- Чăвашла верси
- Русская версия
Сиктермерĕн мана çемçе сăпкара...
Мăнçырмари шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Светлана Алексеевна Николаева та паттăр салтака, ентеше, Иван Филиппович Филиппова, юлашки çула ăсатма кайрĕ. Унта вăл хăйне ниепле те лăпкăн тытма пултараймарĕ. Капланнă куççульне шăла-шăла илчĕ. «Хĕрлĕ армеец чунĕ тинех тăван тăрăхра канăçлăхне тупрĕ. Уншăн савăнатăп. Пирĕн асатте те, Степан Алексеевич Алексеев, хыпарсăр çухалнă. Паян хăш тăрăхри çĕр айĕнче выртать-ши? Асанне чунне ыраттарса куçĕсем хĕреличченех макăратчĕ. Чăтăмсăррăн кĕтетчĕ. Халĕ, Иван Филипповичăн шăммисене хастар шыравçăсем тупнă та, тен, çавнашкал ушкăн пире те пĕррехинче савăнăçлă хыпар пĕлтерĕ?» – шухăшларĕ вăл ниепле те хăйне алла илеймесĕр.
Хут ярса тăр...
Степан Алексеевич Алексеев Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче ĕçчен çемьере кун çути курнă. Ир çыпçăннă ун çумне куршанак. Хушнă ĕçе яланах тирпейлĕ пурнăçланă вăл. Пĕве кĕрсен кÿршĕ хĕрне, Анна Ивановнăна, качча илнĕ. Çемьене умлă-хыçлăн Марьепе Элекçей килнĕ. Кил хуçи чугун çул çинче вăй хунă. Ĕçрен хыпаланса таврăннă та мăшăрне пулăшма васканă. Питĕ килĕштерсе пурăннă çамрăксем.
Савăнăçĕпе инкекĕ пĕрле çÿреççĕ тет те, чăнах иккен. Вăрçă пуçланнă текен хыпар таврана çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлнă. Çурла уйăхĕнче Çтаппан хăй фронта каяс ĕмĕтлине палăртнă. Арăмĕ ун çине кăнн! пăхнă. Анчах хирĕç нимĕн те калайман. «Ара, чиперех таврăнать пулĕ-ха. Чарас мар. Кăшт каярах кайсан юрамастчĕ-ши-ха? Анкартире пĕр пахча çĕр улми выртать-çке. Ăна кăларма вăй питти ар çын кирлĕ», – тесе шухăшланă хайхискер.
Мăшăрĕпе амăшĕ ăна инçе çула ăсатма хатĕрленнĕ. Пиртен кутамкка çĕлетнĕ. Чăкăт туса хĕвел çинче типĕт- нĕ, кăмакана шăрттан лартнă. Палăртнă кун çитсен пурте хуйха ÿкнĕ.
– Эй, Турă, килти кăмака ăшши халиччен пире пурне те ăшăтса тăчĕ. Малашне те çаплах пултăрччĕ. Санăн та, ачам, çак кăмака ăшшипе малашне пурăнма тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитмеллех. Сухапуç хыççăн та чипер шăхăрса çеç утасчĕ. Сĕтел хушшине ларса кучченеç салатма тата çăкăр пуçламалла пултăр. Ку таранччен утнă çулсемпе такăнмасăр утмалла пултăрччĕ. Никĕс епле çĕрсе кайичченех выртать, санăн та киле таврăнса пĕрле ытлă-çитлĕ пурăнасчĕ. Ну, ачам, сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе каялла килсем. Аннÿпе мăшăрна, ачусене ан ман. Хут ярсах тăр, хыпарне те пĕлтер. Аннÿ тăприне таптама тăван киле таврăн, – пил панă амăшĕ куççульне шăла-шăла.
– Çапла пултăрччĕ. Тĕрĕс-тĕкел таврăнса унчченхиллех çĕр çинче тăрăшса ĕçлесчĕ, – тенĕ те Çтаппан тухса кайнă.
