Комментировать

24 Апр, 2014

Пысăк вăрçăн пĕчĕк паттăрĕ

Тăван Çĕр-шывăн Аслă вăрçин чи çамрăк паттăрĕ Валя Котик 1930 çулхи нарăсăн 11-мĕшĕнче Украинăри Каменецк-Подольск облаçĕнче /халĕ Хмельницк/ хресчен çемйинче çуралнă. 1937 çултанпа Шепетовка хулинче пурăннă. Вăрçă пуçланнă çулхине арçын ача улттăмĕш класа кăна куçнă. Нимĕçсем яла çавăрса илсенех вăл вĕсене хирĕç кĕрешме пуçланă.

Пĕррехинче Шепетовка жан-дармерийĕн /ăнл.: политика полицийĕ/ пуçлăхĕ пыракан машинăна вăл юлташĕсемпе пĕрле граната ывăтнă. Гитлер палачĕ вилнĕ.

1942 çулта Валя Шепетовкăра вăрттăн организацире тăракансемпе çыхăну йĕркелесе ярать, вĕсем ыйтнипе хĕç-пăшал пуçтарать, листовкăсем сарать. 1943 çулхи çулла вăл Кармалюк ячĕллĕ отряда кĕрет, партизан пулса тăрать. Изяслав хулине фашистсенчен хăтарнă çĕре хутшăнса арçын ача вилмеллех аманать, партизан юлташĕсен аллинчех пурнăçран уйрăлса каять.

Вальăна Тăван çĕр-шыв вăрçин I степень орденĕпе тата медальпе чысланă, вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ.

Котик ячĕпе теплоход тата нумай шкул хисепленет. 1960 çулта Шепетовка хулинче паттăр ачана халалласа палăк лартнă.

«Юлашки çапăçу» - Валя амăшĕ Анна Котик çырнă калав.

Юлашки çапăçу

Уçланкăра тин кăна килсе çитнисем пĕр шеренгăна тăчĕç, вĕсен хушшинче ывăлăмсем те - Вальăпа Виктор. Иккĕшĕ те тăшманран тытса илнĕ автоматпа. Партизан отрядне пăшалпа кăна йышăнаççĕ, ывăлăмсем вара çак ыйтăва тивĕçтернĕ, хăйсене валли кăна мар, ыттисем валли те тупнă.

Строй умĕнче партизансен командирĕ Антон Захарович Одуха тата Игнатий Васильевич Кузовкин комиссар тăраççĕ. Комиссар васкамсăр, кашни сăмахне палăртса партизан присягине вулать. «Çĕннисем» ун хыççăн калаççĕ:

«Çунтарнă хуласемпе ялсемшĕн, арăмсемпе ачамăрсен вилĕмĕшĕн, халăхăма асаплантарса пусмăрланăшăн эпĕ тăшмана пĕр шелсĕр те шухăшласа тăмасăр тавăрма тупа тăватăп.

Юншăн юн!

Вилĕмшĕн вилĕм!

Тупа тăватăп, тăшманпа тытăçса хаяр çапăçура вилĕп, анчах хама, хамăн çемьене тата пĕтĕм совет халăхне юнлă фашизм тарçи пулма памăп...»

Çав кун манăн ывăлсем партизан ретне тăчĕç.

Пĕррехинче Вальăн ушкăнĕ юнашар ялта тăракан нимĕç гарнизонне аркатнă çĕре хутшăнать. Партизансем вăрман çулĕпе кайнă, малта - разведка, хĕррисемпе тата тылра - çар хуралĕ. Ĕнер кăна отряда халăха пусаракан салтаксем йĕрлетчĕç. Халĕ вĕсенчен хăтăлнă пекех туйăнать. Вăрманта шăп. Кайăксем юрлани тата йывăçсем шавлани кăна илтĕнет.

- Чарăну! - хушрĕ командир.

- Итлетĕп, - терĕ те Валя йывăçсен хушшинче çухалчĕ. Унăн посчĕ чарăнуран темиçе çĕр метрта вырнаçнă. Арçын ача уçланкă умĕнчи тĕмсем хушшинче вырăн тупрĕ.

Йĕри-тавра шăп.

