Метеоролог — Турă мар

6 Апр, 2017

Вăл çанталăк мĕнле пулассине тĕп­–тĕрĕс калаймасть

Чăваш Енри гидрометеоцентра кайнă кун урамра тĕлĕнмелле çанталăк хуçаланчĕ. Общество транспорчĕн чарăнăвне тухрăм — хĕвел куçа йăмăхтаратчĕ. Транспорта ларса вырăна çитиччен юр çума тытăнчĕ. Хĕл çăмăллăнах парăнасшăн мар. Гидрометеоцентра çитсен халăха гидрометеорологипе тивĕçтерекен уйрăм пуçлăхĕнчен Марина Китарьевăран кĕнĕ-кĕмен ыйтрăм: «Хăçан çуркунне çитет?» «Нарăс уйăхĕнче пĕр вăхăт ăшă тăнипе çынсем çанталăк ăшăтасса кĕтрĕç пуль-ха. Ан васкăр, халĕ иртерех-ха. Пăшăрханма кирлĕ мар — çуркунне пур-пĕрех çитет», — йăл кулса калаçрĕ Марина Анатольевна. Кăçал вăл гидрометеорологи службинче ĕçлеме тытăннăранпа 30 çул çитет. Опытлă специалистăн каласа кăтартмалли чылай пулчĕ.

Кашни 3 сехетре тĕрĕслеççĕ. Кирек мĕнле çын та урамра миçе градус ăшă, сивĕ пулассипе интересленет. Урама сунчăксăрах тухмалла-и е ăшăрах тумланмалла-и? Гидрометеорологи центрĕ кашни хуларах пур. Чăваш Енри гидрометеоцентр 1932 çултанпа ĕçлет. Анчах унччен те çынсем çанталăка сăнаман мар. Пирĕн тăрăхри метеостанцисем чылай маларах ĕçлеме тытăннă. Улатăрти, сăмахран, 1885 çулта хута кайнă, Шупашкарти — 1890 çулта. Халĕ республикăри хăш-пĕр хулапа салара — Шупашкарта, Канашра, Пăрачкавра, Патăрьелте, Улатăрта — метеолампасем пур, унта ятарлă приборсем вырнаçтарнă. Çанталăка сăнакансем /метеорологсем/ вĕсемпе сывлăш температурине, нӳрĕклĕхе, атмосфера пусăмне, çил хăвăртлăхне виçеççĕ. Чи интересли — вĕсем çак ĕçе кашни 3 сехетре пурнăçлаççĕ. Ирхине-и е каçхине-и, уявра-и е канмалли кун-и, çил-тăманра-и е çумăрта-и — поста тухмалла. Тĕлĕнмелле те, тĕнчери пур метеоролог та палăртнă пĕр вăхăтра, кашни 3 сехетрен, çанталăка сăнать. Çавăнпа талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ĕçе кайма тивет вĕсен. Мăшăрĕсем кĕвĕçмеççĕ-ши? Метеорологсем дежурствăпа ĕçлеççĕ иккен. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче, метеостанцисем ытла аякра вырнаçнă вырăнсенче, вара çемйипех пурăнаççĕ. Пирĕн республикăри метеолапамсен специалисчĕсем приборсене тĕрĕсленĕ хыççăн даннăйсене çырса илеççĕ, кайран вĕсене республикăри гидрометеоцентра яраççĕ. Унтан даннăйсем Чулхулана, Мускава çитеççĕ. Çĕршывăн тĕп хулинче регионсенчен янă информацие ятарлă географи картти çине кĕртеççĕ. Çакна шута илсе специалистсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне мĕнле циклонсемпе антициклонсем килессине палăртаççĕ. Сăмах май, метеостанцисене пĕр вырăнтан теприне куçармасан аван. Унăн хула айккинче лармалла. Анчах хальхи вăхăтра хуласем, сăмахран Мускав, питĕ хăвăрт «ӳсеççĕ»-çке.

