44-мĕш полкри трубач

30 Юпа, 2014

Тĕлĕк пулинех...

Ку пĕрре те вăраннă чухнехи пек мар. Хăрушă тĕлĕк малалла тăсăлни тесен тĕрĕсрех пуль. Çапла шухăшласа илчĕ Володя чи малтанах.

Хăйĕн салтак койки çинче мар, казармăра та мар, пачах та ют çĕрте урайĕн-че выртать вăл. Казармăри мачча шурă, стенасем кăвак тĕслĕччĕ. Кунта вара мачча та, стенасем те курăнмаççĕ. Йĕри-таврах - çăра тăман, вак кирпĕч тата пăчă та йывăр сывлăш. Казармăра унпа юнашарах юлташĕсем выртатчĕç, кунта вара никам та çук. Ÿпĕнтернĕ çĕтĕк минтерпе утияллă койкăсем çеç.

Çапла, ку тĕлĕк пулинех. Вăранма тăрăшмалла, йăлтах ĕнер çывăрма выртнă чухнехи пекех пулĕ вара. Володя хăйне чĕпĕтсе илчĕ. Ыратать иккен. Анчах нимĕн те улшăнмарĕ. Тĕтре çеç сĕвĕрĕлчĕ пек. Володя çĕкленесшĕн пулчĕ. Мĕн ку? Хăраса ÿкнĕ арçын ача аллине сăнарĕ: вăл чĕп-чĕр юн иккен. Çаврăнса пăхрĕ те казарма стенинчи пысăк шăтăка курчĕ...

Хăвăртрах тармалла! Юлташĕсен кĕлеткисем хушшипе асăрханса иртсе арçын ача алăк патне çитрĕ.

Çак самантра пуç çийĕнче темĕн хăлха хупланса лармалла кĕрĕслетрĕ. Маччаран штукатурка тăкăнма тытăнчĕ. Володя стена çумне лăпчăнчĕ. Стена хыçĕнче вара темĕн кĕмсĕртетет, сир- пĕнет, çухăрать. Шăтăкран çулăм епле хыпса илсе сÿнни курăнать, çĕрпе чул катрамĕсем сывлăша фонтан евĕр çĕкленеççĕ...

Вăрçă! Епле ăнсăртран! Ĕнер каçхине кăна, ĕнер çеç лăпкăччĕ, питĕ лайăхчĕ... Çук, пулма пултараймасть!

 

Ку – вăрçă!

Казармăран чупса тухсан Володя картиш витĕр кайрĕ те стена çумне лăпчăнса тулашри крепость хÿми патне çитме тăрăшрĕ. Хамăрăннисене курас, вĕсемпе кăштах та пулин сăмахлас килчĕ унăн. Ку чăнах та вăрçă пулсан винтовка илсе хÿтĕлевçĕсен ретне тăрасчĕ.

Эсĕ вун тăватă çул та тултарманни, хăвăн тантăшусенчен пĕчĕкрех пулни темех мар вĕт-ха. Урăххи пĕлтерĕш- лĕрех - тăшмана çапса тăкма пĕлни. Ку ĕçе вара Володя аслисенчен кая мар пултарать. Юлашки вĕренÿсенче 44-мĕш полк командирĕ шăпах ăна тав сăмахĕ каларĕ-çке. Володя Казьмин трубач питĕ аван печĕ.

Утать-ха арçын ача. Ун тавра вара снарядсемпе минăсем çурăлаççĕ, осколоксемпе пульăсем шăхăраççĕ. Тухăç фрончĕ енчен пулемет, автомат сасси илтĕнет. Унта тăшманпа хаяр çапăçу пырать, Володьăн полкĕ çапăçать. Çавăнта васкамалла.

Арçын ача самантлăха чарăнчĕ. Унăн çулне пепке çĕкленĕ хĕрарăм пÿлчĕ. Çÿçĕсем арпашăннă, çи-пуçĕ çĕтĕлнĕ, унта-кунта çуннă. Анчах Володьăна ку мар, унăн куçĕсем тĕлĕнтерчĕç, çав вăхăтрах хăратрĕç те. Çуннă ача çине пĕр хускалми пăхаççĕ вĕсем. Пепке вилнĕ. Хĕрарăм унсăр пуçне нимĕн те курмасть. Вăл такăна-такăна утать, ачине пĕр чарăнми темĕн пăшăлтатать...

Володя çурăмĕ тăрăх сивĕ чупрĕ, пырне йÿçĕ чăмакка ларчĕ. Куçĕ умне юлташĕсен асапланса пĕтнĕ кĕлеткисем, ытти салтаксен виллисем тухса тăчĕç. Вăл çирĕппĕнех ăнланчĕ: ку - вăрçă. Вилĕмлĕ, аркатуллă чăн-чăн вăрçă...