Анчах мĕн ку/ Йывăç çинчи кайăк ушкăнĕ сывлăша пĕр харăс çĕкленчĕ. Вăрман шавĕ витĕр Валя такам ури айĕнче туратсем чăштăртатнине илтрĕ. Автомат тытса çĕр çумне выртрĕ вăл, анчах... Такамăн кăнттам та вăйлă аллисем унăн пăшалне туртса илчĕç. Халăха пусаракан салтаксем. Карательсем теççĕ вĕсене.

- Эсĕ ăçтан? - хаяррăн ыйтрĕ куçаруçă.

«Мĕн тумалла-ши/ Отряда хăрушлăх пирки мĕнле систермелле/ Вăхăта епле тăсмалла/» - асаплă шухăшсем арçын ача пуçне пăралаççĕ кăна. Тăшман кĕтмен çĕртен чышрĕ те каллех çапла ыйтрĕ:

- Ăçтан?

Валя пÿрнипе тÿпене тĕллерĕ:

- Самолетран.

- Санпа тата кам пур? Ăçта вĕсем?

Фашист сасси хăлхана çурать. Аллинчи пистолечĕпе хăй çамрăк партизана тĕлленĕ. Сылтăм тата сулахай енчен вара, йывăçран йывăç патне сиксе, нимĕç салтакĕсем çывхараççĕ. Хурав кĕтсе илеймесĕрех куçаруçă Вальăна конвоирсемпе хăварать, ыттисемпе вара партизансене шырама каять.

Гитлеровецсем Вальăна хускалмасăр выртма хушаççĕ. «Тепĕр вунă минутранах тăшмансем пирĕн отряда тапăнĕç. Мĕн тумалла/» - чĕтре-чĕтре шухăшлать арçын ача. Йăшăлтатса илет кăна, фашистăн тискер сасси янăраса каять:

- Лиген!

Сасартăк Валя хăйне аякĕн-чен «лимонка» граната перĕн-нине туйрĕ. Карательсем асăрхиччен ĕçлесе ĕлкĕрмелле çеç халĕ.

Арçын ача тем вăхăтра сиксе тăчĕ, хăйĕн хуралçисен ури айне граната ывăтрĕ те тĕмсем хыçне чăмрĕ. Осколок лекесрен виç çеккунтра тарса хăтăлăн-и вара/ Малтан урине, кайран çурăмне темĕн пĕçертрĕ. Валя ÿкрĕ, çапах вăрман еннелле шума тытăнчĕ.

Взрыв сассине отряд та илтрĕ. Çавăнпа карательсем чарăнура никама та тупаймарĕç.

Валя вара мĕнле? Вăл чĕрĕ юлнă, вăрманçă çуртне шуса çитсен лешĕ унăн суранĕ- сене çыхса янă, партизансене пĕлтернĕ...

1944 çулхи хĕлле. Хĕрлĕ Çар фашистсене хĕвел анăçне хăвалать. Партизансем фронта пулăшнă, тăшман тылĕнче юлас тесе вĕсен «гитлеровецсемпе» пĕрле «чакма» тивнĕ.

Кăрлач уйăхĕнчи пĕр кун партизансем Славутăна штурмпа илеççĕ те унта Совет влаçне çирĕплетеççĕ. Çак хулана фронтăн малта пыраканĕсем çитсен вара партизансем Изяслав хулине штурмпа илме хатĕрленеççĕ.

Музалев отрячĕ /Валя та çав ушкăнра/ хуларан çичĕ çухрăмра вырнаçнă. Чарăнсанах радист приемникпа Мускав хумĕсене шырама тытăнать:

- Аслă Главнокомандующи Хушăвĕ...

Кам ĕçрен пушă, пурте радиоприемник çывăхне пуçтарăнаççĕ. Мускав паян мĕнпе савăнтарĕ-ши?

Диктор çĕкленÿллĕ сасăпа вулать:

- Пысăк чугун çул узелне - Шепетовка хулине - илнĕ!

- Ура! - янăраса каять вăрманта.

Музалев отрядĕнчи партизансенчен нумайăшĕ çав хуларан-çке. Ăна ирĕке кăларнă, халĕ отряд хăйĕн юлашки çапăçăвне хатĕрленет.

Малтанхи кун вĕсем патне фронт штабĕнчен çыхăнуçă килсе çитет. Кайран пур отрядран та пĕрер çын пуçтарăнать. Тепĕр вăхăтран Музалев взвод командирĕсене чĕнсе илет. Кĕске канашлу хыççăн шурă халатлă партизан разведчикĕсем çĕрлехи тĕттĕмре çухалаççĕ.

