Комментировать

17 Апр, 2014

Мĕнле пурăнатăн, аякри тăван?

Черетлĕ çул çÿревпе Чĕмпĕр чăвашĕсем патĕнче пулма тÿр килнишĕн питех те савăнтăм. Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш тата Çĕнĕ Улхаш вăтам шкулĕсенче вĕренекенсемпе тĕл пулу ирттертĕмĕр. Çак илемлĕ ялсенче чăваш çемйи чылай. Ашшĕ-амăшĕ те ачисене тăван чĕлхепе калаçма, йăла-йĕркене пăхăнма вĕрентет. Арçын ачасемпе хĕр ачасем пĕлÿ çуртĕнче те чăн чăвашлах пуплеççĕ. Вĕрентекенсем кулленех шкул ачисене ĕлĕкхи йăла-йĕркепе паллаштараççĕ, атте-анне чĕлхине юратма хăнăхтараççĕ.

«Чăваш филологи факультетне вĕренме кĕресшĕн»

– Эпĕ чăваш çемйинче çуралнă. Килте тăван чĕлхепех калаçатпăр. Чăваш праçникĕсене те уявлатпăр, – тет Çĕнĕ Улхаш шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Лиза Ахвандеева.

Çеçпĕл Мишши каланă сăмахсем аса килчĕç. "Хастарлă, хыт утăмлă пулăр, çĕр-шывăн хастар ачисем..." Лиза та çавнашкал пулнăн туйăнчĕ. Чăваш юнĕ чупать унра, вăл, чăн та, чăвашлăхшăн çунать. "Чĕлхемĕре упраса хăварас килет. Мĕншĕн-ха хăшĕсем тăван чĕлхепе калаçмаççĕ? Вăтанаççĕ-ши?" Çак ыйту канăç памасть ăна. Хăй вара кашни кун тăван чĕлхепе çырнă илемлĕ литература произведенийĕсене вулать, яланах çĕннине пĕлме тăрăшать.

– Ĕлĕкхи йăла-йĕркепе кăсăкланатăп. Унсăр пуçне аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çинчен çырнă кĕнекесене вулама кăмăллатăп, – пĕлтерет Чăнлă район пики.

Лиза шкулти "Тăван чĕл-хе историйĕ" кружока çÿ-рет. Унăн ĕçĕ-хĕлне чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Светлана Федоровна Кудряшова йĕркелесе те ертсе пырать. Ачасене тăванлăх тĕнчипе паллаштарнисĕр пуçне йăла-йĕркепе тĕрлĕ уява еплерех ирттернине ăнлантарса парать. Нумаях пулмасть Светлана Федоровна Лизăна чăваш чĕлхи олимпиадине хутшăнма хатĕрленĕ. Пике район шайĕнче мала тухса облаçре те пĕрремĕш вырăн йышăннă. Учитель вĕрентни те, паллах, пулăшнă ăна. Чылай ыйту паллă çыравçăн пултарулăхĕпе тата халăх йăли-йĕркипе çыхăннă пулнă. Ун йышшисене кружока çÿрекенсем пĕрре мар пăхса тухнă-ха.

Халĕ Лиза экзаменсене хатĕрленет. Чун киленĕçĕ валли те вăхăт уйăрма тăрăшать вăл. Пушă самант тупăнсан хĕр ача Чăвашкассинчи культура çуртне васкать. Унта ташă кружокĕ ĕçлет. Мал ĕмĕтлĕ Лиза кунта та хăйне шыври пулă пекех туять: канать, ăсталăхне туптать, тавра курăмне ÿстерет....

– Шкул пĕтерсен Шупашкара çул тытăп. Чăваш филологи факультетне вĕренме кĕресшĕн эпĕ, – йăл кулать пике.

 

Чĕмпĕр облаçĕн «Сарпики»

Диана Ендияровăшăн ку çул чăннипех те савăнăçлисенчен пĕри пулчĕ. Пуш уйăхĕн-че вăл Чĕмпĕрте иртнĕ «Сарпике» конкурсра çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Çакăншăн хĕпĕртемелле мар-и вара? Диана облаçăн чи маттур та илĕртÿллĕ, анлă тавра курăмлă чăваш пики пулнă саманта халĕ те хавхалансах аса илет.

