Хĕллехи Олимп вăййисем

6 Фев, 2014

Ыран пирĕн çĕр-шывра чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăрту старт илĕ. Хĕллехи XXII Олимп вăййисем пуçланĕç. Сочире иртекен Олимпиадăна пурĕ 90 ытла çĕр-шывран килнĕ спортсмен хутшăнĕ, вĕсем 15 тĕрлĕ дисциплинăра вăй виçĕç.

Хĕллехи Олимп вăййисем пĕрремĕш хут 1924 çулта Францири Шамони хулинче иртнĕ. Малтанах унта вун ултă çĕр-шыври 300 ытла спортсмен хутшăннă. Вĕсем йĕл- тĕрпе ярăнса, конькипе хăвăрт чупса, хоккейла выляса вăй виçнĕ. Унсăр пуçне мăшăрпа е мăшăрсăр конькипе те ярăннă. СССР спортсменĕсем вара хĕллехи Олим вăййинче пĕрремĕш хут 1956 çулта хутшăннă.

Çулсерен хĕллехи Олимп вăййисене хутшăнакансен шучĕ ÿссе те ÿссе пынă, çĕнĕ "çăлтăрсем" çуралнă. Кашни çĕр-шыв каччи, хĕрĕ малти вырăна йышăнас тесе вăй çитнĕ таран тăрăшнă.

Хĕллехи Олимп вăййисен маттурĕ-семпе паллашар-и/ Медаль çĕнсе илессишĕн чылай тар тăкнă вĕсем. Историе çырăнса юлнă-ха, анчах вĕсене пурте пĕлмеççĕ.

Чеелĕх пулăшнă

1968 çулта Францири Гренобль хулинче хĕллехи X Олимп вăййисем иртнĕ. Кунта чи пĕлтерĕшлĕ ăмăрту 50 километра йĕлтĕрпе чупассинче пулнă. Медаль çĕнсе илессишĕн чăн-чăн тупăшу пынă. Çирĕм пилĕк километр хыçа юлнă. Норвеги спортсменĕ Эллефсэтер пĕрремĕш пырать. СССР йĕлтĕрçисем чылай хыçалта. Вячеслав Веденин - тăххăрмĕш, Игорь Ворончихин çирĕм-мĕш, ун хыççăн Анатолий Акентьевпа Владимир Воронков пыраççĕ.

40 километра çитсен те малта Эллефсэтер. Иккĕмĕш унăн ентешĕ Тилдум пырать, виççĕмĕш вара - Веденин. Вăл ултă спортсмена хăваласа çитсе иртсе кайнă. Çапах малти вырăна тухма пултарĕ-ши/ Акă финиш. Вячеслав Веденин иккĕмĕш çитет. Кĕмĕл медаль чăннипех те лайăх. Чылайăшĕ 26 çулти Веденин «ылтăн» çĕнсе илессине кĕтнĕ. Тăватă çултан тепĕр Олимпиада иртĕ. Вăл унта хутшăнĕ-ши/

1972 çул. Япони. Саппоро. 30 километрлă дистанцире ылтăн медале Вячеслав Веденин çĕнсе илнĕ. Вăйне кирлĕ пек усă курма пĕлнĕ-çке вăл! Ăмăрту пуçлансан йĕлтĕрçĕ Норвеги спортсменĕ хыççăн пынă, кайран унран иртсе кайнă та финиша пĕрремĕш тухнă.

Малалла эстафета. Тăватă спортсмен вуншар километр чупать. Ку ăмăрту ыттисенчен чылай пĕлтерĕшлĕ çав. Унта çĕнтерни темрен хаклă. Юлашкинчен Веденин чупать. Малта Норвегири чи лайăх йĕлтĕрçĕ Харвикен пырать. Хыçалтан Лундбакк швед хăвалать. СССР йĕлтĕр-çисем «кĕмĕле» е «бронза» тивĕçĕç/ Харвикен пĕр минут малта. Унăн команди пĕрремĕш вырăна тухассине паллă тума пуçланă та ĕнтĕ, пурте савăнаççĕ, пĕр-пĕрне ыталаççĕ. Ялав йăтнă спортсменсем финиш патĕнче кĕтеççĕ. Часах Харвикен килет... Унта вара СССР спортсменĕ Вячеслав Веденин пырать. Вăл Норвеги йĕлтĕрçине хăваласа çитсе иртсе кайнă.

Çак ăмăртура Веденин чылай тар тăкнă-ха, анчах кунта пĕр вăрттăнлăх пур. Эстафета умĕн Вячеслав Веденин йĕлтĕрне маçпа сĕрнĕ пек тунă. Харвикен Норвеги йĕлтĕрçи çакна курса хăйĕнне сĕрме тытăннă. Анчах маç урăх тĕрли пулнă... Çапла вăл выляса янă та.

 

Ăна çитекенни никам та çук

СССР спортсменĕсем спортăн ытти тĕсĕнче те чылай çитĕнÿ тунă. Сăмахран, Лидия Скобликова. 1960 çулта Скво-Вэллире çирĕм пĕррери спортсменка конькипе 1500 метра, унтан 3000 метра чупса тĕнче рекордне кăтартнă. Тăватă çул иртсен Лидия Инсбрукра абсолютлă Олимп чемпионки ятне тивĕçнĕ. Унăн рекорчĕсене çитекенни халĕ те никам та çук.

 

39 çулта та «ылтăна» тивĕçнĕ

Совет Союзĕн йĕлтĕрçи Раиса Сметанина Олимп пьедесталĕ çине вунă хут тăнă! Унăн пухмачĕнче - 4 ылтăн, 5 кĕмĕл тата 1 бронза медаль. Хĕллехи Олимп вăййисен историйĕнче кун пек рекорд пулман. Раиса Сметанина хĕллехи пилĕк Олимпиадăна хутшăннă, кашнинче наградăна тивĕçнĕ. 1993 çулта Альбервилльте 39 çулхи йĕлтĕрçĕ финиша пĕрремĕш çитнĕ. Вăл паянхи кунчченех йĕлтĕрпе чупассинче чи аслă Олимп чемпионки шутланать.

Раиса Сметанина ăмăртусене хутшăнма пăрахнă пулсан та спортпа сыв пуллашман. Вăл Комири спорт шкулĕнче çамрăк хĕрсемпе каччăсене çитĕнÿ патне талпăнма хавхалантарать.

Чи чаплă биатлонист

Çапла, Александр Тихонов - тĕнчери чи чаплă биатлонист. Вăл тăватă хут Олимп чемпионĕ, вун виçĕ хут Тĕнче чемпионĕ пулнă.

19 çулти каччăна Олимпиадăна каймашкăн Совет Союзĕн пĕрлешнĕ командине кĕртнĕ. Вăл эстафетăра пĕрремĕш тапхăра чупнă. Финиша та пĕрремĕш çитнĕ. Тепĕр ăмăртура вăл «кĕмĕле» тивĕçнĕ. Малашнехи Олимп вăййисенче вăл пĕртте парăнман, ылтăн медальсене çеç çĕнсе илнĕ.

Фактсем:

- Хĕллехи пĕрремĕш Олимпиадăна 13 хĕрарăм çеç хутшăннă. Вĕсем пурте конькипе ярăнассинче вăй виçнĕ. Кунта 11 çулти Норвеги хĕр ачи Соня Хени хутшăннă. Соня юлашки вырăн йышăннă пулсан та, иккĕмĕш тата виççĕмĕш хут иртнĕ хĕллехи Олим вăййисенче ылтăн çеç çĕнсе илнĕ.

- 1936 çулта Олимп вăййисем пуçланнă кун çулăм çутас, вĕçленсен - ăна сÿнтерес йăла çуралнă. Çулăма пĕрремĕш хут Гармиш-Партенкирхен нимĕç хулинче Адольф Гитлер çутнă.

- Сенкер экранпа Олимп вăййисен ăмăртăвĕсене 1956 çулта кăтартма пуçланă.

- Пĕрремĕш хут хĕллехи Олимпиадăн официаллă талисманне Австрири Инсбрукра иртнĕ XII Олимп вăййинче кăтартнă. Вăл Тиролин юр кĕлетке пулнă.

- 2006 çулта Туринра иртнĕ хĕллехи Олимпиадăра 80 çĕр-шывран 2508 спортсмен хутшăннă. Çак Олимп вăййисем историе чи йышлă пулнипе çырăннă. Каласа хăвармалла: пĕрремĕш хут хĕллехи Олимпиадăна Эфиопи тата Мадагаскар спортсменĕсем хутшăннă.

Ирина КОШКИНА хатĕрленĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.