50 çул – халăхпа пĕрле

21 Чÿк, 2017

Куславкка тăрăхĕнчи «Эткер» халăх фольклор ушкăнĕ çур ĕмĕр халăха юрă-ташăпа савăнтарать.

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленнĕренпе 50 çул çитнине Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче паллă тунă. Куславкка артисчĕсене фольклор тĕпчевçисем, калем ăстисем, общество деятелĕсем, çыравçăсем, ăсчахсем саламланă.

Савăнмашкăн тепĕр сăлтав та пулнă. «Эткер» халăх ушкăнĕн юбилейне халалланă «Эпир пурнатпăр Энĕш хĕрринче» кĕнеке /авторĕсем — С.Лаврентьева, И.Яковлева/ кун çути курнă. Унта ансамбль кун-çулĕ, çитĕнĕвĕсем, юрлакансем çинчен çырса кăтартнă, репертуарти халăх юррисем валли те вырăн тупăннă.

«Эткер» ушкăн Куславкка районĕн йăли-йĕркине, юрри-кĕввине упраса ăруран ăрăва тирпейлĕн куçарса пырас тĕлĕшпе çур ĕмĕр ăнăçлă ĕçлет. Ансамбле Раççей тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Ефимова 50 çул ертсе пырать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.