– Мероприятие тĕплĕн хатĕрлентĕм. Унта пурĕ вун икĕ хĕр ача хутшăнчĕ, пилĕк конкурсра тупăшрăмăр. Малтанах хамăрпа паллаштартăмăр, кайран чăваш йăли-йĕр-кине еплерех пĕлнине кăтартрăмăр. Тÿре- сене чăваш ташшипе кашни савăнтарчĕ, наци апат-çимĕçĕпе сăйларĕ. Юлашкинчен вара кĕвентепе шыв витрисем йăтса чăн-чăн чăваш пикисем пек çăмăллăн та хитрен утса çÿрерĕмĕр.

Çапла Диана чи пысăк кăтартусемпе пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă. Çĕнĕ Улхаш пики пĕлтернĕ тăрăх, çак ĕçре чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн тÿпи те пысăк. Светлана Федоровна Кудряшова хатĕрленисĕр пуçне хĕрне ашшĕпе амăшĕ те чылай пулăшнă.

– Чăваш апатне мĕнлерех хатĕрлемелли пирки аннерен канаш ыйтрăм. Пĕрле чăкăт пĕçертĕмĕр, кайран конкурсра çак апата мĕнле янтăламаллине каласа патăм, – пĕлтерет Диана.

Тÿресем тăван халăх йăли-йĕркине еплерех пĕлнине те пысăк хак панă. Чăвашкассинчи клуб ĕçченĕ Родион Кириллов тăрăшнипе, çак ял каччисем пулăшнипе конкурсант «Салтак ăсатни» инсценировка та кăтартнă. Диана тĕп рольте вылянă. Арçын ачасем купăс каланă, амăшĕ ывăлне кĕл туса та пил парса çăкăр-тăварпа инçе çула ăсатнă... Калама çук курăмлă та асра юлмалла пулса тухнă сценка.

– Ташлама вара улттăмĕш класра вĕренекен Ксюша йăмăкăм вĕрентрĕ. Вăл Чăвашкасси клубĕнчи ташă кружокне çÿрет. Эпĕ те унта çул такăрлатнă-ха, анчах пушă вăхăт сахаллине пула час-часах çÿрейместĕп, – калаçăва малалла тăсрĕ «Сарпике». – Юлашки конкурса та хатĕр-ленмесĕр кайман. Тулли витресене кĕвентепе йăтса унталла та кунталла çÿреме хăнăхрăм. Конкурсра вара пушшисене йăтнăччĕ.

Чĕмпĕр облаçĕн «Сарпики» ята тивĕçнĕ Диана çулсеренех чăвашлăхпа çыхăннă мероприятие хутшăнать: тĕрлĕ конкурсра, чăваш чĕлхи олимпиадисенче палăрма та ĕлкĕрнĕ. Вуннăмĕш класра вĕренекенскере тус-юлташĕ те, ял-йыш та мухтать.

 

 

Ăста алăсемпе пулăçсем

Кивĕ Улхашри вăтам шкулти пиллĕкмĕшсем технологи класĕнче пухăннă. Арçын ачасем парта хушшинче лараççĕ, хăйсем темĕн пирки калаçаççĕ. Хĕр ачасен ĕçĕсен куравĕ иккен. Вĕсем ăсталанă ытарма çук «капăрлăха» пăхса тăранаймăн.

– Эсир çитессе пĕлсе ачасене хăйсен ĕçĕсене илсе килме хушрăм, – сăмах хушрĕ пиллĕкмĕш класс ертÿçи Раиса Николаевна Микка. – Сире те вĕсен пултарулăхĕпе паллаштарас килчĕ. Епле илемлĕ-çке!

Темĕн те пур кунта: мăй çакки, тĕрĕсем, кĕлеткесем... Чăн та, пĕри тепринчен капăр. Хĕр пĕрчисем мĕн пур пушă вăхăта чун киленĕçĕ валли уйăраççĕ иккен. Сăмахран, Настя Шаройкина вĕтĕ шăрçапа мăй çакки, алка тата тем те пĕр ăсталать. Дашăпа Наташа Измайловăсем тĕрлеме ăста. Йĕкĕрешсем çекĕлпе те çыхма кăмăллаççĕ. Ирина Пайкина «курава» бисертан хатĕрленĕ йывăç илсе килнĕ. Оля Чингусова та хăйĕн чи чаплă ĕçĕсене кăтартма хавас пулчĕ. Вăл тăмран кĕлеткесем ăсталать. Софья Пучкова вара вак-тĕвекрен тĕрлĕ япала хатĕрлет, унсăр пуçне тĕрĕсем эрешлет.

