Шанчăклă тусăн хакĕ çук

6 Фев, 2014

«Тевет» фольклор ушкăнне ялта çеç мар, тăрăхра та халăх аван пĕлет. Пĕр уяв та çамрăк артистсем хутшăнмасăр иртмест. Ара, ача-пăча тăван халăх юррине юрлани, ташшипе савăнтарни камăн чун-кăмăлне çĕклемĕ/ Ушкăнăн ертÿçи - Татьяна Васильевна Макарова. Вăл тăрăшнипех 1993 çулта шкулта ачасен «Тевет» фольклор ушкăнне йĕркеленĕ. Ваттисен кунне халалланă савăнăçлă концертра пĕрремĕш хут сцена çинче юрланине манаймасть ушкăн ертÿçи, мĕншĕн тесен вăл асра юлакан самант-çке, ачасемшĕн пушшех те. «Чылай чухне халăх пултарулăхне ялти ватăсене чĕнсе пĕрле вĕренетпĕр, ачасем хăйсем курса, вĕренсе, ăша хывса пыраççĕ. Ушкăна интересленсех çÿреççĕ. Эпир тĕрлĕ халăх ташшине вĕренетпĕр, каярахпа куракансен умне çитеретпĕр», - пĕлтерет Татьяна Васильевна.

Пĕлÿсĕр ниепле те

Саккăрмĕш класра вĕренекен Алина Кузьмина шкулта иртекен чылай мероприятие ăнăçлă ертсе пырать. Нимĕнле ĕçрен те пăрăнманскер, вĕренÿре маттурскер, журналист пулас ĕмĕтпе пурăнать. Çавăн пекех чылай юлташĕпе «Теветре» хăйĕн ăсталăхне туптать.

- «Тевет» ушкăна çÿреме мĕн хавхалантарать?

- Кунта нумай ача çÿрет, эпир пĕр-пĕринпе питĕ туслă. Çавăнпа пире çăмăл: ташлатпăр, юрлатпăр, савăнатпăр. Пĕрле чухне хаваслă пире.

- Алина, журналист пулас ĕмĕт санăн хăçан çуралнă?

- Эпĕ мĕн ачаранпах çынпа калаçма, хутшăнма килĕштеретĕп, интервью илме кăмăллатăп, паллă çынсем пирки тĕпчеме юрататăп. Çавăн пекех чăваш наци радиовĕн «Чĕререн тухакан сăмахсем» тата «Каçхи микс» кăларăмсене тăтăшах итлесе киленетĕп. Чăвашла питĕ таса та уçăмлă калаçни, эфирта тĕрлĕ юрă янăрани кăмăла çĕклет.

- Эсĕ тăван чĕлхене çав тери юратни тÿрех сисĕ-нет...

- Паллах. Мана тăван чĕлхе питĕ килĕшет. Унран вăтанмалла мар, çепĕç те илемлĕ, атте-анне парнеленĕ чĕлхене упрамалла, ăна аталантармалла, чăваш пулнишĕн вăтанмалла мар.

- Апла пулсан эсĕ хăвăн тантăшусене мĕн суннă пулăттăн?

- Пурте тăрăшуллă пулччăр, лайăх вĕренччĕр, çирĕп пĕлÿсĕр пуласлăх çук. Пур енлĕн аталанмалла, çынсемпе ырă пулмалла.

 

«Тевет» ушкăн хастарĕсем

Улттăмĕш класра вĕренекен Катя Лукьянова тата Кристина Мельникова чи çывăх тантăшсем: «Тевет» ушкăна тахçантанпах çÿреççĕ. Нумай çул ĕнтĕ сцена çинче выляççĕ тейĕн. Юрă-ташăсăр пуçне шкулта иртнĕ «Асамлă уçă» юмахра та хăйсен ролĕсене чăн-чăн артистсем пек выляса куракансене тыткăнланă. Хĕр ачасем спортпа питĕ туслă, уйрăмах çăмăл атлетика тата йĕлтĕрпе чупассине кăмăлаççĕ. Унсăр пуçне вĕсем «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексне хăйсен сывлăхне çирĕплетме çÿреççĕ.

