2018 çула çĕршывра Ырă тăвакансен çулталăкĕ тесе йышăннă

8 Раштав, 2017

2018 çулта Раççейре Ырă тăвакансен çулталăкĕ пулĕ. Çакăн пирки Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пĕтĕм Раççейри «Раççей доброволецĕ – 2017» премие панă чухне пĕлтернĕ.

Çак чыслав Хăйсен ирĕкĕпе ырă ĕç тăвакансен Пĕтĕм Раççейри форумĕнче пулнă. Мускавра раштав уйăхĕн 4-6-мĕшĕсенче иртнĕскере общество организацийĕсемпе проектсен лидерĕсемпе хастарĕсем, çĕршыври юхăмсен регионсенчи координаторĕсем, «кĕмĕл» ÿсĕмри ырă кăмăллăхçăсем пухăннă. Форум мероприятийĕсене Чăваш Ен делегацийĕ те — 200-е яхăн çын — хутшăннă. «Çакă сирĕн ĕçĕрсене, эсир çынсене, пирĕн ахаль граждансене пулăшнине тата пирĕн çĕршывăн аталанăвне пысăк тÿпе хывнине хаклани пулĕ. Ку сирĕн çулталăк пулĕ. Çĕршывăн пĕтĕм гражданĕн кăмăл çирĕплĕхĕ, вăй-халĕ, ырă кăмăллăхĕ Раççейĕн тĕп вăйĕ пулса тăрать», — тенĕ Владимир Путин. Малалла вулас...

Комментари хушас