АЧА ЧИРЛЕСЕН ШĂЛ ТУХАТЬ

5 Çĕртме, 2014

Кăкăр ачисен шăл тухнă чухне час-часах температура хăпарать, варвитти пуçланать. Кун пек чухне пулăшакан лайăх рецепт пур. Çирĕкĕн 1 апат кашăкĕ йĕкелне 2 стакан шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле. Çулăм çинчен илсен хупăлчапа витсе 40 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Ачана кунне темиçе хут 1-ер десерт кашăкĕ ĕçтермелле.

ХЫР СĂМАЛИПЕ

Ача бронхитпа чирлесен вĕтетнĕ 1 стакан караса, 1 апат кашăкĕ пыла, 1 апат кашăкĕ хĕвел çаврăнăш çăвне, 1 апат кашăкĕ хыр сăмалине хутăштармалла. Кастрюле çулăм çине лартмалла, пăтрата-пăтрата пĕçермелле, вĕреме кĕртмелле мар. 1 литр хутăш пулать. Ăна сивĕтмĕшре упрамалла. Ачана çак хутăша апатчен çур сехет маларах 1-ер чей кашăкĕ çур стакан вĕри сĕтпе сыпса ĕçтермелле.

ШĔПĔН ÇУХАЛАТЬ

Пĕчĕк ачан шĕпĕн тухсан хими препарачĕсемпе усă курмасан лайăхрах. Килти мелсенчен çакна сĕнме пулать. Касторка çăвĕпе апат содинчен çăра хутăш хатĕрлемелле. Ăна çÿхе пусма татăкне сĕрсе шĕпĕн çине хумалла, бинтпа çирĕплетмелле. Çыхха ирхине тата каçхине çывăрма выртас умĕн çĕннипе улăштармалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.