Ача амăшĕсене - сертификат, ветерансемпе сусăрсене - хваттер...

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура социаллă ушкăнсене кĕрекен граждансене хваттерпе тивĕçтересси тĕп ыйтусенчен пĕри пулнă. ЧР строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Александр Герасимов асăннă мероприятире пĕлтернĕ тăрăх - 2010-2013 çулсенче Чăваш Енре пурăнмалли условисене лайăхлатас енĕпе федераци тата республика программисене пурнăçланă май патшалăх пулăшăвне 13 пин çемьене яхăн 8 млрд ытла тенкĕлĕх тивĕçнĕ. Кăçал кăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă 750 ытла ветеран хваттерлĕ пулнă. Ку енĕпе йышăннă программа вăй илнĕренпе вара 5402 çын пурăнмалли условисене лайăхлатнă. 2010-2012 çулсенче 1470 çамрăк çемье патшалăх пулăшăвне 720 млн тенкĕлĕх илнĕ, нумай ачаллă 94 çемье, 640-е яхăн тăлăх ача социаллă найм килĕшĕвĕ тăрăх хваттерлĕ пулнă.

Программăсене пуçаруллă хутшăнаççĕ

Граждансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли программăсем Муркаш тăрăхĕнче те ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Федерацин тĕллевлĕ «Çурт-йĕр» программин «Çамрăк çемьесене хваттерпе тивĕçтересси» çум программи тăрăх 18 çемье пурăнмалли условисене кĕçех лайăхлатĕ.

Кăçал Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тăлăх салтак арăмĕсене 17 хваттер панă, РФ Президенчĕн указĕ вăя кĕнĕренпе 244-ăн ку енĕпе патшалăх пулăшăвне илнĕ.

«Ялăн 2013 çулчченхи аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн 5 çын тата 8 çамрăк çемье хваттер условийĕсене хăтлăлатма пултарнă.

Тăлăх ачасен тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисен харпăрлăхри çурчĕсене кăçал районта 258,8 пин тенкĕлĕх юсаса çĕнетнĕ. 2013 çулта Муркаш тăрăхĕнчи тăлăх ачасемпе ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене хваттерлĕ тумашкăн Чăваш Республикин бюджетĕнчен уйăрса панă 8,6 млн тенкĕпе хальхи вăхăтра Москакасси тата Мăн Сĕнтĕр ялĕсенче çĕкленекен çуртсенче 10 тăлăх ачана хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерĕç.

Федерацин «Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн 2012 çулта ачаллă пĕр сусăра хваттер панă.

«Маçак 103 çулччен пурăннă...»

Салари Парк урамĕ - çĕнĕ микрорайон. Хальлĕхе унта йывăç-тĕм ÿссе те ĕлкĕреймен-ха. Çапах парк çĕкленесси пĕрре те иккĕлентермест. «Ку микрорайонта пĕтĕмпе 24 çурт тума палăртнă. Тасатакан сооруженипе канализаци тытăмĕсем те уйрăм пулĕç, - тет район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев. - Вĕсем хăйсен хуçисене кĕске хушăрах тупĕç. Сăмах май, демографи лару-тăрăвĕ пирĕн хутлăхра ырă еннелле улшăнчĕ, уйрăмах Муркаш, Москакасси, Сĕнтĕр тăрăхĕсенче».

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухса çуралнă яла инвалид пулса таврăннă Алексей Капитоновичпа мăшăрне Анастасия Ефимовнăна çак урамăн 2-мĕш çуртĕнче 2010 çулта хваттер панă. Унччен вĕсем салара хăйсен çуртĕнче пурăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче лартнăскер вăхăт иртнĕ май çĕршĕннĕ, çавăнпа та хăтлă хваттере куçни хисеплĕ ватăсене чăннипех савăнтарнă. Тĕрĕссипе, вĕсем çакна тивĕç те. Алексей Капитонович çар хĕсметĕнче тăнăскер, вăрçă пуçлансан тÿрех саппас полка лекнĕ, разведчик хăнăхăвĕсене илнĕ хыççăн çапăçакан çара куçнă, пехота валли çул уçса пынă. Тăшмана Сталинградран пуçласа Польша çĕрĕ таран хăваланă. Малалла каймашкăн йывăр аманни чăрмантарнă - Çĕнтерÿ кунне госпитальте кĕтсе илнĕ. Паттăр салтак тăван яла кăкăр тулли наградăпа /вĕсен шутĕнче - I тата II степень Тăван çĕр-шыв вăрçин орденĕсем/ таврăннă.

