100 çулти кинемей кăмпана çÿрет

27 Çурла, 2014

Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçра пурăнакан Васса Николаева çывăх çыннисемпе тата тăванĕсемпе 100-мĕш çуралнă кунне паллă тунă.

Васса Клементьевнăна çавăн пекех Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Валерий Осипов, Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Никитин саламланă, асăнмалăх парнесем панă. Ялти культура ĕçченĕсем вара чăваш юррисене шăрантарнă. Васса Клементьевна пĕр ĕмĕре хыçа хăварнă пулин те хăйне çирĕп, тăн-тăн тытнинчен тĕлĕннĕ хăнасем. Шураппа утса тухнă пурнăç çулне аса илнĕ, тăванĕсем пирки каласа панă. Вăл халĕ те тĕк лармасть-мĕн: вăрмана çырлана, кăмпана çÿрет, тутлă кукăль, пÿремеч пĕçерет. Ватă Аслă Арапуçри крахмал заводĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăрĕпе Иван Ивановичпа вĕсем 7 ача пăхса ÿстернĕ. Шел, упăшки 1973 çултах пурнăçран уйрăлнă. Васса Клементьевна 5 ачипе усрава илнĕ ывăлне те юлашки çула ăсатнă ĕнтĕ. Паян вăл ывăлĕн Владимирăн çемйипе пĕрле пурăнать. Ун патне 25 мăнукĕпе 35 кĕçĕн мăнукĕ тăтăш хăнана çÿреççĕ. Ялти хисеплĕ ватă хăнасене те хăй пек нумай пурăнма ырă суннă. «Çапла пултăрччĕ тесен яланах сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, ĕçлеме ÿркенмелле мар»,- вăрттăнлăха уçнă вăл.

 

Р.АНАТОЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.