Волейболист та, компьютер ăсти те...

30 Апр, 2014

Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс шкулĕнче вĕренекен Андрей Гордеев пĕрремĕш класранпах спортпа туслă. Ытларах волейболла выляма кăмăллаканскер çак енĕпе район тата республика чемпионатне те хутшăнса курнă. Команда лайăх кăтартупа савăнтарнă.

«Спорт ачана кирлĕ. Вăл вĕренÿре те пулăшать, ăс-тăна лайăх ĕçлеттерет. Пурнăçа аван витĕм кÿрĕ», – тет маттур арçын ача. Чăнах та, ăна сăнанă май çак сăмахсен чăнлăхĕ тÿрех куçа тăрăнать. Физкультурăпа районта пĕрремĕш, технологипе виççĕмĕш вырăна тухнă вăл. Вĕренÿре «5» паллăпа ĕлкĕрсе пыраканскер физика тата информатика предмечĕсене ытларах килĕштерет. Пиччĕшĕ Антон И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн энергетика факультетĕн- че аслă пĕлÿ илнĕ. Çавăнпа Андрей та унăн çулĕпе каясшăн.

Çемьере вăл пилĕк ачаран пĕри. Амăшĕ халăх сывлăхĕшĕн яваплă ĕçре тăрăшать. Андрейăн икĕ аппăшĕ те медицина енĕпе вĕренеççĕ. Шăллĕ Сергей – саккăрмĕш класс ачи, вăл та спортпа туслă. Çемйипех маттур та пултаруллă çав вĕсем. Пĕр ĕçрен те хăраманни питех те тĕлĕнтерет. Килĕнче виноград ÿстереççĕ, кăркка ĕрчетеççĕ. Ачисем ашшĕ-амăшне яланах хисеплеççĕ. Çавăнпах ку çемьере юратупа ăнлану хуçаланать. Пĕр-пĕр йывăрлăх килсе тухсан Андрей амăшĕпе канашлать. Çывăх çыннăн кашни сăмахĕ тĕрĕс пек туйăнать, пурнăçа çутă кĕртет.

Андрей йывăçран каскаласа тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталама маçтăр. Вăл тунă вĕллесенче шăнкăрчсем çуллен чĕпĕ кăлараççĕ, арçын ачана тав туса çунат çапса юрă шăратаççĕ.

Тăван тавралăх илемĕшĕн чунтан çунакан ашшĕпе ывăлĕ çырма-çатрана пăхсах тăраççĕ, юхăнма памаççĕ. Йывăç нумай лартаççĕ. Ирçе Çармăс ялĕпе юхса иртекен Пичине шывĕ те тав тунăн шăнкăр-шăнкăр сассипе савăнтарать.

«Компьютер «чăхăмласан» Андрейран пулăшу ыйтатăп. Вăл сăлтавне ăнланса тата тупса техникăна тÿрех ĕçлеттерме те пултарать», – кăмăллăн пĕлтерет чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Тамара Анатольевна Протасова.

Александр Волков тата Максим Михайлов волейболистсем тусĕшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Андрей юлташĕсенчен хăш-пĕр вăййисен ăслайне хăй те алла илме ĕмĕтленет. Эппин, унăн ăсталăхĕ татах ÿсĕ-ха. Амăшĕ пекех ăслă канаш пама пĕлекенскер: «Спортпа туслă пулăр!» – тет «Тантăш» вулаканĕсене.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.