Анастасия Ефимовна пурнăç тăршшĕпех «Знамя труда» колхозра вăй хунă. 1950 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче пĕрлешнĕ мăшăрăн çемйинче килĕшÿпе çураçу хуçаланнă. Вĕсем кун çути парнеленĕ виçĕ ывăлĕ ашшĕ-амăшĕн ятне яман. Капитоновсен йăхне ултă мăнукĕ тата вĕсен пилĕк ачи малалла тăсаççĕ. Çывăх çыннисене манмаççĕ вĕсем. ШĔМ тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă аслă ывăлĕ тăтăшах килсе çÿрет, кунта эрни-эрнипе пурăнса вĕсене пулăшать. Кун-çулне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнăскерсем хăйсен вăйĕпе çавăрнă халĕчченхи хуçалăхне те юхăнтарса яман-ха. Уçăлса çÿремелле тесе унта ватăсем те кĕркелесе тухаççĕ: ара, çурчĕ çĕнĕ хваттер чÿречинчен курăнсах ларать вĕт.

Тыл тата ĕç ветеранĕсене саламламашкăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев хутшăнчĕ, вĕсене чечек çыххипе тата хаклă парнепе чысланă май 93-ри Алексей Капитоновича /мăшăрĕ унран чылай çамрăк-ха/ 100-ре çитиччен пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ. «Темле пулĕ ĕнтĕ, - текелерĕ лешĕ. Унтан çапла хушса хучĕ. - Тĕрĕссипе, ман маçак 103 çула çитнĕ-ха».

Капитоновсем хăйсене ватлăх кунĕсенче хăтлă хваттерлĕ тунăшăн Раççей Президентне Владимир Путина, Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата район администрацийĕн пуçлăхне Ростислав Тимофеева ăшшăн тав тăваççĕ.

Йывăрлăхра пулăшнăшăн чĕререн тав тăваççĕ

Татьяна Борисовнăн кун-çулне пыл та çу тесе калаймăн, пурнăç унăн чăтăмлăхне мĕн ачаранпах тĕрĕслет. Хăй пĕчĕклех хăпма пĕлмен чир çаклатни - сывлăш пÿлĕннипе иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса тăни çитменччĕ, пĕртен пĕр хĕрĕшĕн те куллен тăрăшмалла. Церебраль шалкăмĕпе çуралнăскер тăватă çула çитсен утма пуçлани амăшне еплерех савăнтарнине сăмахпа сăнласа пама май та килмĕ. Хуйха-суйха пĕрле пайлама тивĕç çынни йывăрлăхран хăраса арăмĕпе ачине пăрахса кайнă. Кун пек чухне уйрăмах кансĕр. Юрать çывăх тăвансем манмарĕç. Патшалăх та пулăшсах тăчĕ. Социаллă тытăм ертÿлĕхĕ хÿтĕленипе малтан пĕчĕк пÿлĕмре тĕпленсе пурăнчĕç. Черетре тепĕр çичĕ çул тăнă хыççăн федерацин «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн хĕрĕпе иккĕшне пурăнмалли вырăнлă пулмашкăн сертификат панă. Унăн укçипе Муркаш салинчи Гагарин урамĕнчи 20-мĕш çуртра пĕр пÿлĕмлĕ хваттер туяннă. Чăн та, хăйсен вăйĕпе пурнăçлакан юсав ĕçĕсене хальлĕхе вĕçлеймен-ха. Çапах та телейлĕ туяççĕ. Вĕсемшĕн кунта - кирпĕчрен купаланă çуртра - хăтлă та ирĕклĕ. Хваттере хăйсене кирлĕ пек ăшăтса тăраççĕ. Сыватмăш та юнашарах, уçăлса çÿремелли вырăнсем те. 18 çул тултарнă Наташăна тĕрлĕ хускану тумашкăн снарядсем туянса панă. Сывлăхĕ хавшаккипе шкула çÿрейменскере пурнăç урокĕсене амăшĕ хăй парать. Сăмах май, кунта Татьянăн тивĕçлĕ канури амăшĕ Роза Павловна валли те кĕтес тупăннă - ватлăх кунĕнче хăйне пăхса тăмашкăн çăмăл маррине шута илсе Йÿçкассинчен Муркаша илсе килнĕ. Вăл юнашар пулни лайăх та. Çу кунĕсенче тăван яла васкаççĕ вĕсем, вăй çитнĕ таран пахчара тăрăшаççĕ.

