- Чăвашла верси
- Русская версия
Олимп вăййисем
Спортсмен сăн ÿкерчĕкĕ - учебникре
Лавккасенче çĕр-шыври, тĕнчери паллă çынсен сăн ÿкерчĕкĕсемлĕ çыпăçтармалли хутсем сутаççĕ. Вĕсем çинче ытларах чухне эстрада "çăлтăрĕсен", спортсменсен сăнне курма пулать. Ятарлă литература кĕнекисенче, хаçат-журналта вĕсем çинчен çыраççĕ-ха. Пултаруллăскерсен сăн ÿкерчĕкĕсене учебниксенче пичетленĕ тĕслĕхсем пулнă-и?
Виктор ПОРФИРЬЕВ.
Муркаш районĕ.
Чăнах та, темĕн те пĕлме, тĕпчеме юратакансем унашкал тĕслĕхе те тупса палăртнă. АПШра колледж студенчĕсем валли кăларнă учебникре пĕр спортсменкăн сăн ÿкерчĕкĕ пулнă. Кам тетĕр-и? Кăнтăр Корейăн пики Ким Ăн А. Вăл Ванкуверта иртнĕ хĕллехи Олимпиадăра пăр çинче конькипе эрешлесе ярăнса ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.
"Алгебра тата тригонометри. Графика тĕлĕшĕнчен пăхни" кĕнекере тригонометрие вĕренни питĕ кирлине ăнлантарнă. Çакна сăмахпа кăна мар, тĕрлĕ ÿкерчĕкпе те ĕнентернĕ. Фигуристкăн ăмăртури сăн ÿкерчĕкĕпе тригонометрири хăш-пĕр саккуна ăнлантарма усă курнă. Анчах Олимп чемпионкинчен ирĕк ыйтман иккен. Кĕнеке авторĕсем спортсменкăна пĕлтермен кăна мар, сăн ÿкерчĕк айне унăн ятне те çырман. Ким Ăн А вĕсене суда паман, мĕншĕн тесен унăн сăн ÿкерчĕкне ырă тĕллевпе усă курнă. Унччен вара тĕнчен икĕ хут чемпионки хăш-пĕр кăларăмпа судлашнă.
Аслисене парăнмаççĕ
Сочири хĕллехи Олимпиадăна хутшăнакан Раççей спортсменĕсенчен чи çамрăкки çинчен пĕлес килет. Кам вăл тата ăçтан? Мĕнпе палăрнă? Ку таранччен хĕллехи е çуллахи Олимпиадăсене ачасем хутшăннă тĕслĕхсем пулнă-и?
Богдан ЗАЙЦЕВ.
Тăвай районĕ.
Хĕллехи XXII Олимпиадăра пирĕн çĕр-шыв чысне 223 атлет хÿтĕлет, вĕсен 60 ытла проценчĕ кунашкал ăмăртăва пирвайхи хут хутшăнать. Вĕсем çак хисепе патшалăхри чи-чи вăйлă спортсменсен йышне кĕме пултарнипе тивĕçнĕ. Спортсменсен вăтам ÿсĕмĕ - 22 çул çурă. Çĕр-шыв историйĕнче ку ушкăн чи çамрăкки шутланать.
Сочири ăмăртăва сăнакансем пирĕн маттурсенчен чи кĕçĕннине Юлия Липницкаяна кураяççĕ. Вăл пăр çинче конькипе эрешлесе ярăнать. Юля 15-ре çеç-ха, апла пулин те ку таранччен çитĕнÿ чылай тунă. Раççейĕн тĕнче класлă спорт мастерĕн ятне илнĕ. 2012 çулта юниорсен хушшинче тĕнче чемпионкин ятне тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть иртнĕ Европа чемпионатĕнчен вăл ылтăн медальпе таврăннă. Юля Екатеринбургра çуралса ÿснĕ.
Ку таранччен ытти çулти Олимпиадăра та çап-çамрăк спортсменсем çĕнтерÿшĕн тупăшнă. Чи пирвайхи хĕллехи Олимпиада 1924 çулта Францири Шамони хулинче иртнĕ. Ăна уçнă тĕле чи çамрăк спортсменка Соня Хени çуралнăранпа 11 çул та 295 кун çеç пулнă. Çав ăмăртура хĕр ача пьедестал çине хăпарайман. Çапах хĕллехи II тата III Олимп вăййисенче ылтăн медаль хуçи пулнă. 1984 çулта иртнĕ хĕллехи ăмăртусенче чи çамрăк чемпионка ятне Ким Юнми илнĕ. 13-ри хĕр ача шорт-трек енĕпе 3 пин метрлă дистанцие пĕрремĕш парăнтарнă. Сăмахран, Олимп вăййисене хутшăнакан гимнастсен халĕ 16 çултан кĕçĕнрех пулмалла мар. 1992 çулччен вара ăмăртăва 14-рисене те хутшăнма ирĕк панă. Спортăн чылай тĕсĕнче тупăшма 20-23 çулсенчисене тата аслăраххисене çеç ирĕк параççĕ.