Çанталăка сăнанă. Марина Анатольевна Кемĕр облаçĕнчи Березовский хулинче çуралнă. Вăл çемйипе пурăннă çуртран инçех мар, 200-300 метрта, тайга пуçланнă. Пĕчĕк чухне ачасем вăрманта чупса çӳренĕ. Марина Анатольевна шкулта вĕреннĕ вăхăтрах çанталăка сăнама юратнă. Ӳсерехпе вăл гидрометеослужба пуррине пĕлнĕ. Шкул хыççăн пике океанолога вĕренме кĕмешкĕн Одессăна çул тытнă. Анчах унăн 1 балл çитмен. Унăн кăмăлĕ хуçăлнă, вăл киле таврăннă. Шăпах çавăн чухне вырăнти метеостанцире ĕç вырăнĕ пуррине пĕлнĕ. 17-ри пике унта пĕр шухăшламасăрах çул тытнă, унта 2 çул ĕçленĕ. Кайран специальноç илес тесе тепĕр хутчен Одессăна кайнă вăл, 5 çул аслă шкулта вĕреннĕ. Ăс пухнă хушăра вăл пулас мăшăрĕпе, морякпа, паллашнă. Унăн ашшĕ-амăшĕ Çĕнĕ Шупашкара хими заводне çĕклемешкĕн килсен Чăваш Енрех пурăнма юлнă. Марина Анатольевна мăшăрĕпе Чăваш Республикине киличчен Чулхулара пурăннă. Пирĕн патри гидрометеоцентрта вăл 20 çул тăрăшать. Хăй вăхăтĕнче техникра ĕçленĕскер карьера картлашкипе хăпарса уйрăм ертӳçи таран çитнĕ вăл.

Метеорологпа синоптик пĕр çын мар. Çынсем çанталăк мĕнле пулассине радиопа итлеççĕ е телевизорпа кураççĕ, хаçат-журналта вулаççĕ. Анчах ăна епле палăртнине пĕлеççĕ-ши? Ахăртнех, чылайăшĕ синоптикпа метеоролог пĕр çын тесе шухăшлать. Вĕсем йăнăшаççĕ. Метеоролог çанталăка сăнать, даннăйсене пуçтарать. Çавсене шута илсе синоптик миçе градус ăшă е сивĕ пулассине палăртать. Метеорологире тĕрлĕ специализаци пур. Агрометеорологсем, сăмахран, ял хуçалăх культурисене сăнаççĕ. Специалистсем уй-хире тухса вĕсене акнă вăхăтран пуçласа пуçтарса иличченех пăхса тăраççĕ. Кун сиктерсе тыр-пул çӳллĕшне, çăралăхне, унăн аталанăвне виçеççĕ. Çуллахи вăхăтра 10 кунра пĕрре çĕре çур метр е 1 метр тарăнăш чавса нӳрĕклĕхе тĕрĕслеççĕ. Паллă ĕнтĕ: çак специалистсен биологипе ботаникăна лайăх пĕлмелле. 2010 çулхи çулла çĕршывра шăрăх çанталăк тăнине пурте астăваççĕ ахăртнех. Шăпах агрометеорологсем тăпрана тĕрĕсленĕ хыççăн нӳрĕк çуккине, синоптиксем вара çумăр çумассине палăртнă. Çавна май чылай тăрăхра чрезвычайлă лару-тăру пулнине пĕлтернĕ. Гидрологсен тĕп тивĕçĕ — шыва сăнасси. Пирĕн республикăри специалистсем пысăк юханшывсене пăхса тăраççĕ. Гидрологсем кашни кун шыв шайне тĕрĕслеççĕ, кашни 10 кунра пĕрре — юхăм хăвăртлăхне.

Автомат çыншăн ĕçлет. Метеорологăн ĕçне çăмăллатакан прибор — термометр. Вăл ӳт температурине виçмелли градусник евĕрех, анчах чылай пысăкрах. Шăрăх çанталăкра хĕвел хытă хĕртет, çавăнпа прибора метеолапамсенчи будкăсене вырнаçтараççĕ. Хĕвел ытлах ан хĕрттĕр тесе будкăсене шурă тĕслĕ сăрлаççĕ. Ахаль термометрсăр пуçне специалистсем сывлăш нӳрĕклĕхне пĕлме май параканнипе те усă кураççĕ. Каçхине çанталăк миçе градус пулнине, кунĕпе чи пысăк градус мĕн чухлĕ кăтартнине пĕлмелли приборсем те тĕрлĕрен. Сăмах май, термометрсене 2 метр çӳллĕшĕнче çакаççĕ. Ку — çын пурăнакан сывлăш сийĕ. Термометра пӳрт тăррине çакса пăхăр-ха — вăл хĕвел хытă хĕртнипе çав самантрах çĕмĕрĕлет. Хальхи вăхăтра кашни станцире автомат хатĕр-хĕтĕрĕ вырнаçтарнă. Çакă çын ĕçне чылай çăмăллатать.

