А.Акимовпа паллаштарнă
24 Ноября, 2015 | Ял хуçалăхĕ, Вĕрентÿ

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕнер аслă вĕренÿ заведенийĕн ĕçченĕсене Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Акимовпа паллаштарнă.

Раççей ял хуçалăх министрĕн хушăвне вуласа панă хыççăн министр академи çĕнĕ пуçлăх ертсе пынипе тĕрĕс аталану çулĕ çине тăрасса шаннине палăртнă. Çапла тумашкăн чи малтанах ял хуçалăх предприятийĕсемпе çирĕп çыхăну йĕркелемелле. «Паян ялта лайăх кадрсем çителĕксĕр, пирĕн пĕрле ĕçлемелле, шкул пĕтерекенсене аграри вузне вĕренме кĕмешкĕн, ăна пĕтерсен тăван яла ĕçлеме таврăнмашкăн ĕнентермелле», - тенĕ Сергей Артамонов.

Александр Акимов академин умри тĕллевсене пурнăçламалли майсем анлине палăртнă. Вăл, вузăн транспортпа технологи, машина комплексĕсен кафедрин профессорĕ, академин çĕнĕ ректорне суйличчен ертÿçĕ тивĕçĕсене пурнăçлĕ.