 

Чĕррисем пĕрех парăнмаççĕ

- Ман хыççăн утăр!

Çак лăпкă та кăштах хăркăлти сасса илтнипе Володя шартах сикрĕ. Кĕтмен çĕртен пулчĕ вăл. Арçын ача çаврăнчĕ те автоматлă лейтенанта курчĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн чупса вĕсем Тухăç фортне (крепоçăн вăйлă çирĕплетнĕ пайĕ) çитрĕç. Кунта хĕрÿ çапăçу пырать. Гитлеровецсем танксем хыçĕнче пытана-пытана тапăнаççĕ. Володя темшĕн пĕрне тимлĕрех сăнарĕ - имшерскер, çÿллĕскер, кĕмĕл пакунлăскер, шурă кокардаллă симĕс карттус тăхăннăскер. «Офицер», - мĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Володя красноармеецсем хушшине вырнаçса выртрĕ те карабинран печĕ. Лешĕ, вăрăмскер, аллисемпе хăлаçланса çĕр çине ÿкрĕ.

- Акă сана, тискер фашист! – хумханнипе чĕтрекен сасăпа каларĕ Володя, тепĕр нимĕçе пăшалтан тĕллеме тытăнчĕ. Ку та форта чупса çитмесĕрех çĕр çине тăсăлса выртрĕ.

«Танксене винтовка пульлипе чараймастăн пуль çав», - пăшăрханса шухăшларĕ Володя. Çавăнтах савăнăçлăн кăшкăрса ячĕ: фашист танкĕ айĕнче çулăм хыпса илчĕ-çке, акă вăл çунать.

- Çапла кирлĕ вĕсене!

Пĕр минут иртрĕ, иккĕмĕш... Тепĕр танкне те çапла майпах чарчĕç. Виççĕмĕшне те. Ыттисем каялла çаврăнчĕç. Автоматçăсем те тарма тытăнчĕç.

Тапăну чарăнчĕ. Канса илмелли вăхăт. Анчах вăл нумая пымарĕ. Тăшман танкĕсем татах форт енне хускалчĕç, пулемет çатăртаттарма тытăнчĕ.

Салтаксем каллех çĕр çумне лăпчăнса выртрĕç, гитлеровецсем пĕрин хыççăн тепри ÿкме пуçларĕç. Атака каçчен те вĕçленмерĕ. Нимĕç командованийĕ хăйĕн салтакĕсене, танкĕ-сене, вăрçă хатĕрĕсене хĕрхенмесĕ-рех крепость хÿтĕлевне аркатса кĕме ĕмĕтленчĕ. Анчах май килмерĕ. Тепĕр кунне те, виççĕмĕшĕнче те, пиллĕк-мĕшĕнче те крепоçе илеймерĕç вĕсем. Кивĕ стенасем ишĕлсе анчĕç, красноармеецсен йышĕ сахалланчĕ, çапах та чĕрĕ юлнисем пур-пĕрех парăнмарĕç.

 

Госпиталь-пăрлăх, пăрлăх-госпиталь

Пĕррехинче Тухăç форчĕн хÿтĕ-левçисен хушшинче пĕр хĕр курăнса кайрĕ. Вăл 44-мĕш полк трубачне шырарĕ.

- Эпĕ - трубач! - кăшкăрчĕ Володя.

Хĕр ăна полк командирĕн Гаврилов майорăн хушăвне пĕлтерчĕ: госпитале санитарсене пулăшма каймалла.

Тĕрĕссипе каласан, Володьăн фортран уйрăлас килмерĕ. Кунта вăл çар ĕçне хăнăхрĕ-çке. Çакăнтах ăна пурнăçра пĕрремĕш хут командир строй умĕнче тав сăмахĕ каларĕ. Анчах хушăва итлемеллех. Володя хĕр хыççăн госпитале кайрĕ.

Госпиталь хăрушсăр вырăнта ларать. Кунта бомба е снаряд лекме пултараймасть. Тухтăрсем те, санитарсем те хăрушсăрлăхра ĕçлеççĕ. «Çавăнпа мана та кунта янă, - кÿренсе шухăшларĕ Володя. - Пĕчĕкскере сыхламалла терĕç пуль...»

Аманнисем нумай. Пĕрисем аташса чупса çÿреççĕ, теприсем шăлпа шатăртаттараççĕ, виççĕмĕшĕсем пĕр хускалмасăр шăп выртаççĕ. Йывăр суранлисем вĕсем. Çăмăл аманнисенчен нихăшĕ те госпитальте чылайччен тытăнса тăмасть. Суранне çыхтарсан вăл чĕлĕм туртса ярать те винтовкине çĕклесе çапăçма чупать.

Аманнисем вара йышлансах пыраççĕ. Тухтăрсемпе санитарсем вĕсен суранĕ-сене çыхса та ĕлкĕреймеççĕ. Кунта вара пĕрисене ĕçтермелле, теприсене çитермелле.

Володя çакна курчĕ те унчченхи кÿ-ренĕвĕшĕн намăсланчĕ. Госпитальте питĕ кирлĕ-çке вăл. Унăн шухăшĕсене çирĕплетес тенĕн тухтăр сасси илтĕнчĕ:

- Пăрлăх ăçта вырнаçнине пĕлетĕн-и?

- Пĕлетĕп. Шалти купа айĕнче.

- Чуп. Унтан пăр тата аманнисем валли çимелли илсе кил. Асăрхануллă пул. Çул çинче пуля тивме пултарĕ.

Çапла Володя аманнисене кирлĕ япаласемпе тивĕçтерекен пулса тăчĕ. Госпиталь-пăрлăх, пăрлăх-госпиталь. Çак маршрутпа вăл кунне темиçе те çÿ-рет. Пĕр енне - пушă михĕпе, тепĕр енне - йывăр тиевпе пĕкĕрĕлсе. Унчченхи пекех пуç çийĕн снарядсемпе минăсем шăхăрса иртеççĕ. Акă Володя мина çывăхра е инçетре ÿкессе сасăранах палăртма вĕренчĕ. Хăрушлăх çинчен шухăшлама вăхăт çук. Пăр тата çимелли нумай кирлĕ, анчах вĕсене илме çÿ- рекен çын Володьăсăр пуçне никам та çук. Вăл пĕтĕм вăйран тăрăшрĕ. Çурăмĕ чăтмалла мар ыратрĕ, урисем такăнма пуçларĕç, куçĕ умĕнче сарă çаврашкасем шуса иртме тытăнчĕç. Арçын ача вара утать те утать. Çапла кирлĕ, крепоçе хÿтĕлекенсем пурте çапла тăваççĕ - вăй-халне хĕрхенмесĕр çĕнтерĕве çывхартма тăрăшаççĕ.

 

Икĕ сехет!

Пĕррехинче пăрлăхран таврăнсан Володя тĕп тухтăра хăй килсе çитнине пĕлтерчĕ те «сулахая-çаврăнса» командăна пурнăçласшăнччĕ, анчах çавăнтах ÿкрĕ.

Тухтăр ун умне пăлханса кукленчĕ, юн таппине тĕрĕслесен хурлăхлăн кулса илчĕ. Володя вилнĕ пек çывăрать. Халĕ хăлхи çийĕн тупăран персен те, пăрлă шывпа сапсан та усси пулмĕ - çывăрса тăрансан çеç вăранĕ вăл. Санитарсем арçын ачана асăрханса çĕклерĕç те госпиталĕн чи хÿтĕ кĕтесне илсе кайрĕç. Çывăртăрах...

Мĕн чухлĕ вăхăт хуп турттарнине пĕлмерĕ Володя. Анчах вăрансанах кĕлетки çăмăлланнине туйрĕ. Халĕ вăл каллех канмасăр ĕçлеме - пăр тата çимелли йăтма, форта кайса тăшманпа çапăçма - хатĕр, мĕн хушнине пĕтĕмпех пурнăçлĕ.

Арçын ача тĕп тухтăра çаплах пĕлтерчĕ:

- 44-мĕш пăшал полкĕн трубачĕ Владимир Казьмин службăна малалла тăсма хатĕр!

Тĕп тухтăр арçын ачан путса кĕнĕ куçĕсене тимлĕ сăнарĕ, кулса илчĕ те командир пек мар, темĕнле ăшшăн, ашшĕ пек, каларĕ:

- Акă мĕн, Вовка, çапла хушу паратăп сана: малтан лайăх çи, кайран икĕ сехет канма пултаратăн.

Икĕ сехет канмалла! Володя пĕр çакăншăн савăнчĕ темелле мар ĕнтĕ. Çак икĕ сехете вăл хăйĕн Тухăç фортĕн-че карабинпа ирттерĕ. Госпитале лекнĕ- ренпех ĕмĕтленсе пурăнни-çке ку. Кунта хăй питĕ кирлине туять пулин те чĕри çапăçу пынă çĕре чĕнет! Нимĕн те тăваймăн...

(Малалли çитес номерте).

Вырăсларан Лариса ПЕТРОВА куçарнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.