60 çул иртсен те асрах

18 Пуш, 2014

1954 çулхи пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче пире - М.Васильева /1923 çулта çуралнă/, В.Захарова /1921/, В.Петрова /1933/, Н.Иванова /1936/, П.Лисова /1935/ тата мана, В.Клопова /1935/ - Тăвайри МТС директорĕ Изосим Андреевич Ворожейкин хăйĕн пÿлĕмне пуçтарчĕ.

- Алтайра çерем çĕр нумай. Вĕсене лайăх сухаламалла, тырă çитĕнтермешкĕн хатĕрлемелле, - тесе пĕлтерчĕ. Эпир ку хыпара хапăлласах йышăнтăмăр. Çул çине укçа-тенкĕ пачĕç, хавхалантарчĕç.

Тепĕр икĕ кунран КПСС райкомĕн лекци залне 7 сехет тĕлне пухăнтăмăр.

- Эсир унта та ырă тĕслĕх кăтартасса шанатпăр, район чысне çÿлте тытăр, - терĕ КПСС райкомĕн секретарĕ И.Иванов. ВЛКСМ райкомĕн секретарĕ В.Якимов пире телейлĕ çул тата ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕ. Унтан пире комсомол путевки пачĕç. «Уçнă çерем», «Хурçă мĕнле хĕрнĕ», «Пĕрре çуркунне», «Хура çăкăр» тата ытти кĕнеке, купăс парнелесе савăнтарчĕç. Кĕçех трактор çуни çине лартнă будкăна вырнаçрăмăр, Канаша çул тытрăмăр.

- Пуйăс ыран, пушăн 11-мĕшĕнче пулать, - пĕлтерчĕç пире чукун çулăн кивĕ вокзалĕнче, регистрацилерĕç. Тепĕр кунне Мускав-Барнаул пуйăс çитрĕ. Çын нумай пухăнчĕ пире ăсатма, оркестр тĕрлĕ кĕвĕ вылярĕ. Чăваш Республикинчен каякансем валли пĕр вакунра вырăнсем уйăрнă.

- Едем мы, друзья,

в дальние края,

Станем новоселами и ты, и я, - юрларăмăр çерем çĕр уçма каякансен гимнне.

Пуйăс кĕçех Хĕвел тухăç еннелле çул тытрĕ. Хусанта чарăнтăмăр. Оркестр унта та савăнăçлă кĕвĕ вылятчĕ. Пирĕн пуйăс вĕçне тепĕр икĕ вакун кăкарчĕç. Кĕçех Свердловск, Новосибирск станцийĕсем хыçа юлчĕç.

Барнаула çĕрле çитрĕмĕр. Чукун çулăн культура çуртне вырнаçтарчĕç. Тепĕр кунне пире тĕрлĕ çĕре кайма уйăрчĕç. Эпир Бийск хулине çитрĕмĕр. Уçă кузовлă автомашинăсемпе Большие Гринева ялне илсе кайрĕç, унтан лавсемпе «Шебалинский» МТСа çитерчĕç. Столовăйĕнче апатлантăмăр та хваттерсене вырнаçтарчĕç. Эпир Петьăпа М.Попов кил хуçалăхĕнче пурăнма пуçларăмăр. Каçхине клуба кайрăмăр, çерем çĕр уçакансемпе тĕл пулу иртрĕ. МТС директорĕ, комсомол секретарĕ тухса калаçрĕç, саламларĕç, вырăнти çынсем концерт лартрĕç. Кайран вăйă-кулă пуçланчĕ. Пирĕн район каччи Петр Лисов купăспа чăваш кĕвви калама пуçларĕ те Шăхасанти Николай Амурский питĕ чаплă ташларĕ.

Тăватă кунран пире Новиково ялне илсе кайрĕç. «ДТ-54» маркăллă çĕнĕ тракторсем пачĕç. Манăн наставник А.Кирюхин пулчĕ. Петьăн - Мергер Карл нимĕç. Трактористсен бригадирĕ А.Петушковчĕ, ăна И.Крашловян белорус пулăшатчĕ. Ытти юлташсем Товарищ текен яла вырнаçрĕç. М.Ф.Попов кил хуçалăхне хваттере ячĕç пире. М.М.Поповăн ашшĕ иккен вăл. Тăвай енрен 6 çын, Комсомольски районĕнчен - 2, Елчĕк енрен - 2, Шăхасантан иккĕн пурăнтăмăр Новиково ялĕнче. Иккĕмĕш трактор бригадине лекрĕмĕр.

