«Çут хĕвел пуль Эсир пирĕн...»

6 Фев, 2014

- Валентина Михайловна урокĕнчен чунпа пуянланса тухатпăр...

- Вăл кашни вĕренекене хăйĕн çепĕç сассипе тыткăнлать, кăмăлĕпе пурне те çавăрать.

- Çитес урокра вăл пире поэзи асамлăхĕн тĕнчине илсе кĕрессе эпир чылай малтан туятпăр...

Çак сăмахсем ытахальтен каланăскерсем мар. Вĕсем - Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти кашни ачан черчен чĕринчен хăйсен юратнă вĕрентекенĕ Валентина Михайловна Табакова пирки шăранса тухнăскерсем. Çакна савăнса та тулли кăмăлпа итлеме вара питех те хавас.

Мĕнпе илĕртме, вĕренекенсене чĕлхен тата литературăн вĕçĕ-хĕррисĕр анин асамлă хапхине уçса калама çук кăткăс, çав вăхăтрах илĕртÿллĕ тĕнчене илсе кĕме пултарать-ха «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ», «Вĕрентÿ ĕçне чунтан парăннăшăн» тата «Раççей вĕрентĕвĕн элити» медальсене чăннипех те тивĕçнĕ педагог/

Паянхи шкул ачи тепĕр чухне учительтен те ытларах пĕлнĕн туйăнать. Çавăнпа эсĕ чăн-чăн вĕрентекен пулсан, санăн унран темиçе хут ытларах пурне те ăнкармалла. Унсăрăн... Ачасемпе çывăх калаçмалла, вĕсене ăнланма тăрăшмалла. Калăпăр, чĕлхери сăмах тытăмне ăнлантарнипе çеç вĕренекенĕн пĕлес туртăмне тытаймăн. Унра «Татах та ытларах пĕлме тăрăшасчĕ-ха ман» текен вучаха вут тивертмелле.

«Çавăнпа та нумай чухне чĕлхе урокĕнче тĕрлĕ тĕслĕхе танлаштарса пăхатпăр, хамăрăн ĕçсене тишкеретпĕр, - тет ачасен юратнă педагогĕ Валентина Михайловна. - Литература нихăçан та кичем мар. Кунта та ачасене çав тĕнчене çул уçса пама пĕлни кирлĕ...»

Калав е повесть, роман е поэма çеç вуласа ларни - кичем пулăм. Произведенин кашни уйрăм сăмахĕ хăй тĕнче пулнине те ăнлантарма тăрăшать тава тивĕçлĕ вĕрентекен. Пĕлĕве çирĕплетме кинофильм пăхма, пушă вăхăт тупса театра килсе кайма та майсем шыраççĕ кунта. Май пулсан театр ăстисене, художниксене йыхравлама та тăрăшаççĕ. Ун пек чухне вĕренни ачара тĕплĕнрех çирĕпленсе юлни куçкĕрет.

Литература урокĕсенче музыка инструменчĕсемпе те усă кураççĕ. Çак меслет ачасене питех те килĕшнине вĕрентекен хаваспах пĕлтерет. «Мĕншĕн-ха вырăс паллă сăвăçин Анна Ахматовăн пултарулăхне тĕпченĕ чухне пианино каласа унăн лирика пуянлăхне кĕвĕпе çирĕплетес мар/» - тет Валентина Михайловна. - Эпĕ пианино умне ларатăп та поэтессăн сăввисемпе хывнă музыка произведенине янраттаратăп. Ачасем те хаваспах итлеççĕ, сăвă-кĕвĕ тĕнчине лекеççĕ...»

Калама çук интереслĕ педагог ачасене хăйĕн чунне парса ĕçленишĕн савăнмалли кăна юлать. Вĕренекенсем вара учительпе чăннипех те мухтанса «Çут хĕвел пуль Эсир пирĕн...» - тесе калаççĕ. Хĕвел пек ăшă кăмăллă вĕрентекен ытларах пулнине вара нимĕн те çитмест. Вĕсенчен пĕри - пурнăçне шкула, пепкисене парнеленĕ Валентина Михайловна Табакова педагог.

Владимир ФЕДОРОВ.
Вăрмар районĕ,
Вăрмар.
Луиза ВАСИЛЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕнче: вĕрентекен «Анна Ахматова лирики - кĕвĕ-çемĕре» темăпа çиччĕмĕш «г» класра урок ирттерет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.