– Ачасем пур енлĕ аталанма тăрăшаççĕ. Шкулта иртекен мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ. Пирĕн класра çамрăк сăвăçсем те пур. Оксана Смирновăнах илер акă. Юлташĕсене çуралнă кун ячĕпе саламласа открыткăна ăшă сăмахсем çырса шăрçалать те парнелет. Кун пек парнене илме те кăмăллă, – калаçăва тăсрĕ пиллĕкмĕшсен «иккĕмĕш амăшĕ».

Раиса Николаевна Микка тĕпренчĕкĕсем – патриотсен «Катюша» клуб членĕсем те. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентеççĕ кунта. Унсăр пуçне пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшма та. Вутă çурмалла-и, тирĕк-чашăк çумалла-и... «Катюша» клуб членĕсем яланах пулăшма васкаççĕ. Ватăсем куншăн савăнаççĕ. Тин çеç пиллĕкмĕш класс Афган вăрçине хутшăннă салтаксемпе тĕл пулу та йĕркеленĕ.

Арçын ачасем пушă вăхăта еплерех ирттереççĕ-ши вара? Пурте пулă тытма кăмăллаççĕ иккен. Çулла çитессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ вĕсем. Часрах кÿлĕ хĕрринче ларса пысă-ă-ăк пулă тытма ĕмĕтленеççĕ маттурсем.

– Эпĕ спортпа туслă. Кашни кунах кĕрешÿ секцине çÿ- ретĕп. Нумай пулмасть область ăмăртăвĕ иртрĕ, мана Хисеп хучĕ парса чысларĕç. Çакăншăн питĕ савăнтăм, – пĕлтерет Денис Чатта.

Кивĕ Улхаш ачисем маттур пулни иккĕлентермест. Тăрăшса вĕренеççĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса хул-çурăма çирĕплетеççĕ...

 

Пилĕк çул хорта юрлать

– Сăвă çырасси пĕр вăхăт чун киленĕçĕ пулса тăнăччĕ. Халь пушă вăхăт çитсе пыманран çак ĕçе пăрахăçларăм. Часах экзамен тытмалла, çавăнпах халĕ çине тăрса, тăрăшса вĕренетĕп. Урокра та, килте те тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçлатăп, – тет вун пĕрмĕш класра ăс пухакан Наталья Суркова.

Кивĕ Улхаш пики сăвă йĕркисене чун-чĕрере çуралсанах ятарлă тетраде çырса хума тăрăшать. «Паллах, веçех кăмăл-туйăмран килет», – тет вăл. Çут çанталăка сăнама кăмăлланăран чылай сăвă унпа çыхăннă Наташăн. Юрату çинчен шăрçаланисем те çук мар. Ун йышши сăвăсене çырма ăна илемлĕ литература произведенийĕсем çунатлантараççĕ иккен.

– Пĕр вулама пуçла-сан кĕнекене алăран ярас та килмест. Манăн юратнă хайлавсем те пур. «Укахви хурăнĕ» калаври тĕп сăнара питĕ шеллетĕп. Вăл чунпа ырă, чăтăмлă пулни тĕлĕнтерчĕ. «Чĕкеçĕм, чĕкеç» кĕнекене вуласа тухсан куçăмран куççуль юхрĕ, – чунне уçрĕ пике.

Наташа пултаруллă пулнине тепĕр тĕслĕхпе те çирĕплетме пулать. Пике музыка шкулĕн фортепьяно класĕнче вĕреннĕ. Улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне вăл клубра йĕркеленĕ хора çÿреме пуçланă.

– Юратсах çÿретĕп унта. Ташлатпăр, чăваш юррисене шăрантаратпăр. Чăвашлăхшăн тăрăшатпăр, – йăл кулать пултаруллă хĕр.

 

Чĕмпĕр облаçĕ, Чăнлă районĕ.

АВТОР сăн ÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.