...Новиково ялне хыр вăрманĕ витĕр кĕмеллеччĕ. Вăрман тата Колхоз урамĕсем пурччĕ. Юлашкинчен асăннинче ĕне тата сурăх фермисем, тырă çапмалли йĕтем, трактор бригади пурччĕ. Çыранçи урамĕнче клуб, сакăр класс вĕренмелли шкул, ача çурчĕ, вăрман хатĕрлекен организаци, лавкка, колхоз правленийĕ вырнаçнăччĕ.

Новиково ялĕнчи трактор бригадинче ĕçлеме пуçласан хиртен улăм турттараттăмăр, Бийск хулине те рейс хыççăн рейс тăваттăмăр.

Çур аки пуçланчĕ. Малтан ыраш калчисене сÿрелеме тухрăмăр. Унтан тырă акма вырăнсем хатĕрлеме тытăнтăмăр. Пире, çамрăк трактористсене, культиваци тутаратчĕç ытларах. Аслăраххисем виçĕ сеялкăллă агрегатпа тырă акатчĕç. Ака вĕçленсен колхоз правленийĕ уяв йĕркелерĕ. Çур акинче палăрнисене парнепе хавхалантарчĕç. Унтан сĕтел хушшине чĕнчĕç, тĕрлĕ апат-çимĕçпе хăналарĕç.

Çакăн хыççăн колхоз валли вăрман касма илсе кайрĕç. Унтан таврăнсан курăк çулма хатĕрленмешкĕн пуçларăмăр. Çерем çĕрсене сухалама тÿр килмерĕ. Эпир пысăк, пуян колхоза лекнĕччĕ çав.

1954 çулта тырă питĕ ăнса çитĕнчĕ. Вырмана çынсем хастар хутшăнчĕç. Чалăшрах вырăнлă е хĕсĕк лапамра çитĕннĕ тырра лаша кÿлсе «Лобогрейкăпа» выратчĕç. Тырра вăхăтра пухса кĕртмешкĕн пулăшма Мускав, Ставрополь облаçĕсенчи водительсемпе комбайнерсем, Бийск хулинчен студентсемпе салтаксем çитнĕччĕ. Вырма пĕтсен кĕрхи çĕртме тума пуçларăмăр. Чÿк уйăхĕнче манăн çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама вăхăт çитрĕ. Н.Иванова вара 1955 çулта шинель тăхăнтартрĕç. Ыттисем пурте киле таврăннă. Новиково ялĕнче пирĕн районтан Василий Захаров кăна юлчĕ, унтах çемье çавăрнăччĕ вăл. Петр Лисов эпĕ ĕçлесе илнĕ тырра Бийск хулинчи элеватора леçсе Канашри элеваторта илме ирĕк паракан документ тутарса килнĕччĕ. Атте уншăн питĕ савăннăччĕ, 800 килограмм тулă илнĕ çывăх çыннăм.

1988 çулта Новиково ялне тепĕр хут кайса куртăм. Ун чухне Василий Захаров пурăнатчĕ, анчах суккăрччĕ. Киле каялла таврăнасси пирки сăмахламанччĕ вăл.

Çерем çĕр уçма кайнăранпа 60 çул çитет. Пĕрле кайнисенчен халĕ эпĕ кăна пурăнатăп. Николай Иванов кăçал çĕре кĕчĕ. Вăл салтакран таврăнсан пенсие кайичченех колхозра вăй хунă, тĕрлĕ наградăна, çав шутра орденсене те, тивĕçнĕ.

Эпир ултă теçетке çул каялла çерем çĕр уçма пысăк хавхаланупа кайни, килтен аякра ĕçлени халĕ те асрах.


Варсонофий КЛОПОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.