Ача кĕтекен арăмне те шеллемен

Инкек пулнă вырăнта арçын малтанах: "Ан вил! Пурăн!" — тесе кăшкăрнă-ха, темиçе минутранах вара йывăр аманнă арăмне руль умĕнче вăл пулнине çирĕплетме ыйтнă...

Çÿллĕскертен, икĕ метр та пулĕ, эрех шăрши кĕнĕ. Арçын арăмне çакна çирĕплетме татах та татах ыйтнă. Медицина ĕçченĕсем нимĕн те тĕпчемен-ха унран. Аманни те йывăррăн ахлатнисĕр пуçне пĕр сасă та кăларайман. Варти пепкине 7 уйăх йăтса çÿрекен хĕрарăма пăхнă хыççăн тухтăрсем ача пурăнни çинчен пачах систерменнине кура хĕрарăма та пулин çăлас тесе тÿрех операци сĕтелĕ çине вырттарнă. Анчах темле тăрăшсан та, специалистсем те Шупашкартанах çитнĕ, Улатăрта пурăнакан 22 çулти хĕрарăм реанимаци уйрăмĕнчех вилнĕ. Авари хыççăн 9 сехетрен илнĕ проба унăн гражданла упăшкин организмĕнче эрех-сăра 1,77 промилле иккенне кăтартнă, вăтам шайра ÿсĕррине çирĕплетет çакă.

Арçын руль умне ÿсĕрле ларнишĕн малтан та пĕрре кăна çакланман-ха, çавăнпах водитель удостоверенийĕсĕр те хăварнă ăна. Мăшăр инкеке лекнĕ ВАЗ-2114 çăмăл автомашина сылтăм енчен ытларах ваннине — эппин, хĕрарăм пассажир вырăнĕнче ларнă — пăхмасăрах уголовлă ĕçе хупас патнех çитнĕ. Руль умĕнче авари вăхăтĕнче хĕрарăм ларнине çирĕплетнĕ-çке арçын. Следствин ку пĕтĕмлетĕвĕпе вилнин çемйи пачах та килĕшмен. Арçын ыттисем асăрхануллăрах пулма ÿкĕтленине, хăй ÿсĕррине-уррине пăхмасăрах хăть те хăçан та çил пек вĕçтерсе çÿреме кăмăллине пĕлнĕ-çке вĕсем.

Уголовлă ĕç материалĕсем ЧР ШĔМĕн следстви управленийĕн çул çинчи инкексене тĕпчекен пайăн пуçлăхĕ Анастасия Игнатьева патне лекнĕ. Министерствăра ăна вăйлă тата компромиссăр профессионал пек пĕлеççĕ. Мĕн чухлĕ аварие тĕпчемест пулин те, паянхи куна пухăннă опытне пăхмасăрах юстици подполковникĕ хăть те мĕнле ĕçе те чи пуçламăшĕнчен тишкерме хăнăхнă.

Пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче çурçĕр иртни икĕ сехет тĕлĕнче пысăк хăвăртлăхпа пыракан ВАЗ-14 управление çухатнă та çул айккине сикнĕ. Инкек вырăнĕнче ÿкернĕ фототаблицăна тишкерсен Анастасия Александровна кузов еплерех ваннине çеç мар — ку тÿрех куçа тăрăнать — вак-тĕвеке те тĕпченĕ. Сăмахран, салонра ларкăчсем епле вырнаçнине те сăнанă. Водитель енчине самаях хыçалалла куçарнă, çÿллĕ арçынсем час-часах çапла тăваççĕ. Вилнĕ хĕрарăм вара пĕчĕкскер кăна пулнă. Сăмах май, унăн пушмакĕ те пассажир енчи алăк тĕлĕнче выртнă. Хĕрарăм инкек кунĕнче тăхăннă тумтир пайĕсене те сылтăм енчи ларкăч çинче асăрханă.

Çак самантсене следстви материалĕсенче çырса кăтартнă. Игнатьева çирĕплетнĕ тăрăх, çаксем пĕтĕмпех çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене вилнин гражданла упăшки пăснине çирĕплетеççĕ. Пушшех те, вăл ÿсĕрле те руль умне ларма кăмăллани те паллă вĕт. Хальхинче те хăйĕн йăлинчен пăрăнман вăл. Пĕрле пурăнакан хĕрарăм ача кĕтни те чарман ăна. Авари умĕн темиçе сехет маларах хĕрарăмăн тăванĕсем арçын руль умне вырнаçнине курнă. Çак кунсенче çеç 12 кунлăх административлă арест вĕçленнине те шута илмен вăл. Автомашинăна ÿсĕрле тапратнăшăн водитель прависĕр юлнăскер тепĕр хутчен хĕрĕнкĕлле çакланнăшăн тивĕçнĕ çак явапа. Анчах çакă та витĕм кÿмен.

"Унăн хÿтĕлекенсем пур та — хăрамасть", — ассăн сывланă хĕрарăм тăванĕсем машинăна ларма чарас тĕллевпе ÿкĕтленине хирĕç, упăшкипе юнашар вырнаçнă. Апла пулин те, инкеке туйнă пекех, телефона калаçăва çырса илмелле функци çине лартнă вăл. Хĕрарăм больницăна лекнĕ хыççăн унăн телефонĕпе упăшки усă курнă. Çапла уйрăмах пысăк ĕçсене тишкерекен следователь сĕтелĕ çине арçын юлташĕпе калаçнине çырса илнĕ материал та пырса выртнă. Унта аварире суранланманпа пĕрех арçын юлташне "вунтăваттăмĕшĕ" кювета ăçта та мĕнле чăмнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартнă. Калаçăва тишкерсен арçын следователе авари вăхăтĕнче тĕлĕрсе кайнăран нимĕн те курманни-ас туманни суя иккенни туллин палăрнă. Айăпланакан тусне арăмĕшĕн пăшăрханнине — вăл вăхăтра тухтăрсем ăна çăлассишĕн кĕрешнĕ-ха — анчах вилес-тăвас пулсан уншăн кулянмасса пĕлтернĕ.

Арăмне пытарнă хыççăн темиçе уйăхранах арçыннăн çĕнĕ савни тупăннă, вăл ăна ача çуратса пама та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Унсăр пуçне асăннă инкек хыççăн çулталăкран вăл каллех руль умĕнче ÿсĕр çакланнă. Çавăнпах 22 çулти арçынна çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене ÿсĕрле пăснăран çын вилнишĕн çеç мар, руль умĕнче ÿсĕр çÿренĕрен административлă явап тытнă вăхăтрах тепĕр хутчен çула хĕрĕнкĕлле тухнăшăн айăпланă. Çамрăк уголовлă ĕçе пăхса тухнă суд ларăвĕсене те пыман, кун хыççăн ăна шырава панă. Суд сакки çине таркăна конвойпа илсе пынă. Çак лару-тăру унăн ĕçне сиенлетнĕ çеç. Улатăр район сучĕ ăна 3 çул та 8 уйăхлăха ирĕклĕхсĕр хăварма, колони поселение яма, 3 çуллăха водитель прависĕр хăварма йышăннă. Компенсаци тĕлĕшĕнчен унăн вилнин çемйине 500 пин тенкĕ тÿлеме тивĕ.

Ольга ПАВЛОВА.

Ольга ПАВЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.