– Ыран пире Мускав еннелле ăсатаççĕ. Пуйăсĕ вара Энĕшпуç айккипе иртсе каять. Пирĕннисене кала-ха, тухчăр çавăнта. Тепре алă сулса хăварам пĕрех хутчен, – тенĕ Çтаппан ăнсăртран ялти пĕр çынна курсан.
Аннăпа хунямăшĕ çимелли йăтнă та станци еннелле васканă. Унта та нумай салтак амăшĕсемпе мăшăрĕсем пухăннă. Акă пуйăс чашкăртса çитнĕ те хĕвĕшÿ-макрашу, кăшкăрашу пуçланнă. Вакун чÿречисенчен ар çынсемпе каччăсем аллисемпе сулкалашнă.
– Çтаппа-а-ан! Ăçта эсĕ-ĕ-ĕ! – тесе Анна мăшăрне курас тĕллевпе перронпа чупнă.
Шел, курайман вĕсем Çтаппана. Килне хурлăхлăн пырса кĕнĕ кинĕпе хунямăшĕ.
Атте таврăниччен сывалатăпах!
Йывăр кунсем пуçланнă. Ар çынсене кăна мар, лашасене те вăрçа илсе кайма тытăннă. Ватти-вĕтти, çамрăкки йăлтах фронт валли ĕçленĕ.
– Мĕн тери асап курать халăх... – ассăн сывланă Анна. – Вăй питти ар çынсем фронтра тем те пĕр тÿсеççĕ. Хĕрарăмсемпе ачи-пăчи – килте. Мĕншĕн? Мĕн айăпшăн? Йăлтах фашизм туса хучĕ çакна. Ылханнăскерсем! Тулĕ-ха унăн шăпи те!
Çтаппанран илнĕ пĕрремĕш çыру пурне те хавхалантарнă. «...Мĕнле пурăнатăр? Ах, сирĕнсĕр тунсăхларăм. Анна, тархасшăн, Канаша кайса ачасемпе сăн ÿкерĕнĕр те мана ярса парăр. Маншăн чи хаклă япалана чĕре тĕлĕнчи кĕсьене чиксе çÿрем. Çĕр улми кăларса пĕтертĕр-и? Хĕл каçмалăх пулчĕ-и? Сивĕ çанталăкра тĕпренчĕкĕмĕрсене урама илсе ан тухăр. Марье ахаль те чирлет. Пĕчĕк Элекçей мĕнпе савăнтарать тата? Маншăн ан пăшăрханăр. Куляннипе нимĕн те улăштараймăн. Чĕрене ыраттарни кăна», – тесе шăрçаланă салтак хитре почеркĕпе.
Алексеевсен аслă ачи чирпе нушаланнă. Апла пулин те Анна килте унпа ларайман, йывăç касма çÿренĕ. Йĕп- йĕпе те ывăнса таврăннă вăрмантан вĕсем. Улăштармалли япала пулманран тепĕр кунне те çав тумтирпех ĕçе кайнă. Вăйран кайнă салтак арăмĕ каярах килти вăкăрне кÿл-ме вĕрентнĕ, вăрман турттарма тытăннă. Çав вăхăтрах ачисемшĕн куляннă. «Ах, мĕнле-ши унта вĕсем?» – пăшăрханнă кашни самантра.
Киле çитсен тĕрлĕ курăк вĕретсе Марьене ĕçтернĕ. Унтан сĕте сухан хуппи ярса вĕретнĕ.
– Ачам, мĕнле-ши, кăмăлна кайĕ-ши ку «эмел»? – тенĕ Анна нишлĕ тĕпренчĕкĕ çине хурланса пăхса.
