900 талăка яхăн

29 Кăрлач, 2019

Выçлăха, сивве, тăшман вут-хĕмне чăтни — чăннипех те паттăрлăх

Кăрлачăн 27-мĕшĕнче Ленинград блокадине сирнĕренпе 75 çул çитрĕ. Нева çинчи хулана нимĕç эшкерĕсенчен хÿтĕлени Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕнче совет халăхĕн паттăрлăхне кăтартакан ярăм пулса çырăннă…

Кунта сăмах вăйсăр
Ленинград сивве, выçлăха, вут-хĕм алхаснине пăхмасăр 900 талăка яхăн тăшмана хирĕç тăма вăй-хал çитернĕ. Хула çыннисем çак кунсенче нимĕнпе танлаштарма çук чăтăмлăхпа, харсăрлăхпа, тÿсĕмлĕхпе палăрнă.
Нимĕç командованийĕшĕн Совет Союзĕнчи чи хăватлă промышленноç тата чи пуян культура центрне ярса илесси питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланнă. «Ленинграда çĕрпе танлаштармалла, унтан финсене памалла», — çапла тĕллев лартнă Гитлер хăйĕн эшкерĕ умне. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме фашистсем Ленинград çывăхне пин-пин çынлă çар илсе пынă. Нимĕç салтакĕсен аллинче 6 пин оруди, 19 пин пулемет, 4 пин çурă миномет, пин танк, пин самолет пулнă. Çĕр çуннă, тавралăх чĕтреннĕ, тĕнче кисреннĕ.
1941 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче хула блокадăна лекнĕ: пин-пин çынлă, çĕр-çĕр заводпа фабрикăллă Ленинграда çĕршывăн тĕп экономикипе çыхăнтаракан тĕвĕ татăлнă. Хулана апат-çимĕçпе, топливăпа тивĕçтерес, халăха эвакуацилес енĕпе йывăрлăхсем сиксе тухнă. Чăн-чăн тамăк пуçланнă… Çав кунсен синкерне сăмахпа çырса кăтартаймăн.
900 талăка яхăн тăшманпа кĕрешнĕ хула кун-çулне эрнекун Шупашкарта Çар Мухтавĕн музейĕнче уçăлнă курав лайăх сăнласа парать. Экспозицие блокада ункинче тата хула хÿтĕлевçисен малти линийĕсенче тунă плакатсемпе графика ĕçĕсем кĕнĕ. Ăна Мускаври 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тĕп музейĕнчен илсе килнĕ. Ленинград çыннисен нимĕç фашисчĕсемпе кăна мар, тата та хăрушăрах тăшманпа — выçлăхпа — кĕрешме тивнĕ. Вăл халăха урамра, завод цехĕсенче ураран ÿкернĕ, хваттерсенче вăйран кайса выртакансене çут тĕнчерен ăсатнă. Выçлăх амантнисем эвакуацире те йăл илеймен. Гитлеровецсем Ленинграда выçлăх ункинче, блокада серепинче тĕп тума хатĕрленнĕ.
Анчах хула çыннисем парăнма шухăшламан. Вилĕм ункинче вĕсем пĕтĕм çĕршывпа пĕрле Çĕнтерĕве çывхартассишĕн кĕрешнĕ. Блокадăри Ленинград художникĕсен плакачĕсем инçете вĕçекен снарядсемпе танах тăшмана аркатнă. Шăпах вĕсен ÿкерчĕкĕсем паян çамрăк ăрăва Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паттăрлăха хисеплеме, упрама вĕрентеççĕ.
Çĕр-çĕр çынна çăлнă татăк…
Блокадăри хула пурнăçĕпе, йывăр шăпаллă çынсен кун-çулĕпе паллаштаракан экспозицие çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн çамрăк хастарĕсем хатĕрленĕ «Блокадăри Ленинград» информаци стенчĕ кĕнĕ. Вăл тăшман çавăрса илнĕ хулари хваттер ăш-чиккине сăнлать. Пÿлĕм варринче сĕтел... Сĕтел çинче 250 грамм çăкăр... Ачасен тата та пĕчĕкрех: 125 грамм. Çав татăк пĕчĕк пулин те çĕр-çĕр çын пурнăçне çăлса хăварнă. Чуна пырса тивекен ÿкерчĕк... Блокада нуши-тертне чăтса ирттернĕ çынсен сăмахĕсем çак ÿкерчĕкпе пĕрлешсе чун-чĕрене пушшех те хумхантараççĕ...
…Ленинграда нимĕç фашисчĕсем çавăрса илнĕ чухне Галина Персидская пилĕк çулти ача пулнă. «Паян кун та хама ÿпкелетĕп. Мана хулара хăварнă пулсан пичче чĕрĕ юлатчĕ, — куççуль витĕр калаçрĕ Галина Георгиевна. — Çемьерен икĕ ача кайма пултарайман. Çавăнпа кукамая пулăшма тата хваттере пăхса тăма 3-мĕш класра вĕренекен пиччене хăварма йышăннă. Вĕсен юлашки çырăвне, 1943 çул вĕçĕнче çырнăскере, вăрçă хыççăн илтĕмĕр. «Толя йывăрлансах çитрĕ, чĕркуççисем шыçăнса кайрĕç. Эпĕ те юлашки йĕркесене çыратăп ахăртнех…» — тенĕ унта. Ленинграда кайсан чи малтан Пискарев масарне каятпăр. Унта çывăх çыннăмăрсем канлĕх тупнă. Вĕсем хăш вырăнта выртнине пĕлместпĕр, анчах чечек çыххи хурса хăваратпăр».
Хĕрача 1941 çулхи çурла уйăхĕнче амăшĕпе тата виçĕ уйăх çурăри шăллĕпе Чкалов облаçне лекнĕ. Тăватă çултан вĕсене ашшĕ шыраса тупнă, Крыма илсе кайнă. Унта çемье нумай пурăнайман. Фронтра йывăр аманнă ашшĕн сывлăхĕ хавшанăран тухтăрсем ăна Атăл тăрăхне куçма сĕннĕ. «Анне питĕ Ленинграда таврăнасшăнччĕ. Анчах атте пире Шупашкара илсе килчĕ. Кунта асанне пурăнатчĕ. Çапла вара Чăваш Ен маншăн иккĕмĕш Тăван çĕршыв пулса тăчĕ», — ассăн сывласа сăмахне вĕçлерĕ йывăр шăпаллă хĕрарăм.
Лариса Лермонтовăн ачалăхĕ те синкер çав кунсемпе çыхăннă. «Анне мана алăран тытнă, чупатпăр. Йĕри- тавра питĕ нумай кĕленче ванчăкĕ сапаланса выртать, — блокадăри Ленинград урамĕсем куçĕ умне тухнăран сасси чĕтренет унăн. — Бомбоубежищĕне пырса кĕтĕмĕр, тĕттĕм, ĕмĕлкесем кăна курăнаççĕ. Тепĕр самант куç умне шуса тухать. Стена çумĕнче кравать çинче выртатăп. Хырăм питĕ выçнă. «Кĕçех анне çимелли илсе килет», — лăплантаратăп хама хам. Ахăртнех, çакă анне вилнĕ кун пулнă». Малалла вулас...

www,hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.