Йывăр вăхăтра пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшнăшăн, хăйсене манманшăн Татьянăпа Наталия çĕр-шыв, республика тата тăван район ертÿçисене чĕререн тав тăваççĕ.

Сăмах май, чир-чĕре пăхмасăр хĕрарăм пурнăçăн кашни самантне хаклама пĕлет, илемлĕх тĕнчине туртăнать, хĕрне те çакна вĕрентет. Вăл юрлама ăста, «Муркаш» фольклор ансамбльне çÿрет, сăвă хайлать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх - хваттер условийĕсене лайăхлатасса кĕтекенсен черетĕнче тата тепĕр 10 инвалид шутланать.

Çемье капиталĕн укçипе

Ачаллă çемьесене паракан патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисем демографи лару-тăрăвне ырă витĕм кÿреççĕ. Палăртма кăмăллă: Чăваш хутлăхĕнче юлашки 20 çулта çут тĕнчене килнĕ çĕнĕ кайăксен йышĕ пурнăçран уйрăлнисен хисепĕнчен кăçал пĕрремĕш хут иртсе кайнă.

Муркаш тăрăхĕнче те ырă улшăнусем куç умĕнчех: çемьери виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасене çуратакансем йышлансах пыраççĕ. 2007 çултанпа ку тăрăхра федерацин 2006 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи 256-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана пурнăç парнеленĕ 1477 çемье /2013 çулта - 185/ амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ, вĕсенчен 725-шĕ унăн укçипе 228976,6 пин тенкĕлĕх усă курнă та ĕнтĕ: 505-шĕ çурт-йĕр кредитне саплаштарнă, 32-шĕ аслă ачисене вĕрентме хывнă, 83-шĕ пурăнмалли вырăн туяннă, 64-шĕ çурт çĕкленĕ, 28-шĕ ăна çĕнетсе улăштарнă, 2-шĕ пепкисене шкул умĕнхи учреждение çÿретнĕшĕн тÿлеме янă, 11-шĕ маларах лартнă çуртшăн компенсаци илнĕ /танлаштарма: пирĕн республикăра амăшĕн капиталĕн сертификане 48 пин çемье тивĕçнĕ, вĕсенчен 25 пинĕшĕ пурăнмалли условисене лайăхлатнă, 800-шĕ ачисене вĕрентме тăкакланă тата пĕчĕккисене ясли-садика çÿретнĕшĕн тÿленĕ - çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен уйăрнă пулăшу 8,6 млрд тенкĕ пулнă/.

Унсăр пуçне Чăваш Республикин 2012 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнчи «Ачаллă çемьесене паракан патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисем çинчен» 1-мĕш саккунĕпе республикăри амăшĕн капиталĕн сертификатне 174 çемьене /2013 çулта - 92/ панă. 13-шĕ унăн укçипе çурт-йĕр туянма тата унăн строительстви валли илнĕ кредитăн тĕп парăмне, проценчĕсене саплаштарма усă курнă.

Чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Амăшĕн кунĕ ячĕпе район центрĕнче ирттернĕ савăнăçлă мероприятире республикăри çемье капиталĕн сертификатне виççĕмĕш ача çуратнă тепĕр пилĕк хĕрарăм тивĕçрĕ. Вĕсен йышĕнче - Мемеккассинчи Надежда Лукоянова, Москакассинчи Татьяна Ильина, Анаткас Хачăкри Людмила Николаева, Çурлатăрири Надежда Тихонова тата Кашмашри Алина Албутова.

Надежда Васильевна «Сундырь-Хлеб» ОООра кондитерта, мăшăрĕ Михаил Александрович Мăн Сĕнтĕр райповĕнче водительте ĕçлеççĕ. Федерацин тата республикăн амăшĕн капиталĕсен ирĕкĕсене виççĕмĕш ывăлĕ, кăçалхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче çуралнă Евгений, пĕр харăс илсе килнĕ. Вĕсен укçине - 508 пин тенке - хăйсем лартнă хăтлă çуртра пурăннине тĕпе хурса ачисем валли хулара хваттер туянмашкăн ярасшăн.

Албутовсем вара 2007 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Жаннăшăн тивĕçнĕ федерацин амăшĕн капиталĕн укçине хăйсен çуртне çĕклеме хывнă, республикăри капитала вĕсем кĕçĕн хĕрне вĕрентмешкĕн тăкаклас тĕллевлĕ.

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.