– Анне, пултăрах! Манăн сывалас килет. Атте таврăниччен чĕрĕлетĕпех. Çитменнине ялти фельдшер мана валли Мускава эмел саккас панă. Вăл кĕçех çитмелле тесе хăвах каларăн вĕт. Ăна çисен йăл илетĕпех. Атте алăк уçса пÿрте кĕрсен, ăна хирĕç çил пек ыткăнăп та вăйлă аллăмсемпе ыталаса илĕп, – вăйсăррăн калаçнă пĕчĕкскер.
Марье те ашшĕне çав тери кĕтнĕ. Пĕр кунхине вара пĕртен-пĕр хитре пушмакĕпе кĕпине тăхăнса сак çине хăпарса тăнă. Амăшĕ пÿрте кĕрсенех тутăрĕпе сулкалашса:
– Анне, анне! Аттене эпĕ ак çакăн пек кĕтсе илетĕп! Капла кăмăллăрах та пулать ăна, – хĕпĕртенĕ пĕчĕкскер пĕр вырăнта тĕпĕртетсе.
...Çтаппан час-час килне çыру янă. Пĕррехинче вара килĕнчисене шартах сиктернĕ вăл. «... Темĕн, сывă юласси пулмасть пуль. Мускав çывăхĕнчи ĕнерхи пысăк çапăçура нумай салтак вилчĕ. Ыран пирĕн те тăшманпа куçа-куçăн тăмалла пулать. Шанчăк сахалтарах. Сывă юлсан мĕн пулса иртнине хыпарлăп», – вĕçленĕ хайхискер черетлĕ çырăва.
Çук, кун хыççăн пĕр хыпар та илмен Алексеевсем Çтаппанран. Инкек çине синкек тенешкел, чирлĕ Марье ура çине тăрайман. Ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Тепĕр виçĕ кунтан Мускавран эмелĕ те çитнĕ.
– Эх, тин мĕн тума кирлĕ-ха ку эмел? Чĕртеймест-çке вилĕ пĕчĕк хĕрĕме-е-е! Çтаппан таврăнсан мĕн калĕ халь мана?!– тесе пĕр чарăнми хÿхленĕ салтак арăмĕ.
Каялла таврăнма çул пулмарĕ
1942 çулта мăшăрĕн хыпарсăр çухалнă хучĕ килнĕ. Ку хыпар Аннăна уяр кунта аçа çапнă пекех туйăннă. Çапах хăйне алла илнĕ.
– Пулма пултараймасть! Виллине курмасăр ĕненместĕп. Суя сăмаха итлеме вăй-халăм та çук. Акă пĕррехинче киле ырă-сывă таврăнатех вăл, – тенĕ чĕтренсе тухакан сассипе.
...Çĕнтерÿ кунĕ çитнĕ.
– Вăрçă чарăннă тенине ĕненессĕм килмест. Темĕнле çывăрмасăр курнă тĕлĕк пек... Чип-чиперех пурăнас çынсене мĕн чухлĕ пĕтертĕн эсĕ, вăрçă! Мĕн чухлĕ хурлăх кÿтĕн, пин-пин çынна ĕмĕрлĕх чăлах та телейсĕр туса хăвартăн. Таврăнĕ-ши манăн Çтаппан? Хыпарсăр çухалнисем те килкелеççĕ тет ялсенче. Ман шухăшпа вăл чĕрех. Ак паян-ыран таврăнатех вăл, – тенĕ Анна татăлса макăрса.
– Куççульпе хурлăха пĕтереймĕн, вăйна çухататăн. Анчах пурнăçра пире вăй питĕ нумай кирлĕ пулать. Çирĕп-рех пулма тăрăш, ан çунтар чĕрÿне. Санăн ывăлушăн пурăнмалла. Ăна ура çине тăратмалла, – тесе лăплантарма тăрăшнă ăна кÿршĕ-аршă.
– Ах, хĕвел те çаврăнса тухать, хур кайăксем те вĕçсе килеççĕ, салтаксем те киле таврăнчĕç. Пĕр Çтаппана çеç ку таран çитсе каялла таврăнма çул пулмарĕ, – хÿхленĕ ниçта кайса кĕрейми.
