2388 çемьене çĕрпе тивĕçтернĕ
13 May, 2014 | Ял хуçалăхĕ

Çĕр лаптăкĕ илес текен нумай ачаллă 4435 çемье паян хуласемпе районсенче черетре тăрать.

Республикăра виçĕ тата ытларах ачаллă çемьесене çĕрпе тÿлевсĕр тивĕçтермелли саккун вăя кĕнĕренпе ятарлă сертификата вырăнти муниципалитетсенче 2388 çемьене панă. Вĕсенчен 1503-шĕ илнĕ лаптăкра çурт-йĕр лартасшăн. 356-шĕ уйри çĕрпе килти хушма хуçалăха аталантарма усă курасшăн. 484 çемье хушма хуçалăха ял хушшинче уйăрнă çĕр çинче пурнăçласшăн. 45 çемье уйăрса панă лаптăкра дача йĕркелесшĕн.

Пĕтĕмпе нумай ачаллă çемьесене 266,7 гектар çĕр панă. 3043 лаптăка (347 гектар) уйăрса пама хатĕрлесе çитернĕ.

Ирина Никитина