Иленнĕ вăл мĕн пĕчĕкрен асамлă юрă тĕнчине

30 Апр, 2014

Паянхи кун тĕлне йышпа пуçтарăнса халăх инструменчĕсемпе юрă-кĕвĕ каласси, ĕлĕкхи юрăсене мăнаçлăн тăсса ярса пĕтĕм таврана тĕлĕнтересси манăçа тухса пыраççĕ пулин те, юрă пурăнать-ха. XXI ĕмĕрте те вăл çынна хавхалантарма, пулăшма пăрахмасть. Анчах унашкалли – кашнин хăйĕн. Пĕрне фольклор çывăх, теприне – тарăн шухăшлă шансон, виççĕмĕшне – аслати пек хăлтăртатакан рок, тăваттăмĕшне – туйăмлă та çăмăлттайрах попса, пиллĕкмĕшĕшĕн сăмахĕ вуçех пĕлтерĕшлĕ мар, ташă кĕввиллĕ, виç-тăват сăмахлă композици те çырлахтарать ăна... Пĕрне те хурламастпăр, тиркеместпĕр; кашнин чунĕ хăйĕнне ыйтать.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Печников та мĕн пĕчĕкрен иленнĕ юрă-кĕвĕ тĕнчине. Федор Павлов, Герман Лебедев, Филипп Лукин паллă композиторсен юррисене тăтăшах итленĕ вăл. Хут купăс сасси те тыткăнланă яш чунне. Тулĕк ку инструмент хăйсен килĕн- че пулманни кăштах пăшăрхантарнă ачана. Çавăнпа май тупăнсанах тăванĕсем патне чупнă – хăй тĕллĕнех хут купăспа калама вĕреннĕ. Улттăмĕш класра ăс пухнă чухне Анатолий Печниковăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă – тинех туянса панă ăна амăшĕ асăннă инструмента.

Çиччĕмĕш класра чухне арçын ача Хĕрлĕ Чутайри музыка шкулне вĕренме кĕнĕ. Унтах вăл баяна «парăнтарнă». Ача чухнехи иленĕвĕ киленĕç çеç пулса юлман. Мал ĕмĕтлĕ яш алла аттестат илсессĕн тĕп хуламăрти И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне çул тытнă. Музыкăпа педагогика факультетĕнче тарăнлатнă пĕлĕвне. Вĕренсе тухсассăн пĕр хушă Çĕпĕрти Сретенск хулинчи педагогика факультетĕн- че ĕçленĕ, хĕсметре пулнă. Çартан таврăнсан Анатолий Печников ултă çул Хĕрлĕ Чутайри музыка шкулĕн директорĕнче тата преподавательте тăрăшнă. Пур çĕре те ĕлкĕ- рекенскер çав вăхăтрах тĕрлĕ учрежденипе организацири пултарулăх ушкăнĕсене ертсе пынă.

«Пурне валли те ăçтан вăй-хал çитерĕн-ха?» – тесе тĕлĕнетĕр-тĕр эсир. Ара, ĕçе юратса пурнăçласассăн йăлтах ăнăçать. Тĕрĕслевсем те çунат хушма хистеççĕ ун пек чухне. Суйланă çултан пăрăнмалла мар кăна. Анатолий Александрович пăрăнман та. Вăтăр çул ытла ĕнтĕ Шупашкар районĕнчи Иккасси шкулĕнче музыка тата истори предмечĕсен учителĕнче вăй хурать. Ачасене пĕлÿ тĕнчи тăрăх ертсе пынă хушăрах 1984 çултанпа Иккассинчи Культура çуртĕнче художество пултарулăх ертÿçинче тăрăшать. Вăл тимленипех «Çăлкуç» халăх ансамблĕ ăнăçлă ĕçлет, куракансене тивĕçлипех савăнтарать.

Анатолий Печников композитор пек те паллă. 1999 çултанпа сакăр вунă ытла юрă кĕвĕленĕ вăл. Чылайăшĕн сăввисен авторĕ-сем – Ваçлей Давыдов-Анатри, Петĕр Ялкир, Юрий Сементер, Петĕр Çăлкуç, Раиса Сарпи, Зоя Сывлăмпи, Надежда Силпи, Владимир Рыбкин. 2011 çулта Анатолий Александровичăн «Чун юрлать» юрăсен кĕнекийĕ тата «Пурнăç çĕр çинче пĕрре» аудиоальбомĕ кун çути курнă. 2013 çулта «Чи хаваслă кун» юрăсен пуххи пичетленсе тухнă. Надежда Силпи сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене кĕртнĕ унта.

Анатолий Печников – Раççей Федера-цийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн пултарулăх пĕрлĕхĕн членĕ. Вăл кĕвĕленĕ юрăсем час-часах Чăваш Енри радиопа телевидени эфирĕсенче янăраççĕ.

Нумай пулмасть вара Чăваш наци вулавăшĕнче Анатолий Александровичăн пултарулăх каçĕ иртрĕ. Уяв хуçине утмăл çулхи юбилейĕпе саламлама тата чыслама композиторсемпе юрăçсем, çыравçăсемпе педагогсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Кашниех тав сăмахĕ каларĕ. Мероприятие Маргарита Туринге юрăç ертсе пычĕ. А.Печников ертсе пыракан «Çăлкуç» халăх ансамблĕ ăна чăннипех те илем кÿчĕ – тумĕпе те, юрăçăсен сассипе те.

Тамара Гурьева, Зоя Лисицына, Рена Грачева, Иван Христофоров, Лариса Васильева, «Тарават» ушкăн (ертÿçи – Клара Осокина) тата ыттисем юрă саламĕпе савăнтарчĕç. Тамара Ишмуратовăн çепĕç туйăмлă юррине пушшех хапăлларĕç куракансем. Хĕрлĕ Чутайсен «Чавал» ентешлĕхĕн членĕ- сем те ырлăх-сывлăх сунчĕç композитора. Раиса Сарпи, Зоя Сывлăмпи тата ытти поэт А.Печниковпа ĕçлеме çăмăл, кăмăллă пулнине палăртрĕç. Вĕрентекенсем те хăйсен сăмахне каларĕç – ачасем те хисеплеççĕ, юратаççĕ-мĕн Анатолий Александровича. «Музыка урокне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Пĕрремĕш классем: «Паян музыка пулать-и?» – тесе кăна тăраççĕ», – пытармарĕ пĕр вĕрентекен. Тăванĕ-пĕтенĕ вара куççульленсех сăмахларĕ. «Пирĕн çакăн пек пултаруллă тăван пурришĕн эпир чунтан савăнатпăр. Турри татах та сывлăх патăр ăна», – терĕ кашниех ăшшăн пупленĕ май.

Эпир те Анатолий Александровича çĕнĕ ÿсĕмсем тума сунатпăр. Пултарулăх çулĕ вăрăм та чечеклĕ пултăр! «Юрă – чун уççи», – теççĕ. Эсир кĕвĕленĕ юрăсем пирки те çаплах калаччăр пархатарлă итлекенсем.

 

Чĕн-ха хăнана

Кĕвви А.ПЕЧНИКОВĂН,

сăвви Н.СИЛПИН

Пĕлĕтре кĕрле-кĕрле
Самолет вĕçсе иртет.
Шур йĕрсем тĕрле-тĕрле
Тÿпене илем кÿрет.
 
Хушса юрламалли:
Самолет, самолет,
Чĕн-ха хăнана.
Самолет, самолет,
Лартса кай мана!
 
Женя курнă та ăна
Аллине çÿле çĕклет.
Савăнса-кулса кăна
Хăй патне анма чĕнет.
 
Хушса юрламалли.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.