Ача амăшĕсем наркотиксене хирĕç

21 Çурла, 2015

РФ Наркотĕрĕслев службинче Пĕтĕм Раççейри «Аннесем наркотиксене хирĕç» общество организацийĕн йĕркелÿ сћезчĕ иртнĕ. Унта çĕршыври 54 субћектран 60 ытла делегат хутшăннă. Чăваш Енрен Мускаври сћезда ЧР наркологи диспансерĕн реабилитаци уйрăмĕн ертÿçи Алевтина Андреева кайнă.

Сћезд ĕçне пĕтĕмлетнĕ май делегатсем общество организацине никĕслеме йышăннă, устав çирĕплетнĕ. Пĕрлĕх Раççей Федерацийĕн патшалăх влаçĕн органĕсене наркотиксене хирĕçле политикăна тытса пырас тата çак усалпа çыхăннă çивĕч ыйтусене татса пама граждан обществин мĕнпур сыпăкне явăçтарас тĕлĕшпе пулăшма тĕллев лартать.

И.СЕРГЕЕВА.

Автор: