Архив

февраль 7th, 2014

7 Фев, 2014

Чăваш шашки кăткăс вăйă-и?

Чул хулара çуралса ÿснĕ Виктор Медведевăн нумаях пулмасть çĕнĕ кĕнеки кун çути курнă. «Ахаль мар шашкăсем» ятлăскерте 50 вăйă правилине ÿкерчĕксемпе усă курса тĕплĕн ăнлантарнă. Вĕсен йышĕнче «Чăваш шашки» тата «фшашки» пур. Кĕнеке авторĕ сĕтел çи шухăшлав вăййисемпе темиçе çул каяллах кăсăкланма тытăннă.

7 Фев, 2014

Тăлăхсем - Сочири Олимпиадăна

Паян Сочире спортăн пысăк уявĕ старт илет. Олимпиадăна кайма, ăмăртусене сенкер экранран мар, хăйсен куçĕпе курма аслисем те, кĕçĕннисем те ĕмĕтленеççĕ. ЧР Вĕренÿ министерстви республикăри ача çурчĕсенче пурăнакан 6 хастара Олимп вăййисене çитсе курма май туса панă.

7 Фев, 2014

Олимп вăййисем

Спортсмен сăн ÿкерчĕкĕ - учебникре

Лавккасенче çĕр-шыври, тĕнчери паллă çынсен сăн ÿкерчĕкĕсемлĕ çыпăçтармалли хутсем сутаççĕ. Вĕсем çинче ытларах чухне эстрада "çăлтăрĕсен", спортсменсен сăнне курма пулать. Ятарлă литература кĕнекисенче, хаçат-журналта вĕсем çинчен çыраççĕ-ха. Пултаруллăскерсен сăн ÿкерчĕкĕсене учебниксенче пичетленĕ тĕслĕхсем пулнă-и?

Виктор ПОРФИРЬЕВ.

Муркаш районĕ.

7 Фев, 2014

Афганистан... Чĕре ыратăвĕ

Тепĕр çулталăкран совет халăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенче 30 миллион ытла çын пуç хунă, çынсем хыпарсăр çухалнă, вутра çунса кĕлленнĕ.

февраль 6th

6 Фев, 2014

Анонс «Кил-çурт, хушма хуçалăх» нарăс 6, 2014 çул.

  • Шупашкарти Тĕр пасарти хаксем
  • Хут çине «акатпăр»
  • Акросăвă
  • Вулакансен ыйтăвĕсене хуравлатпăр
  • Санăн кÿршÿ мĕнле?
  • Кĕмĕл тĕслĕ ешĕл чăрăш
  • Пÿлĕмри чечексене çак уйăхра пăхасси
  • Тĕпелте чух: усăллă сĕнÿсем
  • Пан улми мĕншĕн хуралать?
  • Пĕлме интереслĕ: вĕçен кайăксем çинчен
  • Çитес эренери çанталăк

6 Фев, 2014

«Çут хĕвел пуль Эсир пирĕн...»

- Валентина Михайловна урокĕнчен чунпа пуянланса тухатпăр...

- Вăл кашни вĕренекене хăйĕн çепĕç сассипе тыткăнлать, кăмăлĕпе пурне те çавăрать.

- Çитес урокра вăл пире поэзи асамлăхĕн тĕнчине илсе кĕрессе эпир чылай малтан туятпăр...

6 Фев, 2014

Питĕрте чăваш ташшипе тĕлĕнтернĕ

«Эпир Элĕкри ача-пăча ÿнерĕн шкулĕ-пе тачă çыхăну тытатпăр, - терĕ чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Алина Геннадьевна Петрова шкулпа паллаштарнă май. - Ку вăл ачана хăйĕн пултарулăхне пĕлсе малалла аталанма пулăшать. Музыка ÿнерне вĕренекенсем акă гитара тата баян калама хăнăхаççĕ. Пĕтĕмĕшле ÿнер искусствине çÿрекенсем вара пуканесене чĕрĕлĕх кĕртме, юрра-кĕвве, ритмикăна тата этикета вĕренеççĕ. Унсăр пуçне ташăпа фольклор ушкăнĕсем пур».

6 Фев, 2014

Шанчăклă тусăн хакĕ çук

«Тевет» фольклор ушкăнне ялта çеç мар, тăрăхра та халăх аван пĕлет. Пĕр уяв та çамрăк артистсем хутшăнмасăр иртмест. Ара, ача-пăча тăван халăх юррине юрлани, ташшипе савăнтарни камăн чун-кăмăлне çĕклемĕ/ Ушкăнăн ертÿçи - Татьяна Васильевна Макарова. Вăл тăрăшнипех 1993 çулта шкулта ачасен «Тевет» фольклор ушкăнне йĕркеленĕ. Ваттисен кунне халалланă савăнăçлă концертра пĕрремĕш хут сцена çинче юрланине манаймасть ушкăн ертÿçи, мĕншĕн тесен вăл асра юлакан самант-çке, ачасемшĕн пушшех те.

6 Фев, 2014

Хĕллехи Олимп вăййисем

Ыран пирĕн çĕр-шывра чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăрту старт илĕ. Хĕллехи XXII Олимп вăййисем пуçланĕç. Сочире иртекен Олимпиадăна пурĕ 90 ытла çĕр-шывран килнĕ спортсмен хутшăнĕ, вĕсем 15 тĕрлĕ дисциплинăра вăй виçĕç.

Страницы