Архив - Тантăш

февраль 13th, 2014

13 Фев, 2014

Чемпионсем патĕнче: рекорд çĕнелет!

Иртнĕ эрнере эпир çырăнтару «чемпионĕсем» патне кайса килтĕмĕр. Çырăнтарура малашне пысăк шанăç паракан Мăн Чураш шкулне те çула май кĕрсе тухрăмăр. Раççей Конституцийĕ 20 çул тултарнине халалласа ирттернĕ викторина çĕнтерÿçине Андрей Иванова Хисеп грамотипе чысларăмăр.

13 Фев, 2014

Хаваслă тĕл пулу - кăткăс тĕрĕслев

Сывлăх, ăнăçу-телей сунатăп хаçатăн çамрăк тусĕсене! «Тантăша» юратакансене хампа паллаштарма кирлĕ мар ĕнтĕ: Айсан Термене ас туса юлчĕç пулĕ.

февраль 6th

6 Фев, 2014

«Çут хĕвел пуль Эсир пирĕн...»

- Валентина Михайловна урокĕнчен чунпа пуянланса тухатпăр...

- Вăл кашни вĕренекене хăйĕн çепĕç сассипе тыткăнлать, кăмăлĕпе пурне те çавăрать.

- Çитес урокра вăл пире поэзи асамлăхĕн тĕнчине илсе кĕрессе эпир чылай малтан туятпăр...

6 Фев, 2014

Питĕрте чăваш ташшипе тĕлĕнтернĕ

«Эпир Элĕкри ача-пăча ÿнерĕн шкулĕ-пе тачă çыхăну тытатпăр, - терĕ чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Алина Геннадьевна Петрова шкулпа паллаштарнă май. - Ку вăл ачана хăйĕн пултарулăхне пĕлсе малалла аталанма пулăшать. Музыка ÿнерне вĕренекенсем акă гитара тата баян калама хăнăхаççĕ. Пĕтĕмĕшле ÿнер искусствине çÿрекенсем вара пуканесене чĕрĕлĕх кĕртме, юрра-кĕвве, ритмикăна тата этикета вĕренеççĕ. Унсăр пуçне ташăпа фольклор ушкăнĕсем пур».

6 Фев, 2014

Шанчăклă тусăн хакĕ çук

«Тевет» фольклор ушкăнне ялта çеç мар, тăрăхра та халăх аван пĕлет. Пĕр уяв та çамрăк артистсем хутшăнмасăр иртмест. Ара, ача-пăча тăван халăх юррине юрлани, ташшипе савăнтарни камăн чун-кăмăлне çĕклемĕ/ Ушкăнăн ертÿçи - Татьяна Васильевна Макарова. Вăл тăрăшнипех 1993 çулта шкулта ачасен «Тевет» фольклор ушкăнне йĕркеленĕ. Ваттисен кунне халалланă савăнăçлă концертра пĕрремĕш хут сцена çинче юрланине манаймасть ушкăн ертÿçи, мĕншĕн тесен вăл асра юлакан самант-çке, ачасемшĕн пушшех те.

6 Фев, 2014

Хĕллехи Олимп вăййисем

Ыран пирĕн çĕр-шывра чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăрту старт илĕ. Хĕллехи XXII Олимп вăййисем пуçланĕç. Сочире иртекен Олимпиадăна пурĕ 90 ытла çĕр-шывран килнĕ спортсмен хутшăнĕ, вĕсем 15 тĕрлĕ дисциплинăра вăй виçĕç.

январь 31st

январь 30th

30 Янв, 2014

Асрах çав тĕл пулу

Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 19-мĕш вăтам шкулти 7 «Б» класс ачисем тĕрлĕ мероприятие хаваспа хутшăнаççĕ. Икĕ çул çак класа Любовь Васильевна Кудрявцева ертсе пырать. Вăл ачасен кăмăлне тивĕçтерекен ĕçсем ирттерме тăрăшать.

30 Янв, 2014

Тайма пуç сана, тăван шкулăм!

Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн юлашки кунĕ Шупашкар районĕнчи Ишекпе унăн таврашĕнчи ялсенче пурăнакансемшĕн сумлă пулăмпа палăрса юлчĕ: чи ватă шкулсенчен пĕри 170 çул тултарчĕ. Çак тапхăрта çĕр-çĕр яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа пĕлÿ, воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.

30 Янв, 2014

Унтанпа çичĕ çул çитрĕ

Кăрлачăн 22-мĕшĕнче Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 107 çул çитрĕ. Аслă поэтăмăрпа çыхăннă мешехесенчен пĕри - унăн вил тăпри çине кайса «Ман тĕмĕскен тăпри типсе çитсен» сăвва вулани. Çак асăну вулавĕн йăли Петĕр Хусанкай 100 çул тултарнине чысланинченех пуçланнăччĕ.

Страницы