- Катя тата Кристина, эсир уйрăлми туссем. Мĕн хавхалантарать сире çитĕнÿсем тума?

- Эпир мĕн пĕчĕкрен пĕрле выляса ÿснĕ, ялан туслă пулнă, халĕ те çавнашкалах. Пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемпе савăнатпăр, мухтанатпăр. Çавă пулăшать те пулĕ пире пурнăçра çирĕп утăмсем тума. Çумра туссем пулни яланах кирлĕ.

- Катя, ÿссен эсĕ кам пуласшăн?

- Эпĕ ÿкерме юрататăп. Кĕçĕн классене вĕрентекен пулас ĕмĕтпе хавхаланса пурăнатăп. Вĕсенчен кашни - хăй уйрăм тĕнче. Тем те пĕлме кăмăллакансемпе ĕçлеме те хавас пулассăн туйăнать.

Вĕренÿре те, спортра та малта

Вуннăмĕш класри Стас Григорьев вĕренÿре çеç мар, спортра та çитĕнÿсем тăвать. Çамрăк яш нимĕнле ĕçрен те пăрăнмасть. Питĕ правур та хастар, юлташĕсене йывăр вăхăтра яланах пулăшать. Никита Васильевич Крылов тренер тăрăшнипех Стас кĕрешÿçĕсен районта тата республикăра иртекен ăмăртăвĕсене хутшăнса пĕрре кăна мар Хисеп хучĕсемпе таврăннă. Каччă çитĕнÿсемпе кăна лăпланса лармасть. Вăл шав малалла ăнтăлать. «Эпĕ спорт мастерĕ пуласшăн-ха», - хăйĕн вăрттăнлăхне кăшт хумханса та вăтанса каларĕ яш.

- Стас, эсĕ спорта килĕштернисĕр пуçне тата мĕн кăмăллатăн?

- Эпĕ çавăн пекех копьютерпа темĕн те вуласа пĕлме кăмăллатăп. Анчах ытларах усă кÿрекен материалсене вулатăп. Кил таврашĕнче атте-аннене пулăшма юрататăп. Юлташсемпе тĕрлĕ спорт секцийĕ- сене çÿретĕп. Мĕн ачаранпах юрист профессине алла илесшĕн.

- Лайăх професси. Спорт епле вара?

- Спорт мана пурнăçра çитĕнÿсем тума пулăшса пырать. Эпĕ ăна нихçан пăрахмастăп. Тарăн пĕлÿ илни вара пурнăç тăршшĕпех кирлĕ пулĕ.

- Мĕнех, ăнăçу вара сана.

- Тавтапуç.

Тăххăрмĕш класра вĕренекен Катя Кадыкова йĕлтĕрпе чупассине, çăмăл атлетикăна тата тĕрлĕ спорт вăййисене чунтан килĕштерет. «Аттепе анне те спортсменсем пулнă, вĕсен çитĕнĕвĕсем халĕ мана хавхалантарса пыраççĕ», - тет хĕр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокĕшĕн иртнĕ ăмăртура Катя иккĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсенче те хĕр çулсерен çĕнтерÿçĕ ята тивĕçет. Валерий Иванович Плешков, физкультура учителĕ тата тренер, Катя питĕ тăрăшуллă, вăл хăйĕн çитĕнĕвне яланах çĕнетме тăрăшать, паллă спортсмен пулма ĕмĕтленет тесе пĕлтерет.

- Катя, сана спортра çитĕнÿсем тума мĕн пулăшать?

- Тĕрлĕ йышши ăмăртăва пĕрре кăна мар хутшăннă хыççăн ыттисенчен вĕренмелли нумай. Спортра çитĕнÿсем тума паллах мана аттепе анне вăй-хăват хушса пыраççĕ. Яланах тренировкăсене çÿремелле, хамăн ăсталăха ÿстермелле. Эпĕ спорт мастерĕн кандидатĕнчен, Инесса Андреевăран, Раççей чемпионачĕн призерĕнчен тĕслĕх илетĕп. Çавăн пек пуласчĕ.

 

Алексей ТОРГОВЦЕВ.

Комсомольски районĕ,

Чурачăк шкулĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.