70 çулхи юбилейпе саламланă

4 Нарăс, 2014

Кăрлачăн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Лента" АУОна - хамăр çĕр-шыври пир-авăр хăюсем кăларакан тĕп предприятие - йĕркеленĕренпе 70 çул çитнине халалланă савăнăçлă уява хутшăннă.

Акционерсен обществи 400 ытла тĕрлĕ япала кăларать, Раççейре пир-авăр хăюсен производствин рынокĕнчи пĕтĕмĕшле калăпăшăн тăваттăмĕш пайĕ унăн шутланать.

Республика Пуçлăхĕ "Лента" АУО сотрудникĕсемпе ветеранĕсене юбилей ячĕпе саламланă. Вăл акционерсен обществинче ĕç тухăçлăхĕ ÿснине, производствăна анлăлатнине, ĕç укçин шайĕ пысăкланнине палăртнă. "Паян туса кăларнă продукцие пахалăхне, хакне шута илсен Раççей Федерацийĕн, Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕн тулашĕнче сутма май пур", - тенĕ Михаил Игнатьев.

"Лента" акционерсен обществин генеральнăй директорĕ Роза Иванова фабрика 70 çул тăршшĕнче улшăннине, çав вăхăтрах ырă йăлисене сыхласа хăварнине палăртнă. Республикăн влаç органĕсене вăл Чăваш Енре бизнес йĕркелеме меллĕ условисем туса панăшăн тав тунă.

Михаил Игнатьев предприяти сотрудникĕсене наградăсем панă. Республика промышленноçĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн "Лента" акционерсен обществине Чăваш Республикин Хисеп грамотипе чысланă.

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.