Комментировать

6 Апр, 2017

«Ывăлăм асапланнине курма питĕ йывăрччĕ»

Инкек пĕр кĕтмен çĕртен алăкран шаккать. Патăрьел районĕнчи Тури Тăрмăш ялĕнче пурăнакан Петровсен çемйине те вăл ăнсăртран килнĕ. Кил ăшшин управçин Элина Гавриловнăн нушине нумай тÿсме тивнĕ. Иртнине аса илсен унăн куçĕ шывланать..

Çине-çине инкек

Хĕр пĕвне кĕрсенех Элина пысăк хуйха чăтса ирттернĕ: 11-мĕш класра вĕреннĕ чухне вăл чи çывăх çыннине, амăшне, ĕмĕрлĕхех çухатнă. Шăпа ăна ăшшĕсĕр çитĕннĕ каччăпа Юрий Федоровичпа пĕрлештернĕ. Вĕсем 1994 çулта çемье чăмăртанă. Çамрăксем çурт лартнă, вăй çитнĕ таран хуралтă таврашне çĕкленĕ. Иккĕшĕ те йышлă çемьере çитĕннĕ, çавăнпа нумай ача пирки ĕмĕтленнĕ. Петровсен виçĕ ывăл çуралнă. Телейлĕ çемье тĕпренчĕкĕсемпе савăннă. Анчах вăхăт нумаях та иртмен — Элина Гавриловнăн 29-ти йăмăкĕ çур çул йывăр чирлесе выртнă хыççăн çĕре кĕнĕ. Пысăк çухату суранĕ тÿрленсе ĕлкĕреймесĕрех Петровсем аслă ывăлне Володьăна салтака ăсатнă. Унпа пĕрле çар тивĕçне пурнăçланă яшсене Украинăна яма тытăнсан амăшĕн чунĕ вутра çуннă. Володьăшăн пăшăрханса вăл Турра кĕл тунă. Амăшĕн кĕлли çĕре ÿкмен — Володя тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.