Ача сачĕсенче воспитательсем çителĕксĕр

4 Çĕртме, 2015

Педколледжран вĕренсе тухнисем пурте ĕçе вырнаçаççĕ

Шкултан вĕрен­се тухакансемшĕн чăннипех те хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Вĕсен умĕнче халĕ пĕр ыйту: пĕлĕве тарăнлатма ăçта çул тытмалла? 9-мĕш класс хыççăн аттестат илнисене те паянхи лару-тăру пăшăрхантарать: вăтам пĕлĕве шкултах илсен Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне лайăх паллăлăх тытаятăп-и? Çавăнпах ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ-хĕрне 9-мĕш класс пĕтерсенех хулари вĕренÿ заведенийсене яма тăрăшать.

Юлашки вăхăтра ача сачĕсенчи черете пĕтермешкĕн шкулчченхи учрежденисене çĕнĕрен нумай хута ячĕç. Шăпах çавăнпа паянхи кун садиксенче воспитательсем çителĕксĕр. Шкул çулне çитмен ачасене воспитани паракан специалистсене вара Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче тÿлевсĕрех хатĕрлеççĕ. Ятарлă вăтам пĕлÿ паракан учреждение вĕренме кĕме çăмăл-и? Камсене илеççĕ унта? Колледж студенчĕсем хăш енпе ытларах аталанаççĕ? Çак тата ытти ыйту хуравне тупма педколледжа çитсе килтĕм.

Рубрика: