Комментировать

6 Фев, 2014

Питĕрте чăваш ташшипе тĕлĕнтернĕ

«Эпир Элĕкри ача-пăча ÿнерĕн шкулĕ-пе тачă çыхăну тытатпăр, - терĕ чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Алина Геннадьевна Петрова шкулпа паллаштарнă май. - Ку вăл ачана хăйĕн пултарулăхне пĕлсе малалла аталанма пулăшать. Музыка ÿнерне вĕренекенсем акă гитара тата баян калама хăнăхаççĕ. Пĕтĕмĕшле ÿнер искусствине çÿрекенсем вара пуканесене чĕрĕлĕх кĕртме, юрра-кĕвве, ритмикăна тата этикета вĕренеççĕ. Унсăр пуçне ташăпа фольклор ушкăнĕсем пур».

Ÿнер шкулне çÿрени çитĕнÿ паратех. Акă кăçалхи кăрлачăн 9-13-мĕшĕсенче Питĕрте «Пултарулăхăн чикки çук» ятпа Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча тата çамрăксен фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Унта Чăваш Сурăм шкулĕн хастарĕ- сем те, «Каблучок» ташă ушкăнне çÿрекенсем, хутшăннă. Çамрăк ташăçăсемшĕн ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсем питĕ хумханнă, вĕсем инçе çултан таврăнасса чăтăмсăр кĕтнĕ.

Конкурса хутшăнакансем çĕр-шывăн пур кĕтесĕнчен те пуçтарăннă. Унта шкул ачисем кăна мар, театр, радио, телевидени, кино ĕçченĕсем тата студентсем те тупăшнă. Кашни хăйĕн пултарулăхне кура вокал, хорпа юрласси, инструмент кĕвви, мода театрĕ, хореографи, театр жанрĕ тата илемлĕ сăмах номинацисенчен пĕрне суйланă. «Каблучок» ушкăн икĕ ташă кăтартнă: пĕри чăвашла - «Атя, ташша яра пар», тепри вырăсла - «Давайте потанцуем». Маттур та пултаруллă ачасем виççĕмĕш вырăна тухнă, вĕсене Кубокпа чысланă. Ÿнер шкулĕн директорĕ З.Ф. Васильева, ташă ушкăнĕн ертÿçи Л.В. Ефимова, ачасен ашшĕ-амăшĕ-сем - И.И. Миронова, З.В. Данилова, Н.В. Владимирова та хисепе тивĕçнĕ, вĕсене Пĕтĕм тĕнчери «Пултарулăхăн чикки çук» конкурс йĕркелÿçисем тав çырăвĕ панă. Чăваш Ен ташă ушкăнĕ ялтан килнĕ пĕртен-пĕр коллектив пулнă. Çакăншăн та вĕсене мухтамалла.

Питĕрте хăйсене тивĕçлипе кăтартнă çамрăк ташăçăсем виççĕмĕшпе тăваттăмĕш классенче вĕренеççĕ. Çак ушкăна çÿреме вĕсене никам та вăйпа хистемест, кăмăл çапла ыйтать. Ахальтен мар Настя Алексеева: «Ташлани пире савăнăç кÿрет, çĕнтерÿ патне илсе çитерет», - тет. Ачасем час-часах районти тĕрлĕ ĕç-пуçа хутшăнаççĕ, унта каллех хăйсен пултарулăхне кăтартса савăнтараççĕ. Шупашкарта та, Çĕнĕ Шупашкарта та пулнăскерсем Питĕрте уйрăмах килĕшнине палăртаççĕ. Хĕллехи кермен, «Аврора» крейсер тата хулан ытти паллă вырăнĕсем чунра ырă аса илÿ хăварнă. «Пĕрремĕш Петĕр патшана куртăмăр!» - тет савăнăçлăн Максим Данилов. Метрора ярăнма та килĕшнĕ вĕсене. Яла таврăнсан тус-тантăшне каласа тĕлĕнтермелли чылай пулнă.

Çулла «Каб-лучок» Сочири ăмăртăва кайса курĕ. «Ташлакан шкул» программăна пула ачасем пĕрремĕш класранпах çак ушкăна çÿреççĕ. Хаваслă ташăсем вĕреннĕрен кăмăлĕсем яланах çĕкленÿллĕ вĕсен.

Ачасем юрлама та ăста. Çавăн пекех пуканесене чĕрĕлĕх кĕртесси те - вĕсен киленĕçĕ. Теттисемпе хăйсемех ĕçлеççĕ. Кивĕ япаласенчен тем те тума пулать: йытă çури, мулкач, упа çури... Çак ăсталăха пĕтĕмпех Юлия Петровна Степанова вĕрентет. Шупашкарти Пукане театрĕн артисчĕсем час-часах шкула килсе спектакль лартса параççĕ. Ачасем, паллах, вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ.

Ĕмĕтпе çунатланакан çыннăн пурнăçĕ самай кăсăклăрах. Вăл хăйĕн умне тĕллев лартса ун патне çитме тăрăшать. Çамрăк ташăçăсем хăйсен пурнăçне малашне те çак ÿнер тĕсĕпе çыхăнтарĕç-ши е урăхларах шухăшпа пурăнаççĕ/ Настя Алексеева, сăмахран, шкулта вĕреннĕ чухне ташă ăсталăхне алла илесшĕн, пурнăç çулĕ çине тăма вăхăт çитсен вара тухтăр пуласшăн. «Çĕр çинче пурте сывлăхлă пулинччĕ», - тет вăл. Милена Мироновăпа Катя Григорьева хореограф пулса ачасене ташлама вĕрентесшĕн. Дима Васильев хăйне пуласлăхра полици ĕçченĕ пек курать. «Вăрă-хурахсем никама та ан тапăнччăр, çынсене ан вĕлерччĕр», - тет вăл çирĕппĕн. Илья Орлов та унпа пĕр шухăшлă.

Кайран шăпа мĕнлерех хуçаланассине пĕр турă çеç пĕлет. Халĕ вара çак ачасене пĕр иленÿ çыхăнтарса тăрать - ташă. Вăл вĕсене савăнăç парнелет тата пурнăçа илемлĕрех курма вĕрентет. Ăна пула ачасем малашне тата пысăкрах çитĕнÿсем патне те çитĕç-ха.

 

Лариса ПЕТРОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.