- Ирхи çиччĕре Изяслав хулине штурмлатпăр! - илтĕнсе тăрать отрядра.

- Валик, çапăçу вăхăтĕнче штабра юлатăн, - хушать Музалев.

- Мĕншĕн атакăна каймастăп? Эпĕ япăх перетĕп-им?

- Ку - хушу, ăна вара сÿтсе явмаççĕ, - çирĕппĕн хуравлать Музалев.

- Юрĕ, - тавăрать Валя.

Çук, Музалев ăна чи хĕрÿ тытăçăва яма пултараймасть. Ку юлашки çапăçу-çке. Темиçе кунтан Валя Шепетовкăна таврăнĕ, совет шкулне кайĕ, унăн аллисем каллех портфеле, тетраде тата кăранташа хăнăхĕç...

Гитлеровецсем тапăнасса кĕтмен. Вĕсем пÿртсенчен тăхăннă-тăхăнман сирпĕнсе тухнă, каллĕ-маллĕ чупкаласа çÿренĕ, пăшалтан тĕлли-паллисĕр пенĕ. Фашистсем хуларан тарнă. Çĕнтерÿ çăмăллăн килмессе партизансем туйсах тăнă-ха. Изяслав урлă техникăпа тата салтаксемпе юлашки эшелонсем иртнĕ-çке. Хулара çирĕпленсе юлас тесе партизансем окоп чавса пытаннă. Вальăна вара фашистсенчен юлнă хĕç-пăшал складне хураллама хушнă.

Арçын ача хăйне атакăна хутшăнма ирĕк паманшăн питĕ хурланнă. Мĕн аса илĕ вăл кайран çак çапăçу пирки? Телефон шăнкăравĕсене-и? Пульăсем шăхăракан çĕре мĕн тери ыткăнас килет халĕ унăн! Анчах хушăва пăсма юрамасть.

Сасартăк фашистсем тарнă енчен мотор кĕрлевĕ илтĕнет. «Тигр» танксем тата хăй тĕллĕн çÿрекен «фердинандсем» курăнаççĕ. Отрядра танксене хирĕç кĕрешмелли пĕртен-пĕр хĕç-пăшал кăна чухне кун йышши техникăна çĕнтерме йывăр. Пĕр партизан акă танк умĕнче персе анчĕ те гусеница айне пулчĕ.

Взрыв янăрарĕ... Танк вырăнта çаврăнса илчĕ, башньăран тĕтĕм тухрĕ.

«Тигрсемпе» «фердинандсем» склад патне çывхарсах пыраççĕ ĕнтĕ. Халĕ Валя вĕсем хыççăн чупакан фашистсене те аванах курать. Çĕр çумне лăпчăнса вăл шурă юр çинче курăнакан хура кĕлеткесене пеме тытăнать.

Пĕр танк чарăнать. Ыттисем каялла çаврăнаççĕ. Каллех хула çийĕн партизансем «ура» кăшкăрни илтĕнсе каять.

Валя хăрушлăх иртсе кайрĕ тесе хăрамасăрах тухса тăрать. Çак вăхăтра ăна хырăмран темĕн ыраттарать, ураран ÿкерет. Ăнсăртран лекнĕ пуля арçын ачана вилмеллех амантать. Кăштахран вăл тăна кĕрет. Халĕ çеç Валя çапăçура мĕн тери ывăннине туйса илет. Пĕтĕмпех хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Изяслав ирĕкре. Партизансем килĕсене таврăнаççĕ. Вĕсем хăйсен йывăр тивĕçне пурнăçланă.

Сасартăк Валя куçне уçать те:

- Степан пичче, эсĕ кунтах-и? - тет.

- Кунтах эпĕ, Валик, - тет Музалев.

- Эсĕ аннене нимĕн те ан кала, эпĕ гос-питальтен хамах... çырса ярăп... сывлăх йĕркеленсе çитсен.

- Юрĕ, ан кулян.

- Сывалсан вара эпĕ Мускава кайăп-и?

- Паллах, Кремль курăн...

- Степан пичче... - терĕ те ача шăп-ланчĕ.

- Мĕн, хăвна япăхрах туятăн-и?

Арçын ача шăп. Унăн çурма уçă куçĕ-сем тÿпене тинкереççĕ.

...Валика Хоровец ялĕнче пытарнă.

«Днепртан Дунай таран» кĕнекерен.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.