Чăваш шашки кăткăс вăйă-и?

7 Фев, 2014

Чул хулара çуралса ÿснĕ Виктор Медведевăн нумаях пулмасть çĕнĕ кĕнеки кун çути курнă. «Ахаль мар шашкăсем» ятлăскерте 50 вăйă правилине ÿкерчĕксемпе усă курса тĕплĕн ăнлантарнă. Вĕсен йышĕнче «Чăваш шашки» тата «фшашки» пур. Кĕнеке авторĕ сĕтел çи шухăшлав вăййисемпе темиçе çул каяллах кăсăкланма тытăннă. Чылай вăхăт çанă тавăрса ĕçленĕ хыççăн Виктор Медведев хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ. Автор хăй шухăшласа кăларнă сĕтел çи вăййисене хăйне евĕр ятсем панă: «Абхази шашки», «Берлин шашки», «Кузнецов шашки», «Тутар шашки», «Мамонт шашки»... Виктор Медведев чылайăшне халăхсен ячĕпе хисепленĕ. Мĕншĕн? Чул хула арĕ шухăшласа кăларнă вăйăсем «Вырăс шашкинчен» мĕнпе уйрăлса тăраççĕ? Çак тата ытти ыйтăва уçăмлатмашкăн Виктор Медведевпа скайппа çыхăнтăм.

Кĕнеке кăларнă

- Çичĕ çул каялла паллă шахматист, шахмат литераторĕ Евгений Гик кăларнă «Кăсăклă математика вăййисем» кĕнекепе интересленме тытăнтăм. «Мĕншĕн манăн та логика вăййисем хатĕрлес мар?» - çуралчĕ шухăш кăшт вăхăт иртсен. Малтан пĕр вăйă шухăшласа кăлартăм. Ăна тимлĕ тишкерме тытăнтăм. Чылай вăхăт ун тĕлĕшпе ĕçлерĕм. Унтан нумай вăйă хатĕрлес килчĕ. Ку мана питĕ кăсăклантарчĕ. Кун хыççăн сĕтел çи вăййисем шухăшласа кăларма пуçларăм: шашкăн, шахматăн тĕрлĕ тĕсне, сăмах вăййисем, пуç ватмăшсем хатĕрлерĕм. 1000 яхăн вăйă пухăнчĕ. Ĕçленĕçемĕн кăсăклăх вăйлăланчĕ. Пĕр кĕнекере Сэмюэль Лойд пирки вуласа пĕлтĕм. Вăл XIX ĕмĕр вĕçĕнче-XX ĕмĕр пуçламăшĕнче пурăннă, пуç ватмăшсем шухăшласа кăларнă. Кĕнекере Америка шахматисчĕ 7000 вăйă шухăшласа кăларни пирки çырнă. Сайта кĕрсен вăл 10000 вăйă хатĕрленине пĕлтĕм. Хăйне евĕр тупăшу тума тĕллевлентĕм. Ара, вăйăсемпе мĕн чухлĕ вăхăт ирттертĕм-çке, - калаçу пуçарчĕ Виктор Медведев. Çавăнтанпа вăл тĕллевĕ патне талпăннă. Хут çине çырса хатĕрленĕ логика вăййисене кĕнеке евĕр кăларма шухăшланă. Ĕçе шашкăран тытăннă. Çырнине йĕркелеме, ÿкерчĕксене малтан алă вĕççĕн хатĕрлеме, унтан компьютер çине куçарма вăхăт нумай кирлĕ. Шашкăн 100 тĕсне хатĕрлесен Виктор издательствăпа çыхăннă, анчах лешсем малтанлăха çуррине çеç кăларма йышăннă. Хăйне евĕр шашкăсем халăхшăн çĕнĕлĕх-çке. Пĕрремĕш кĕнекене «Чăваш шашки» тата «Шупашкар шашки» вăйăсем те кĕнĕ.

- Гиннесс рекорчĕсен сайтне кĕтĕм, чи нумай логика вăййи шухăшласа кăларакансен йышне кĕртме ыйту çыртăм. Халĕ манăн социаллă сайтсенче сĕтел çи вăййисемпе интересленекен çынсене шыраса тупас тĕллев пур, мĕншĕн тесен хам вĕсене тарăннăн тишкерейместĕп. Вăйăсен механикине çеç тĕрĕслетĕп. Пĕр-икĕ хут выляса пăхатăп - эппин, йĕркеллех. Хăвăрах пĕлетĕр: кашни вăйăра хăйĕн вăрттăнлăхĕ, йывăрлăхĕ пур. Çав вăхăтрах хут çине çырса хатĕрленĕ ытти вăййа йĕркене кĕртесшĕн.