Вăрçа пула чарнă
Олимп вăййи - пĕтĕм тĕнчери чи пысăк ăмăрту. Çуллахи Олимпиада та, хĕллехи те тăватă çулта пĕрре иртеççĕ. Палăртнă тапхăр Олимп вăййисем çуралнăранпах çакнашкал-и? Тата спорт тупăшăвĕсене палăртни çинчех ирттерменни пулнă-и? Е калаçса татăлнă хулара мар, урăххинче йĕркелеме тивмен-и?
Иннăпа Ирина ПЕТРОВĂСЕМ.
Красноармейски районĕ.
Хальхи вăхăтри çуллахи Олимп вăййисенчен виççĕшне ирттермен. Пĕлтерĕшлĕ пулăмсем тĕнче вăрçисем кĕрленĕрен пурнăçланайман. 1916 çулта çуллахи Олимпиадăна Берлинта ирттерме палăртнă. Спортсменсемпе куракансене йышăнма çĕнĕ стадион та хатĕрленĕ. Анчах Тĕнчен пĕрремĕш вăрçи пынăран VI вăйăсем старт илеймен. 1924 çултанпа çуллахи тата хĕллехи вăйăсене пĕр çулталăкра ирттерме йышăннă. Тĕнчен иккĕмĕш вăрçи пулман тăк çуллахи вăйăсенче те, хĕллехисенче те /1940 тата 1944 çулсем/ спортсменсем хăйсен вăйне виçĕччĕç. Çуллахи кашни Олимпиадăн - пулнă-и вăл е пулман-и - хăйĕн черет номерĕ пур. Вăрçă вăхăтĕнче XII тата XIII вăйăсем иртеймен. Хĕллехисене вара ирттернисене кăна шутлаççĕ. Хĕллехи VI Олимпиадăна 1936 çулта йĕркеленĕ. Тепĕр вăйă, пиллĕкмĕшĕ, 1948 çулта çеç пулнă. 1994 çултанпа çуллахи тата хĕллехи Олимп вăййисем пĕр-пĕрне икшер çултан ылмаштарса пыраççĕ.
1976 çулта Денверта /АПШ/ хĕллехи вăйăсем йĕркелеме палăртнă, анчах укçа-тенкĕпе çыхăннă йывăрлăхсене пула тупăшу вырăнне куçарма тивнĕ. Спортсменсем Австрири Инсбрукра ăмăртнă.
Вĕсем те тупа тăваççĕ
Яшсем çар ретне тăрсан присяга тытаççĕ. Вĕсем çĕр-шыва, халăха хÿтĕлеме, çар уставĕнче çырнине пăхăнма, командирсемпе пуçлăхсен хушăвне пурнăçлама сăмах параççĕ. Судра тухса калаçакансем те тĕрĕссине çеç пĕлтерме шантарнине телекуравпа асăрханăччĕ. Çакнашкал йĕрке, тен, Олимп вăййисенче те пур?
Артур АНТОНОВ.
Елчĕк районĕ.
Хальхи Олимп вăййисен йĕркелÿçи - Пьер де Кубертен. Вăл сĕннипе Олимпиадăра тупа тăвас йăлана кĕртнĕ, сăмахне те вăлах хатĕрленĕ. Пирвайхи хут вăл 1920 çулта янăранă. Арбитрсем пĕрремĕш хут Мехикăра 1968 çулта сăмах панă. Унтанпа, паллах, хăш-пĕр сăмах улшăннă. Халĕ спортсменсем ăмăртусене уçнă кун çапла калаççĕ: "Çак Олимп вăййисене йышăннă мĕн пур йĕркене пăхăнса хутшăнма спортăн таса сывлăшне туйса, спорта тата пирĕн ушкăнсен чысне хисеплесе тупа тăватăп. Çакна ăмăртусене хутшăнакансен ячĕпе калатăп". Тренерсем, судьясем тата ушкăнсен официаллă сăпачĕсем те тупа тăваççĕ.
