2013 çулта республика бюджетне мĕнле пурнăçланă?

Чăваш Республикин Финанс министерствин пĕтĕмлетĕвĕсемпе 2013 çулта республика бюджетне тупăшсем енĕпе 35 млрд та 622 млн тенкĕлĕх пурнăçланă, 2012 çул шайĕнчен ÿсĕм 2 млрд та 363 млн тенкĕ е 7,1%. Харпăр хăй тупăшĕсене /налуксем, налук шутланманнисем/ 20 млрд та 385 млн тенкĕ чухлĕ пурнăçланă, 2012 çул шайĕнчен ÿсĕм 9,2%.

Чăваш Ен çак кăтарту ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕпе федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 2-мĕш вырăнта, кунта вăтам кăтарту - 103,5%, Раççей Федерацийĕпе - 101,6%. 2013 çулта налук тата налуксем шутланман тупăшсен хăвăртлăхĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 4-мĕш вырăн йышăннă, 2012 çулхинчен 2 картлашка çÿлерех хăпарнă.

Харпăр хăйĕн тупăшĕсем пысăк хăвăртлăхпа ÿсни налук хăвачĕ çирĕпленнине, организацисен финанспа хуçалăх тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвĕ лайăхланнине, çавăн пекех республика ертÿлĕхĕн йышăнăвĕсем тивĕçлипех усă кÿнине пĕлтерет.

Чăваш Республикине бюджет тивĕçтерĕвне шайлаштарма паракан дотацисем ÿссе пынине 2-мĕш ÿкерчĕкре кăтартнă.

Çакă республика Правительстви федераци бюджетĕнчен хушма укçа явăçтарас тĕлĕшпе тухăçлă ĕçленине çирĕплетет. Ÿсĕм хăвăртлăхĕпе 2013 çулта республика федерацин Атăлçи округĕнчи субъекчĕсен хушшинче 4-мĕш вырăн йышăннă.

2013 çулта республика бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕсен тытăмĕнче налук тупăшĕсем 95,3% йышăнаççĕ, налук шутланман тупăшсем - 4,7%. Налук хумалли тытăма çĕнетсе улăштармалли ĕçсем ирттернипе 2013 çулта налук тупăшĕсен калăпăшĕ 2012 çулхинчен 1 млрд та 579 тенкĕ ÿснĕ. Çапла вара отчетлă çулта налук тупăшĕсем 19 млрд та 420 млн тенкĕ ÿснĕ.

Чăваш Республикин Финанс министерствин кăтартăвĕсемпе 2013 çулта харпăр хăй тупăшĕсем тăрăх планран ытлашши 332,2 млн тенкĕ пырса кĕнĕ, çав шутра уйрăм çынсен тупăшĕсенчен илекен налук - 54,3 млн тенкĕ, организацисен пурлăхĕнчен илекен налук - 159,6 млн тенкĕ, 2012 çулхинчен ÿсĕм 8,8% тата 37,9% пулнă.

Çакă та пысăк пĕлтерĕшлĕ: отчетлă çулта республика бюджечĕн тупăшĕсем 2007-2008 çулхи кризисченхи кăтартусенчен 1,5-2 хут ÿснĕ. Ку финанспа экономика сферинче йывăр лару-тăрăва çĕнтерес енĕпе Чăваш Республики бюджет, финанс, налук политикине пĕлсе тытса пынине çирĕплетет.

2013 çулта бюджета тăкаксем енĕпе 36 млрд та 792 тенкĕлĕх пурнăçланă, 2012 çул шайĕнчен ÿсĕм 1 млрд та 575 млн тенкĕ е 4,5%.

Чăваш Республикин республика бюджечĕн тĕп палли - социаллă пĕлтерĕшлĕ пулни: социаллă пурнăçпа культура тытăмĕ валли /вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура, массăллă информаци хатĕрĕсем, физкультурăпа спорт, социаллă политика/ тăкакланин пайĕ 2013 çулта тăкаксен пĕтĕмĕшле хисепĕн 68,2% пулнă /2011 çулта - 62,3%, 2012 çулта - 68,3%/.

Тăкаксен тытăмне 5-мĕш ÿкерчĕкре кăтартнă.

Социаллă политика валли 2013 çулта 7 млрд та 684 тенкĕ /2012ç. шайĕнчен 109,1%/ янă.

Уйăрнă укçа-тенке социаллă тивĕçтерÿ, хÿтĕлев валли, социаллă пулăшу пама, çавăн пекех социаллă объектсем тума /юсама/ янă.

2013 çулта сывлăх сыхлавĕ валли 6 млрд та 465 млн тенкĕ уйăрнă.

Çак укçа 2768 оборудовани туянма, сывлăх сыхлавĕн 35 учрежденине юсама, сывлăх сыхлавĕн пур сыпăкне те пĕрлештерекен пĕр пĕтĕм информаци тытăмĕ йĕркелеме, пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ пама, диагностика тата пысăк технологиллĕ оборудовани, эмел хатĕрĕсем туянма, медицина учрежденийĕсемпе фельдшер-акушер пункчĕсем тума /юсама/ пулăшнă.

Вĕренÿ валли 2013 çулта 9 млрд та 432 млн тенкĕ /2012 çул шайĕнчен 119,1%/ уйăрнă. Укçа-тенке шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстерме, вĕренÿ учрежденийĕсем тума /юсама/ тата ытти тĕллевпе янă. Çапла вара вĕренÿ отрасльне аталантарассишĕн республика Правительстви çине тăрать, çакна чи малтанах 2013 çулта 2009 çул шайĕнчен 4,9 хут нумайрах укçа уйăрни те çирĕплетет.

2013 çулта республика бюджетне тăватă хутчен улшăнусем кĕртнĕ, çав шутра - халăха социаллă пулăшупа тивĕçтересси, пурнăç пахалăхне лайăхлатасси, бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен хăш-пĕр категорийĕн уйăхри вăтам ĕç укçине ÿстересси. Тĕпрен илсен бюджет тупăшсем енĕпе 5 млрд та 667 млн тенкĕ е малтан çирĕплетнĕ цифрăсенчен 18,9% ÿснĕ. Çавăнпах та ĕнтĕ 2013 çулта Чăваш Енре 2076 вырăнлăх 11 садике, 15 спорт объектне тума пуçланă /юсанă/, 20 модуль фельдшер-акушер пунктне хута янă, 275 картиш территорине юсанă, ытти социаллă тата инвестици проектне пурнăçланă.

Чăваш Ен патшалăх парăмне чакарас енĕпе ăнăçлă ĕçлет. Акă, 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин патшалăх парăмĕн калăпăшĕ 9 млрд та 827 млн тенкĕ пулнă, çакă палăртнă шайран 935,4 млн тенкĕ е 8,7% сахалрах. 6-мĕш ÿкерчĕкре харпăр хăй тупăшĕсем патшалăх парăмĕпе танлаштарсан еплерех ÿссе пынине кăтартнă.

Чăваш Республики Раççей Федерацийĕнче пĕтĕм тĕнчери 2 тĕп рейтинг агентствин рейтингĕсене илнĕ 10 субъект йышне кĕрет. Чăваш Республикин рейтинг шайĕ Краснодар, Красноярск крайĕсен, Чул хула, Мускав, Ленинград, Омск облаçĕсен, Коми Республикин рейтингĕпе пĕр килет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.