ĕçлесен-и? Хаваспах тăван шкулалла чупнă пулăттăмăр, — терĕç хаваслă арçын ачасем.

Чăнах, лагерь пуçлăхне Феонила Юрьевна Порфирьевăна, воспитательсене — Вера Николаевна Вороновăна, Галина Васильевна Кругловăна, Оксана Валериевна Мясниковăна, Татьяна Петровна Федоровăна, Елена Васильевна Смирновăна, Светлана Михайловна Кирилловăна, спорт инструкторĕпе медсестрана Анатолий Сергеевич Константиновпа Роза Андреевна Федоровăна тата тутлă апат пĕçерекене Надежда Геннадьевна Порфирьевăна епле манма пултарĕç-ха сывлăхпа кану лагерьне çÿрекенсем? Вĕсемпе пĕрле кашни кунне усăллă ирттернĕрен лагерь вĕçленнине сиссе те юлаймарĕç-çке хастарсем.

Спорт пурнăçра чи кирлине шута илсе тĕрлĕ вырăна çуран çÿрерĕç вĕсем. Çамрăксен тĕп тĕллевĕ — çутçанталăка юратасси, упрасси, тĕпчесси. Çавăнпа час-час уçă сывлăшра пулма тăрăшрĕç те хĕрачасемпе арçын ачасем. Хăйсен тăрăхĕнчи пурин кăмăлне те каякан Çуткÿле çитмесĕр чăтаймарĕçех. «Республикăри паллă кÿлĕсенчен пĕри вăл. Килен-каян ăна тинĕспе танлаштарать. Ах, мĕнле асамлă сăрăсемпе ÿкерсе илемлетмелле-ши юратнă кÿлле? Иртен пуçласа каçченех лăпкă та тÿлек вăл, тĕкĕр евĕр çутă. Нихăçан та унăн сăн-сăпачĕ урăхла пулассăн туйăнмасть. Çиçĕм çиçсе аслати авăтма тытăнсан, çумăр чĕреслетсе çума пуçласан çеç шавлама тытăнать. Хумсем çырана çапма тытăнаççĕ. Хăй илемĕпе, хăйĕн вĕçĕ-хĕррисĕр анлăхĕпе çĕнĕ шухăшсем тупма пулăшать. Акă вăл, ĕмĕтре-шухăшра мар, чăн-чăн пурнăçри Хура тинĕс! Кур, килен, йăпан, савăн! Çеçпĕл Мишши сăввинчи йĕркесем час-час аса килеççĕ.

Тинĕс, тинĕс, вăйлăраххăн,

Хăвăртраххăн, çăмăлраххăн,

Чул пулсан — хăватлăраххăн,

Хыççăн-хыççăн хум хумла!..

Кунта, кÿлĕ хĕрринче, питĕ аван. Кайăксем тавралла ярăнса вĕçни те, çуллахи шăрăх та кăмăла хăпартлантараççĕ. Çак кÿлĕ çывăхĕнче ларнă май, мĕн чухлĕ усăллă калаçу ирттермерĕмĕр пулĕ? Литературăпа искусство, юлташсем çинчен, пуласлăх пирки вĕçне-хĕрне тухаймасăр пуплерĕмĕр, — терĕç хаваслă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем.

Çак кÿлĕрех пулă тытса хĕрÿ ăмăрту иртрĕ. Çапах та Григорий Гладкова, йĕкĕреш Даниилпа Кирилл Смирновсене, Родион Димитриева, Александр Цветкова çитекен пулмарĕ. Ара, вĕсем ытти чухне те ир-ирех вăлта йăтса юратнă вырăнне васкаççĕ-çке!

