Ача-пăча ăнни мулпа тан
Ача-пăча ырă-сывă, пултаруллă ӳсни ашшĕ-амăшне савăнтаратех. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче пурăнакан Николай Федоровичпа Евдокия Васильевна Ягуповсен те ачисемпе мухтанмалăх пур. Ытларах хĕрĕпе Иринăпа.
Амăшĕпе хĕрĕ
Ирина Калентьева – республикăра кăна мар, çĕршывĕпех, тĕнчипех паллă спортсменка. Пĕчĕк, çинçе хул-çурăмлă /çӳллĕшĕ —156 см, йывăрăшĕ — 46 кг\ хĕрарăм тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илет. Туллă-сăртлă вырăнсенче велосипедпа ăмăртасси вара пĕрре те çăмăл мар. Çак çул-йĕре епле суйласа илнĕ-ха чăваш хĕрĕ?
«Ирина пĕчĕклех хастарччĕ, — аса илет Евдокия Васильевна. — Ачасене хире çум çумлама илсе каяттăм. Вăл кĕçĕнни пулсан та /хĕрсенчен\ аппăшĕсене хăвăртрах ĕçлеме хистетчĕ. Ăна çитекенни çукчĕ».
Вырăнти вăтам шкулта вĕреннĕ чухне хĕрача малтанах çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупассипе кăсăкланнă, кайран — велоспортпа. Альтук аппа хăй те çамрăкранах çак транспорта килĕштернине пĕлтерчĕ. «Фермăра ĕçленĕ чухне Инди фильмĕсене курма клуба велосипедпа çӳреттĕмĕр. Кайран, мăшăрлансан, вăрмана утă çулма та унпах кайнă. Ара, 8 çухрăма /пĕр енне çеç\ парăнтарма çăмăл пулман. Ун чухне Ягуповсем çемйипех велосипед çине ларнине куç умне кăларать ватă. Сăмах май, хĕрĕ амăшне каярахпа Германирен ятарласа «тимĕр урхамах» илсе килсе панă. Унпа та çӳренĕ вăл. Куçне операци тунă хыççăн текех ларман ун çине. Сакăр теçеткерен иртнĕ пулсан та ăна алла тытас шухăш халĕ те сĕврĕлмен-ха. Парнене чыслăн, типтерлĕн упрать ватă. Паян унпа мăнукĕсем ярăнаççĕ.
Николай Федоровичпа Евдокия Васильевна Ягуповсем 48 çул пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсем виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕн-тернĕ. Пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Ирина вара пĕтĕм пурнăçне спортпа çыхăнтарнă. Çакăншăн амăшĕн чунĕ ыратать паллах. «Хĕрĕм, ăмăртса çитет. Çулсем иртеççĕ, пире мăнукпа савăнтар тетĕп яланах. Кĕрĕвĕн те çемьеллĕ пурнăçпа пурăнас килет. Шел, спорта пăрахма шухăшĕ те çук», — малалла сӳтĕлет калаçу çăмхи.
Хĕрĕ тĕрлĕ чемпионат-ра е Олимпиадăра ăмăртнă чухне пурте телевизор умне вырнаçаççĕ вĕсем. Амăшĕ куççульсĕр пăхаймасть кăларăмсене. Ара, миçе хутчен аманма тивнĕ ăна. Пĕлтĕр Рио-де-Жанейрăра иртнĕ XXXI Олимп вăййисенче те ӳксе суранланнă вăл. Çакна амăшĕн чĕри малтанах туйнă. Çак кун вĕсем çемйипех Шупашкарта хĕрĕн хваттерĕнче пуçтарăнма калаçса татăлнă маларах. Ирина еплерех ăмăртнине телевизорпа курма унăн тренерĕсем, çывăх çыннисем пынă. Анчах Ягуповсем хулана вăхăтра çитеймен. Юсавлă машина çул çинче темиçе хутчен чăхăмланă. Çакă ырă мар пулăма систернĕ. Чăн та, ăмăрту Иринăшăн ăнăçсăр иртнĕ. Вăл ӳкнĕ хыççăн ун урлă тепĕр спортсменка каçса кайнă. Çапах та ура çине тăма, малалла тупăшма вăй-хал çитернĕ чăваш хĕрĕ. Вăл финиша 17-мĕш кĕнĕ.
«Ирина ячĕпе чиркӳре час-часах çурта çутатăп. Унсăр пуçне унăн сывлăхĕшĕн пачăшкăсене кĕлĕ тума укçа паратăп», – пĕлтерет Альтук аппа.
«Пире те мухтава кăларчĕ»
— «Мĕнле çуратма пĕлнĕ эсĕ Иринăна?» — тесе ыйтаççĕ час-часах манран. Эпĕ вара шӳтлесе: «Ахальтен мар 4 çул хатĕрлентĕм», — тетĕп. Ара, Анфиса аппăшĕнчен вăл 4 çул кĕçĕнрех-çке. Çапла, спорт нушине те тӳсет хĕрĕм, çав вăхăтрах пире те мухтава кăларчĕ», — савăнăç куççульне шăлчĕ Евдокия Васильевна.
Хĕрĕн тивлечĕпе вăл «Труд» колхозăн тава тивĕçлĕ колхозници» ята илнĕ. Паллах, хăй те маттур пулнă. Ял хуçалăхĕнче 43 çул тăрăшнă.
Çулсеренех Нăрваш Шăхалĕнче Ирина Калентьева парнисене çĕнсе илессишĕн маунтинбайк енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăрту иртет. Унта спортсменсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăнаççĕ. Ăна яланах Альтук аппана уçма ирĕк параççĕ. «Ирина пек маттур пулăр», — тесе пиллет вăл çамрăк ăрăва. Çĕнтерӳçĕсене медальсемпе чыслать. Шел, хĕрĕ халĕ час-часах килсе çӳреймест тăван тăрăха. Маларах вăл Германире пурăннă. Амăшĕ каланă тăрăх, хальхи вăхăтра — Швейцарире. Апла пулин те тăванĕсене пулăшма май тупать. Унсăр пуçне унăн тивлечĕпе ашшĕ-амăшĕ пурăнакан урама пĕр-ик çул каялла асфальт çул сарнă. Пылчăк çăрса ывăннă ял çынни çакăншăн питĕ савăннă.
Ирина Николаевна тăванĕ-пĕтенĕпе скайппа калаçать. «Хĕрĕмпе юнашар ларса пупленĕ пекех туятăп хама», — тет Евдокия Васильевна. Çук, çăлтăр чирĕпе чирлемен вăл. Ашшĕ-амăшне, аппăшĕсемпе шăллĕне юратать, хисеплет, тăван килне манмасть. Кăмакара хатĕрленĕ чăваш апачĕшĕн питĕ тунсăхланине пĕлтерет. Эппин, чăваш чунĕпех пурăнать, ăмăртать Ирина.
Валентина ПЕТРОВА.
Комментари хушас