2015 çул - Чăваш Енре К.В.Иванов çулталăкĕ

4 Çурла, 2014

2015 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче вилĕмсĕр "Нарспи поэма авторĕ К.В.Иванов, историк, поэт, драматург, куçаруçă, прозаик, фольклорист, ÿнерçĕ тата паянхи чăваш литературин никĕслевçи пулса кĕрсе юлнăскер, çуралнăранпа 125 çул çитет. Унăн пултарулăхĕ - пĕтĕм тĕнче культурин пуянлăхĕ.

Поэт çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май 1990 çула ЮНЕСКОн XXV сессийĕнче Константин Васильевич Иванов çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Поэт пултарулăхĕ çуратнă кăсăклану ăруран ăрăва куçса пынă май паян та иксĕлмест.

Константин Васильевич Ивановăн культура еткерĕн тĕнче шайĕнчи пĕлтерĕшне шута илсе, ăна асра тытас тата обществăна литературăпа çывăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе 2015 çула К.В.Иванов çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.

Палăртни вырăнлă: Чăваш Енре паллă тăвакан К.В.Иванов çулталăкĕ Раççейри Литература çулталăкĕпе пĕр килет. Ăна ирттересси çинчен калакан указа маларах, 2014 çулхи июнĕн 13-мĕшĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Путин алă пуснăччĕ.

Чăваш Республикинче 2015 çулта К.В.Иванов çулталăкне халалласа ирттерекен мероприятисем Чăваш Енре пурăнакансен, уйрăмах çитĕнекен ăрăвăн культура шайне ÿстерме, çĕршывăмăрăн историпе культура еткерне упраса хăварма, Чăваш Республики ытти регионпа тытакан çыхăнусене çирĕплетме, унăн ят-сумне çĕклеме пулăшĕç. Çак шухăша Чăваш Енĕн культурăпа искусствăн паллă ĕçченĕсем те çирĕплетеççĕ.

Валери ТУРКАЙ, Чăваш Республикин халăх поэчĕ, Чăваш Республикин тата Тутарстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

- Çак указ пĕлтерĕшĕ куçкĕрет: Константин Васильевич Иванов, паллах, Чăваш халăхĕн кăна мар, пĕтĕм Раççейĕн аслă поэчĕ. Унăн генилле "Нарспи" поэми - пĕтĕм тĕнче цивилизацийĕн пуянлăхĕ. Кун пирки сумлă çынсем - А.Твардовский, А.Фадеев, М.Карим - пĕрре кăна мар каланă. Шăпах К.Ивановăн 100 çулхи юбилейне 1990 çулта ЮНЕСКО шайĕнче паллă тунă. Чăваш культурин историйĕнче кунашкалли халиччен пулман. Çавăнпа та Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Васильевич Игнатьевăн "2015 çула Чăваш Республикинче К.В.Иванов çулталăкĕ тесе пĕлтересси çинчен" указне пĕтĕм чунтан ырлатăп.

Николай КАЗАКОВ, Чăваш Республикин Композиторсен союзĕн председателĕ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

- Манăн шухăшпа - тĕрĕс те лайăх йышăну. Паян чăваш литературине патшалăх тĕревĕ кирлĕ. Çакă курăнать: пирĕн пурнăçа сăнлакан çĕнĕ хайлавсем сахал. Республика Пуçлăхĕ çакна асăрхани савăнтарать, çак йышăну çĕнĕ талантсем тата чăваш халăхĕ валли чаплă çĕнĕ хайлавсем çуратма пулăшасса шанатăп.

Юрий ВАСИЛЬЕВ, Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн художество ертÿçи, Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ:

- Константин Васильевич Иванов фигури пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Вăл пирĕн чăваш литературине кăна мар, пĕтĕм чăваш культурине пуçарса яракан теме пулать. Унăн тивлечĕпе, унăн пултарулăхĕнчен чăваш нацийĕн пĕтĕм пурнăçĕ пуçланать. Çавăнпа та Чăваш Республикин Пуçлăхĕ поэт юбилейĕ тĕлне "2015 çула Чăваш Республикинче К.В.Иванов çулталăкĕ тесе пĕлтересси çинчен" указ кăларни - республикăна паян питех те кирлĕ пысăк пулăм. Пирĕн, культура ĕçченĕсен, çак Çулталăка палăртнă мероприятисене тĕплĕ хатĕрленсе пурнăçламалла.

Порфирий АФАНАСЬЕВ, Чăваш Республикин халăх поэчĕ: Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

- Константин Васильевич - пирĕн чи хисеплĕ поэт-классик, "Нарспи" авторĕ. Манăн шухăшпа - республика ертÿçисен йышăнăвĕ питĕ тĕрĕс, вырăнлă. Илемлĕ литература, уйрăмах илемлĕ поэзи никĕслевçисем Иван Яковлевич Яковлев тата унăн вĕренекенĕ Константин Васильевич Иванов чи лайăх та пархатарлă поэзи никĕсне хывнă.

Валерий ЯКОВЛЕВ, СССР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн художество ертÿçи:

- Сăмах ăстин шайĕ пирки калас тăк - вăл чи çÿллĕ шайри чăваш поэзийĕн никĕслевçи пулса тăрать. "Нарспие" Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пĕрре кăна мар лартнă, халĕ вара вăл Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн тата Чăваш патшалăх филармонийĕн сценисем çинче ăнăçлă пырать. Чăваш академи драма театрĕ поэт ячĕпе тивĕçлипех хисепленет. Час-часах гастроле каятпăр, унăн тăван çĕршывĕнче çуллахи гастроль вăхăтĕнче час-часах пулатпăр, актерсем унăн музейне кашнинчех кĕреççĕ. Нихăш хайлавпа та танлаштарма çук "Нарспи" поэма питĕ ансат, çав вăхăтрах питĕ тарăн та пĕлтерĕшлĕ. Кăткăс çырма пулать, анчах ансат та никам та евĕрлемелле мар çырасси - чăннипех питĕ пысăк талант.