— Эпир пĕве хĕррине утса мар, чупса çитетпĕр. Чун-чĕре те, алă-ура та васкаççĕ ун пек чухне. Хăш чухне тÿпери çăлтăрсем те сÿнсе пĕтмеççĕ, хĕвел тухасси те инçе. Ялта пĕр сас та çук, кăнтăрла урампа иртекене туртса çурасла вĕрекен йытăсем те эпир иртсе кайнă чухне сассисене кăлармаççĕ. Вĕсем те тарăн ыйхăра пулас... Çапла, кашни хулккан хăйĕн «характерĕ» пур. Пĕри чĕкеç пек çăмăллăн вылянать, тепри лÿппер. Наянни çине пăхас та килмест... Хулкка вăл чунлă япала евĕр. Анчах ăна пулă туртсан çеç хăйне евĕр чун кĕрет, çавăн чухне тин вăл пĕтĕм илемĕпе йăлтăртатма тытăнать. Вăлтана пулă хыççăн пулă çакланни кĕрхи çумăрлă сивĕ кун тултан ăшă пÿрте кĕрсе кукăль-çăкăр, тутлă апат-çимĕç çинĕ евĕрех. Чăнах, ун пек чухне чуна та ăшă, ырă-ырă пулать, — ăнлантарчĕç харсăр пулăçсем.

Кÿлĕ хĕрринче шÿрпе тата шашлăк пĕçерни ачасене пушшех хавхалантарчĕ.

— Çут çанталăкра, кăвайт çинче пиçекен апат тутине нимпе те танлаштараймăн. Мĕн тери тутлă хуранта ташласа пиçекен апат! — терĕç пĕри те тепри пĕр савăнса, пĕр тĕлĕнсе.

Вăрçă паттăрĕсем

Вăрман... Капăр тумланнă хĕрача пек ĕлккен Курнавăш вăрманĕ! Ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче шкул ачисем лартнă. Паян мăнаçлăн кашлать вăл. Хăй ытамне пурне те йыхравлать. Çырла-кăмпа юратакансем час-час çÿреççĕ кунта. Вăрман варринче — кÿлĕ. Экскурсие килекен те йышланчĕ юлашки вăхăтра. Шăп çак вырăнта вăхăта аван ирттерчĕç лагерь ачисем те. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕнче пултарулăхĕсене туптарĕ. Халиччен пĕлмен йывăç-курăкпа паллашрĕç.

— Ытарайми вăрманăм... Курăр-ха, курăр! Йывăç çулçисем шăпăл-шăпăл калаçаççĕ. Çăмăл çил, такама шыранă евĕр, туратсен хушшинче пытанмалла вылять. Кайăксем те вăрмансăр пурăнаймаççĕ, йывăç тăррисене çуначĕсемпе тĕкĕне-тĕкĕне вĕçеççĕ, — хавасланчĕç ачасем.

Кĕнеке вулама юратакан ачасем вăрçă вăхăтĕнче вăрман халăха мĕн тери пулăшу кÿнине пĕлеççĕ.

— Сивĕ çуртра камăн ларас килтĕр? Хĕллехи çил-тăманлă кунсенче те пăчкă, пуртă йăтса, çунашка туртса чăтлăхалла утнă çынсем. Йĕре-йĕре вăрттăн каснă вĕсем йывăçсене вăрман хуралçисенчен. Çурхи шыв-шур типсе çитсен, çĕр пичĕ ем-ешĕл тумпа витĕн-сен, вăрман куккук сассипе тулнă. Ылханлă вăрçă чарăнсан вăрман çамрăксен вăййи-куллипе янăраса тăнă. Утă çулма тухичченех савăннă унта каччăсемпе хĕрсем. Чуна хумхантаракан юрăсем юрланă, вĕçсе каймалла ташăсем ташланă, вăйăсем вылянă. Авă, паян эпир те вĕсем пекех тĕрлĕ вăйă картинче пулса килентĕмĕр, — терĕç хĕрачасем.

— Вăрçă тенĕрен, Курнавăш шкулĕн-чен вĕренсе тухнă çичĕ пĕртăван Чермаковсем: Михаил, Зинон, Константин, Гермоген, Василий, Иван тата Николай фронтра фашистсемпе паттăррăн кĕрешнĕ. Тăван çĕршыва юратаканскерсем ытти салтакпа пĕрле ирсĕрсене тĕп тунă. Шел, пĕртăвансенчен виççĕшне тăван тăрăха таврăнма шăпа пÿрмен, — сăмах çăмхине сÿтрĕç воспитательсем.

Ку калаçу ачасене кăсăклантарсах ячĕ. Аслисен калаçăвне шăппăн çеç итлесе ларчĕç...

Иван Семеновичпа Екатерина Трофимовна Чермаковсен аслă ывăлĕ Михаил 1912 çулта çуралнă. Ача чухнех вăл ĕçпе пиçĕхнĕ. Курнавăшри шкулта пуçламăш пĕлÿ илнĕ. Йывăр пурнăçа пула малалла вĕренеймен. Çитĕнерехпе ашшĕпе амăшне пулăшас тĕллевпе Мускава ĕçлеме çул тытнă.

Вăрçă пуçлансан çав çулхинех фронта тухса кайнă. «Ах, вăрăм-çке вĕсем, вăрçă кунĕсем! Вĕçĕ-хĕрри те çук пек туйăнать. Мĕншĕн тесен нимĕн те пĕлместĕн — хăçан пĕтет ку чĕрĕ тамăк? Хăв ăнсăртран сывă юлсан та киле таврăнмалли вăхăт хăçан çитет-ши? Ăна никам та пĕлмест, никам та каласа параймĕ», — тесе пĕрре мар шухăшланă салтак тăванĕсене аса илсе. «Сакăр хĕрÿ çапăçура пултăм...» — хыпарланă вăл пĕр çырăвĕнче. 1942 çулхине тăшман пульли тĕп тунă хастар паттăра.

Вăталăххи, Зинон, шкултан вĕренсе тухсан тăван колхозра, кайран Мускавра ĕçленĕ. Унтан таврăнсан Патăрьелĕнчи иккĕмĕш Чăваш патшалăх колхоз театрĕнче артист пулса тăрăшнă.

Çĕршыва калама çук хаяр та тискер тăшман килсе тапăнсан, ун умне пысăк хăрушлăх тухса тăрсан вилĕмрен хăрамасăр фронта тухса кайнă хастар политрук. 1944 çулхине Любляна хулине ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçура йывăр аманнă, госпитальте пурнăçран уйрăлнă.

Константин та пиччĕшĕсем пекех аякка ĕçлеме тухса кайнă. Ялта почтальонра та тăрăшнă.

Фронтра ялан пĕр шухăшпа пурăннă — нимĕçсене аркатса тăван тăрăха таврăнасси. «Вăрçăра чи кирли — темле йывăрлăха лексен те çухалса кайманни. Салтак пурнăçĕ — кăткăс, кашни самантра тем те сиксе тухма пултарать. Çавăнпа тавçăруллă пулмалла. Шанчăка çеç çухатас марччĕ», — тенĕ вăл. Крыма ирĕке кăларассишĕн пынă хĕрÿ çапăçура йывăр аманнă, киле таврăннă. Колхозра бригадирта вăй хунă. 1947 çулхине Йĕпреçе куçнă. Унта вăл тĕрлĕ ĕçре палăрнă. 1981 çулхине çут тĕнчерен уйрăлнă. Паттăра Йĕпреç посе- локĕнче пытарнă.

Гермоген те пиччĕшĕсем пекех фронта тухса кайнă. Кунĕн-çĕрĕн вут-çулăм ялкăшнă. Ялсене ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче юн тăкăннă. Госпиталь аманнисене йышăнма та, вĕсен суранĕсене тасатса, сиплесе çыхма ĕлкĕреймен тепĕр чухне. Смоленск патĕнчи çапăçура йывăр аманнă Гермоген, тăван тăрăха таврăннă. Кăшт вăй илсен каллех вăрçа тухса кайнă. Килтисем унран пĕртен-пĕр çыру çеç илеççĕ. Паттăр салтак çапăçура вилнĕ.

Шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă Василий Патăрьелĕнчи педагогика училищине çул тытнă. 1939 çулта, 3-мĕш курс студентне, военкомат çарпа авиаци училищине авиамеханика вĕренме янă.

Вăрçăра та Василий паттăрлăхĕпе палăрнă. 1946 çулта кăкăр тулли орден-медальпе тăван тăрăха тухса кайнă. Чăваш Ене çитсен чĕри хыттăн тапма тытăннă. «Ак халех, сайра вăрмантан тухсан, чăваш ялĕсем, уй-хирĕсем, çырми-çатри курăнма тытăнать. Чĕререн юратнă çĕршыв!.. Çуралса ÿснĕ вырăн пуринчен те хаклăрах, чун çавăнталлах туртать. «Тăван çĕршыва юратасси атте-анне килне, çуралнă яла, хăв ÿснĕ тавралăха юратнинчен пуçланать теççĕ», — çак сăмахсем салтак пуçĕнчен çул тăршшĕпех тухма пĕлмен. Ялта алă усса лармасть вăл, колхозра вăй хурать. Тепĕр çулхине Йĕпреçри иккĕмĕш Чăваш патшалăх колхоз театрĕнче вăй хурать. Хыççăн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çатракассине куçса кайнă. Çавăнтах, 1983 çулхине, çут тĕнчерен уйрăлнă.

Иван та Василий пекех Патăрьелĕн-чи педагогика училищинче ăс пухнă. Вăрçа пула унтан вĕренсе тухайман, çапăçăва тухса кайнă. Тăшман, пĕтĕм вăйне пухса, харсăр салтаксене пĕтерме тăрăшнă. Анчах пирĕннисем юлашки юн тумламĕ, патрон, граната юлмиччен çапăçнă. Ленинград çывăхĕнчи тупăшура урине йывăр амантнă Курнавăш каччи. Госпиталь хыççăн тăван тăрăха таврăннă та педагогика училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Районти тĕрлĕ шкулта ачасене пĕлÿ панă.

1954 çулта тăван тăрăхран аякка тухса кайнă. 1971 çулта ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.

Çемьере чи кĕçĕнни, Иван, çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан колхозра тăрăшнă. Малалла вĕренме каяс шухăш пулман. Ара, укçа-тенкĕпе çыхăннă-çке ку.

Вăрçă ахрăмĕ унран та пăрăнса иртеймен. Хĕрÿ çапăçура çурăм шăммине амантнă. Алма-Атари госпитальте чылай вăхăт сипленнĕ хыççăн Курнавăша таврăннă. «Мĕн тери йывăр самантсем пулмарĕç пуль пирĕн фронтри пурнăçра, анчах нихăçан та парăнмарăмăр эпир, каялла чакмарăмăр. Пуçа усмарăмăр, пулас телее шантăмăр», — аса илнĕ вăл фронтри самантсене куç умне кăларнă май. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕ ялта та ахаль ларман. Шкулта библиотекăра тата ытти çĕрте вăй хунă. Ылтăн алăллăскер пулнă вăл. Тĕрлĕ хитре япала ăсталанă, техникăна юсама пултарнă. 2005 çулхине ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Курнавăш масарĕнче пытарнă паттăр салтака.

— Апла-тăк, Чермаковсем пек паттăр салтаксене пула эпир паян мирлĕ пурнăçпа пурăнатпăр. Лагерьте канатпăр. Хамăр ентешсемпе чăнласах та мăнаçланатпăр, — терĕç ачасем.

Асра юлмалли самантсем тем чухлех пулчĕç. Районта лагерьсен хушшинче иртнĕ спартакиадăра 2-мĕш вырăна тухни, пурте пĕрле библиотекăна çÿрени, походсенче, экскурсисенче савăнни тата Вера Николаевна Воронова воспитательницăна çуралнă кунпа ушкăнпа хавассăн саламлани — йăлтах-йăлтах манăçми кунсем пулса юлчĕç.

Элиза ВАЛАНС.

Елчĕк районĕ,

Курнавăш.

 

Элиза ВАЛАНС

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.