Ача-пăча Акатуйĕ иртрĕ

20 Çĕртме, 2018

Паян А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче «Ача-пăча Акатуйĕ» фестиваль-конкурс иртрĕ.

Шупашкар хула администрацийĕ уява пиллĕкмĕш хут йĕркелет. Мероприятире тĕрлĕ станци ĕçлерĕ. "Асамлă парне" ăсталăх класĕнче хĕрачасем çипрен мăй çакки ăсталарĕç. Çав вăхăтра арçын ачасем "Чăваш паттăрĕ" лапамра вăй виçрĕ. Чи вăйли, чи патварри ята Илья Суванов тивĕçрĕ.

Ачасем республикăн паллă çыннисене, вырăнĕсене, йăли-йĕркисене пĕлеççĕ-ши? Маттурсем "Манăн Чăваш Ен" сăмах каçмăш тупсăмне шырарĕç. "Ай, ташлар-и чăваш ташшине?" ăсталăх класĕнче ура хуçса хаваслă хусканусем турĕç. Унсăр пуçне "Чана чĕпписем", "Чăваш эрешĕсем", "Курăс вĕренĕ" вăйăсем иртрĕç. "Автан вăййине" вара арçын ачасем те, хĕрачасем те хаваспах хутшăнчĕç. Шупашкарти 62-мĕш шкулта вĕренекенсен хушшинче Полина Афанасьева çĕнтерчĕ.

"Янра, чăваш юрри" вокал искусствин конкурсĕнче пĕччен юрласа Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча музыка шкулĕнче вĕренекен Анна Васильева çĕнтерчĕ. Ансамбльсен хушшинче Шупашкарти 29-мĕш шкулти "Шăпчăк" ушкăн тата тĕп хуламăрти 4-мĕш лицейри "Хаваслă ачасем" çĕнтерчĕç. Хореографи искусствин конкурсĕнче вара Шупашкарти 22-мĕш шкул вĕренекенĕсем чи чаплă ташлакансем пулчĕç.

Рубрика: 

Комментари хушас