2000 çулта Сиднейре Олимпиада иртнĕ. Çавăн чухне тупа сăмахне кăшт улăштарнă. Унта ăмăртусен вăхăтĕнче допингпа усă курмасси пирки шантарса калаттарнă.
Ăçта ытларах ирттернĕ?
Манăн Олимп вăййисене чи нумай хутшăннă спортсменсем çинчен пĕлес килет. Камăн Олимп карьери пуринчен те ытларах тăсăлнă-ши? Тата хăш çĕр-шывра, ыттисемпе танлаштарсан, Олимпиада ытларах иртнĕ?
Аделина АНАНЬЕВА.
Улатăр районĕ.
Палăрнисен ретĕнче Иван Йозеф Мартин Осийер ячĕ пур. Дани спортсменĕ фехтовани енĕпе ăмăртнă. Вăл 1908-1948 çулсенче иртнĕ Олимп вăййисене хутшăннă. Магнус Андреас Тулструп Клазен Коноу парăс спорчĕ енĕпе 1948-1988 çулсенче ăсталăх кăтартнă. Çав çулсенчех Дарвард Рэндолф Ноулз асăннă спортра тупăшнă. Хĕрарăмсен хушшинче те Олимп карьерине тунисем пур. Энн Джессика Рансехаузен /АПШ/ Олимпиадăсенче пьедестал çине хăпарма чылай çул /1960-1988 çулсем/ ăмăртнă. Кристилот Хансон-Бойлен /Канада/ та Олимп вăййисене /1964-1992/ çавăн чухлех хутшăннă. Австри атлечĕ Яхтсмен Губерт Раудашль 9 вăййа /1964-1996/ хутшăннă, анчах 1960 çулхи Олимпиадăра вăл куракансен йышĕнче çеç пулнă.
Олимп вăййисене чи нумай хут йĕркеленĕ çĕр-шывсенчен пĕри - АПШ. Унта çуллахи тата хĕллехи Олимпиадăсем 4-шар хут иртнĕ. Францире çакнашкал мероприятисем - 5 /çуллахи - 2, хĕллехи - 3/, Германире 3 /2*1/ хутчен пулнă. Японире, Италире, Канадăра хĕллехи вăйăсене икшер хут йĕркеленĕ, çулаххисене - пĕрер сахалрах.
Стадиона каймасăрах курнă
Сочире пулакан ăмăртусем çинчен чылайранпах калаçаççĕ. Паллах, кашни Олимпиада мĕнпе те пулин палăрса юлать. Унчченхи Олимп вăййисемпе çыхăннă чи интереслĕ самантсемпе паллаштарсамăр, тархасшăн.
Юра МИХАЙЛОВ.
Йĕпреç районĕ.
1936 çулхи вăйăсене уçнă чухне Гармиш-Партенкирхенра /Германи/ Олимп çулăмне пирвайхи хут хаваслă лару-тăрура çутнă. Олимпиадăна хупнă кун çуткăç сÿннĕ. Олимп çулăмĕ 1952 çулхи хĕллехи Олимпиада умĕн эстафетăна пĕрремĕш хут тухнă. Хĕллехи çав VI Олимпиада Норвегире, ытти чухнехи пек курорт вырăнта мар, çĕр-шывăн тĕп хулинче Ослăра иртнĕ. Кунашкал тĕслĕх хальлĕхе - пĕртен пĕрре.
1976 çулта хĕллехи Олимп вăййисен талисманне - юр кĕлеткене - официаллă майпа çирĕплетнĕ. Çавăнтанпа кашни Олимпиада валли уйрăм паллă хатĕрлеме пуçланă. Инсбрукра фигуристсен ăмăрту программине пăр çинче ташлассине те кĕртнĕ. Тепĕр тăватă çултан Лейк-Плейсидре /АПШ/ ăмăртусене ирттерме искусственнăй майпа хатĕрленĕ юрпа пирвайхи хут усă курнă.
Хĕллехи VII Олимпиадăна спорта юратакансем Италири Кортина д'Ампеццо хулине каймасăрах курма пултарнă. Ун чухне мероприятие телекуравпа тÿрĕ эфирта пирвайхи хут кăтартнă. X Олимпиада Японири Саппоро хулинче иртнĕ. Çавăн чухне вăйăсем Европа тата Çурçĕр Америка тулашĕнче пирвайхи хут пулнă.
Комментировать