Архив - 6 Апр, 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

6 Апр, 2017

«Çамрăксен хаçачĕ» 13 (6157) №. 6.04.2017

6 Апр, 2017

«Журналист» сăмаха илтсенех хавхалану çуралнă

Шкултан вĕренсе тухакансене пĕр ыйту канăç памасть: ăçталла çул тытмалла? Хăш профессие суйламалла? Чун туртман ĕçре тăрăшаймастăн-çке-ха. ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ Рифат Фаткуллин вара пулас профессие суйланă чухне пĕрре те иккĕленмен.

6 Апр, 2017

«Çамрăксен хаçачĕ» - чунпа çамрăк çынсем валли

Сергей ПЕТРОВ, чăваш эстрада юрăçи:

— Хаçат-журнал, кĕнеке вулакан çын ăс-тăн пухма, çĕннине пĕлме тăрăшать. Хаçат-журнал — тус пекех, унта нумай ыйтăвăн хуравне тупатăн. Студент чухне кĕнеке вулама хушатчĕç, манăн килте пĕчĕк библиотека пур. Çырăнса илнĕ хаçат-журнала та эпир пухса пыраттăмăр, халĕ те çаплах тăватпăр. «Çамрăксен хаçачĕн» кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтетĕп.

6 Апр, 2017

Мулкач тытнă ятпа уяв йĕркеленĕ

Сунар — чăн-чăн арçынсен кăсăкланăвĕ. Йăх-несĕлсен тĕп ĕçĕсенчен пĕри паянхи кунччен сыхланса юлнă. Пирĕн çĕршывра, ыттисемпе танлаштарсан, сунара çÿресси анлă сарăлнă. Чăваш Енре те чĕр чунсемпе кайăксене тытма кăмăллакан чылай. Пур сунарçă та сайра тĕл пулакан е паха тирлĕ тискер чĕр чуна тытма ĕмĕтленет тесе шухăшланăччĕ. Йăнăшнă иккен. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Упукушкăнь ялĕн каччи Алексей Трофимов кун пирки ĕмĕтленмест. 10 çултах алла сунар пăшалне тытнăскер çĕршывăн аякри кĕтесĕсене кайса экзотика чĕр чунĕсене тытма шухăшламасть. Тăван тăрăхрах аван ăна. Сунар уншăн тупăш тумалли ĕç мар, чун киленĕçĕ кăна.

6 Апр, 2017

«Ывăлăм асапланнине курма питĕ йывăрччĕ»

Инкек пĕр кĕтмен çĕртен алăкран шаккать. Патăрьел районĕнчи Тури Тăрмăш ялĕнче пурăнакан Петровсен çемйине те вăл ăнсăртран килнĕ. Кил ăшшин управçин Элина Гавриловнăн нушине нумай тÿсме тивнĕ. Иртнине аса илсен унăн куçĕ шывланать..

6 Апр, 2017

«Уява чăвашсем йышлăн пухăнни вăй-хал паратчĕ»

Хальхинче «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне çывăх тусăма, уçă та черчен сасăллă чăваш юрăçине чĕнес терĕм. Паллашăр, Роза ДАНИЛОВА-КĔЛЧЕЧЕК. Вăл пурнăç çулĕпе «Атăл шывĕ катăлать, чун нихăçан та ватăлмасть» девиза тĕпе хурса пуç усмасăр, йывăрлăхсене парăнмасăр малалла утать.

6 Апр, 2017

«Аннене халĕ те каçарăттăм»

Ферма котельнăйĕнче ĕçлекен ашшĕ пĕчĕк Катьăна пĕрмай пĕрле илсе çÿренĕ. Çав кун çемье пуçĕ килтен ир-ирех тухса кайнă. Ун чухне ялта пĕрисем сысна пуснă, Михаил вĕсене пулăшнă. Хĕрĕнкĕскере ентешĕсем котельнăйне кĕртсе вырттарнă, икĕ алăка та тултан питĕрнĕ.

6 Апр, 2017

Метеоролог — Турă мар

Вăл çанталăк мĕнле пулассине тĕп­–тĕрĕс калаймасть

Чăваш Енри гидрометеоцентра кайнă кун урамра тĕлĕнмелле çанталăк хуçаланчĕ. Общество транспорчĕн чарăнăвне тухрăм — хĕвел куçа йăмăхтаратчĕ. Транспорта ларса вырăна çитиччен юр çума тытăнчĕ. Хĕл çăмăллăнах парăнасшăн мар. Гидрометеоцентра çитсен халăха гидрометеорологипе тивĕçтерекен уйрăм пуçлăхĕнчен Марина Китарьевăран кĕнĕ-кĕмен ыйтрăм: «Хăçан çуркунне çитет?»

6 Апр, 2017

Сурăх ĕрчетсе тупăш тăваççĕ

Икĕ алла — пĕр ĕç. Çапла шухăшлаççĕ Вăрнар районĕнчи Ярмушкара пурăнакан Дениспа Анастасия Лаврентьевсем. Ялта тĕпленнĕ çамрăк мăшăр /Денис — 29-та, Настя — 27 çулта/ ĕç çук тесе алă усса лармасть, сурăх ĕрчетсе тупăш тăвать.