Çулсем хуллен шунă. Анна кирек мĕнле ĕç тума тытăнсан та куçĕ умне мăшăрĕн сăнарĕ тухнă. Урампа иртсе пынă чухне те пĕр кĕтмен çĕртен ăна аса илсе ăшне хускатнă. Пахчана тухнă – каллех Çтаппан! Ирхине вăранса куçне уçнă кăна – чи малтан пуçне мăшăрĕ пырса кĕнĕ. Кăмакана аллипе сăтăрнă май: «Эх, кăмака ăшшипе урăх ăшăнса кураймарĕ ман Çтаппан!» – тесе куллен куççульленнĕ.
1974 çулхи авăн уйăхĕ. Вăрçăра хыпарсăр çухалнă салтакăн Александр Васильевич Васильевăн шăммисене тупса тăван тăрăха илсе килнĕ текен хыпар ял тăрăх хăвăрт сарăлнă. Анна та ăна пытарнă çĕре мăнукне, Светăна, çавăтса кайнă. Хурлăхлă оркестр кĕвви янăранă май салтак арăмĕ ĕсĕклесех макăрнă.
– Манăн Çтаппан та вилнисен шутĕнчех ĕнтĕ. Ах, унăн тата шăмми-шакки ăçта-ши? Ăна та çакăн пек тирпейлесе пытарасчĕ хам çĕре кĕриччен, – тенĕ чунне ыраттарса.
Тăтăшах ĕсĕкленĕ салтак арăмĕ.
– Çак вăрман, уй-хир, тавралăх – этем сăнарне йышăнас пулсан – мĕн тери илемлĕ, сатур та кăмăллă, ача пек таса чунлă та итлекен çын пулмалла... Çтаппан пек... – тенĕ куççульне тутăр вĕçĕпе шăлнă май.
Çтаппанпа тĕл пулатпăрах...
Кашни çулах çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче палăк умне митинга кайнă Анна. Унта та куççульне тытса чарайман.
– Ах, ман Çтаппанăн та çак ветерансен хушшинче лармаллаччĕ те çав. Мĕншĕн, мĕншĕн таврăнмарĕ вăл? Уксах-чăлах пулсан та хам мăшăрччĕ вĕт-ха. Вăл юнашар чухне пурнăçĕ те урăхларах килетчĕ ĕнтĕ. Авă ывăлăм та Хусанти аслă шкула вĕренме кĕчĕ. Шел, укçа-тенкĕ енчен йывăр пулнăран вĕренме пăрахрĕ, – тенĕ хăйпе хăй калаçса.
Сакăр вун виçĕ çул пурăннă Анна Ивановна çакă çутă тĕнчере. Яланах мăшăрĕн çырăвĕсемпе сăн ÿкерчĕкĕсене пăхса куççульленсе ларнă вăл. Юлашкинчен чире пула вырăнпах вырта пуçланă кинемей.
– Кĕçех Çтаппан патне кайма вăхăт çитет ахăртнех. Леш тĕнчере тĕл пулатпăрах ĕнтĕ. Тĕл пулатпăрах. Чун ыратăвĕ тинех лăпланĕ. Эх, Турăçăм, пурнăç яланах пыл та çу мар çав. Сиктермерĕн эсĕ мана çемçе сăпкара-а-а-а...– тенĕ вăйсăррăн тухакан сассипе.
...Светлана Алексеевна та паян çутă шанчăкпа пурăнать. Аслашшĕ пирки мĕнле те пулин çĕнĕ хыпар илтессе ĕмĕтленет.
– Иван Филиппович пирки çитмĕл çул иртсен хыпар çитрĕ вĕт. Апла, манăн асатте те хыпарсăр çухалман. Вăл та паттăр салтак пулнă, – терĕ те педагог, куçĕнчен куççуль юхса анчĕ.
Вăрмар районĕ,
Мăнçырма.
Комментировать