Кашнинех ĕненмелле мар. Хальхи вăхăтра урамра мĕнле çанталăк пулассине пĕлме питĕ çăмăл. Уйрăмах çамрăксем йăпăр-япăр Интернета кĕрсе кирлĕ информацие тупаççĕ. Кирек мĕнле сайта кĕр — эрнелĕх, уйăхлăх çанталăк кăтартăвĕсене вырнаçтарнă. Куç-пуç алчăраса каять. Чăннипе, синоптиксем 5 кунлăха çеç тĕрĕс çанталăк палăртма пултараççĕ. Ку — тĕнчере çирĕплетнĕ вăхăт. Унран ытларах тапхăра, уйрăмах 1-2 уйăх таран, çанталăка палăртакансем суяççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Ара, атмосфера улшăннине кура тепĕр уйăхран ăшă е сивĕ пулассине калама çăмăл мар. Пирĕн республикăри гидрометеоцентрта, ытти регионти пекех, çанталăка 3 кунлăха палăртаççĕ. Тĕп управленире /Чăваш Енри метеоцентр Чулхуларине пăхăнать/ 4-5 кун валли хатĕрлеççĕ. Хальхи вăхăтра метеорологипе пачах çыхăнман çынсем тупăш тăвас тĕллевпе çанталăк мĕнле пулассине çыраççĕ. Çынсем вĕсене ĕненеççĕ. Унччен гидрометеоцентр МИХсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ: радиопа, телевизорпа кунти специалистсем хатĕрленĕ çанталăк çинчен хыпарланă. Халĕ вара — çук. Гидрометеоцентр даннăйсене влаç органĕсене, Чрезвычайлă лару-тăру министерствине ярса парать. Кирлĕ-кирлĕ мар çĕрте çанталăк çинчен вуласа пĕлнĕ çынсем, уйрăмах ватăсем, гидрометеоцентра шăнкăравласа вăрçма пикенеççĕ. Специалистсем ку даннăйсем вĕсен маррине ăнлантараççĕ. Республикăри гидрометеоцентр ĕçченĕсем хăйсен ĕçĕшĕн яваплă. Çанталăк япăххине пула шар курнă çынсем шăпах кунта справка илме килеççĕ. Интернетра вара нимĕнле хут та илеймĕн.

Вĕсем те йăнăшаççĕ. Çанталăка палăртмалли саккунсене иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенчех çирĕплетнĕ. Анчах хальхи вăхăтра пурнăç улшăннине кура, этем çут çанталăк еккине витĕм кӳнĕ май веçех ылмашăнать. «Иртнĕ çуркунне питĕ ăшă тăчĕ. Хальхинче те çаплах пулĕ», — тесе шухăшлать чылайăшĕ. Пачах ун пек мар. Иртнĕ çул çанталăк мĕнле пулнине кура хальхине палăртма май çук. Марина Китарьева ĕçлеме пуçланă чухне хăй те çавнашкал сăнавсем ирттерме хăтланнă. Унăн шухăшĕпе, пирĕн йăх-несĕлсем çанталăка сăнани чăна çаврăннă, мĕншĕн тесен пурнăç, хальхипе танлаштарсан, урăхларах пулнă. Халĕ специалистсем циклон пĕр енне кайнине палăртсан вăл пачах урăх еннелле çул тытма пултарать. Çакна çирĕплетсе Марина Анатольевна 2004 çулта Шри-Ланка утравĕнче пулнă цунамие аса илчĕ. Ăна пула чылай тăрăхра çанталăк улшăннă. Раççейре, сăмахран, кăрлач уйăхĕ, унчченхи çулсенчипе танлаштарсан, 6-7 градус ăшăрах тăнă. Çанталăкран темĕн те кĕтме пулать. Метеорологсем тепĕр виçĕ кунран çумăр çăвассине 100 проценчĕпех çирĕплетсе калаймаççĕ. Вĕсем Турă мар-çке.

Ирина КОШКИНА.

Автор сăн ӳкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.