«Чăваш шашкипе» «Шупашкар шашки» пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха?

- Кашни вăйăн хăйĕн йĕрки. Хăшĕ-пĕрин хăйне евĕр «дамка». Теприсенче сиксе каçма юрать. Малтан вăйăсене номерлесе çеç тухнăччĕ, унтан вĕсене ятсем патăм. Хăшĕ-пĕрне паллă çынсен ячĕсемпе хисеплерĕм. Тĕслĕхрен, «Кузнецов шашки». Николай Кузнецов - паллă разведчик, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин Геройĕ, Пауль Зиберт нимĕç офицерĕн ячĕпе ĕçленĕ, паттăрла вилнĕ. Николай Иванович пирки ачаранпах пĕлетĕп, ăна хисеплетĕп. Хăш-пĕр вăййа çывăхри халăх ячĕпе палăртма шухăшларăм. Чăваш Ен, Шупашкар Чул хуларан инçе мар. Сирĕн тăрăхра ача чухне икĕ хут пултăм, Атăл тăрăх теплоходпа ярăнтăм. Халĕ Шупашкар тата илемленнĕ теççĕ. Совет Союзĕ пулнă чухне хула ытлах «йăлтăртатмастчĕ», - каласа кăтартрĕ Виктор.

 

Уйрăмлăхĕ мĕнре?

«Чăваш шашкине» 8х8 калăпăшлă хăма çинче выляççĕ. Шашкăсем тăватă тĕслĕ /хура, шурă, хĕрлĕ тата кăвак/ - пĕтĕмпе 32. 8 кăвак, 8 шурă шашкăсем - пĕрремĕш вăйăçăн, хура тата хĕрлĕ тĕслисем /иккĕшĕ те 8-шар/ - иккĕмĕшĕн. Шуррисемпе хурисем малалла диагональпе çеç куçаççĕ. Кăваккисемпе хĕрлисем малалла тата айккинелле вертикальпе, горизонтальпе куçаяççĕ. Вăйăçă шашкăна урăх вырăна лартнă хыççăн ăна хăйĕн тепĕр тĕслипе ылмаштарать. «Шупашкар шашки» урăх тĕс йышне кĕрет. Кунта кашни вăйăçăн икĕ тĕс /вид/ шашка. Вĕсенчен кашни тĕрлĕрен куçать, тăшмана тĕрлĕрен «çиет». «Шупашкар шашкине» 10х10 калăпăшлă хăма çинче выляççĕ. Пĕтĕмпе 40 шашка: хура, шурă, хĕрлĕ, кăвак тĕслисем. 10 кăвак, 10 шурă шашка - пĕрремĕш вăйăçăн, çавăн чухлех, анчах хура тата хĕрлĕ тĕслисем, - иккĕмĕшĕн. Вĕсем пурте малалла диагональпе куçаççĕ. Ку вăйă тĕсĕн уйрăмлăхĕ - тăшмана «çиесси» шашка тĕсĕнчен килет.

Виктор Медведев ача чухне юлташĕсемпе шашкăлла вылянă. «Вырăс шашки» вăл шухăшласа кăларнă вăйăсенчен йывăртарах-ши? Виктор каланă тăрăх - хăшĕ-пĕри çăмăлрах, теприсем кăткăсрах. Тĕслĕхрен, «Чăваш шашки» унран йывăртарах. Унта правила нумай.

- Тĕрĕссипе, малтанах шахматăн çĕнĕ тĕсĕсене хатĕрлеме палăртнăччĕ. Ăна шашкăран ытларах килĕштереççĕ. Шахматăн 600 яхăн тĕсне шухăшласа кăлартăм. Вĕсене те пĕр кĕнекене пухасшăн, - ĕмĕчĕпе паллаштарчĕ Виктор. Чул хулари Н.И.Лобачевский ячĕллĕ патшалăх университечĕн истори факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер халĕ пиар-менеджерта ĕçлет. Сĕтел çи вăййисем хатĕрлесси - унăн чун киленĕçĕ. Виктор çак киленĕç профессие çаврăнасса ĕненет.

- Хальлĕхе манăн тĕп тĕллев - ал çырусене йĕркене кĕртесси, сĕтел çи логика вăййисемпе кăсăкланакансемпе туслашасси, - сăмахне вĕçлерĕ Виктор Медведев.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.