Архив - Янв 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

январь 29th

29 Янв, 2015

“Çамрăксен хаçачĕн” пики

<<<Ольга Дикина. 23 çулта. Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕскер Шупашкарти коопераци институтĕнче 5-мĕш курсра вĕренет.

Диана Филимонова, 16 çулта. Елчĕк районĕнчи Патреккел пики Елчĕк вăтам шкулĕнче ăс пухать.>>>

Конкурса хутшăнма кăмăл пур-и? Сăнÿкерчĕкĕрсене molgazeta@rambler.ru электрон почтăна ярса пама пултаратăр. Çырура ят-шыва, ÿсĕме, ăçта пурăннине-вĕреннине палăртма ан манăр.

январь 22nd

22 Янв, 2015

Суранĕ ыратнине чăтса тĕттĕмлениччен выртнă

- Вăрçă чарăннă кун совет çыннисем кăна мар, Канашра ĕçлесе пурăннă тыткăнри фашист салтакĕсем те сиксе савăнчĕç, ташша ячĕç, - 70 çул каяллахине куç умне кăларчĕ Вăрмар районĕнчи Чăрăшçырма ялĕнче пурăнакан Геннадий Анисимов.

22 Янв, 2015

Хваттер вăрри нумайланнă

Йăлана кĕнĕ пекех, ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов кăçал та ведомствăн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансене пухрĕ. Январĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ пресс-конференцире Сергей Евстафьевич пĕлтĕр Чăваш Енре 13782 преступлени пулнине палăртрĕ. Унчченхи çулпа танлаштарсан, кăтарту 2,6% чухлĕ лайăхланнă. Çапах ку лăпланса лармалли сăлтав мар-мĕн. Хăш-пĕр енпе статистика савăнтармасть.

Ют тăрăхран килнĕ преступниксем

22 Янв, 2015

Интернет чăвашсене пĕр чăмăра пухма пулăшать

Хăть те ăçта кайсан та тăван тăрăх, тăван кил, тăван халăх аса килет. Ют çĕрте чăваша курсан чун мĕнлерех хĕпĕртет! Вăл ун чухне тăванран та çывăхрах пек туйăнать. «Чăвашсем таçта та пур», - тенине илтме тÿр килет. Чăнах та, халăхăмăр тĕнчипех саланнă, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ вĕсем.

22 Янв, 2015

Солженицын стипендине те тивĕçнĕ студент

Кăçал та Чăваш Енри 1000 çамрăк ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕ. Паллă ĕнтĕ: çав йыша чи пултаруллисем, пуçаруллисем, ĕçре хăйсене кăтартнисем лекнĕ. Шупашкарта пурăнакан Артем Гаврилов çак хисепе иккĕмĕш хут тивĕçнĕ. Вăл 2013 çулта та ЧР Пуçлăхĕн стипендине илсе тăнă.

январь 15th

15 Янв, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 1 (6042) №. 15.01.2015

Амăшне хĕненĕ, пăвнă, мăшкăлланă арçынна çирĕп режимлă колоние 12 çул çурăлăха ăсатнă. 4 стр.

Александр Егоров Чечняри командировкăран таврăнсан авланасшăн, хваттер туянасшăн пулнă. 5 стр.

"Ӳлĕмрен Мускав тесе çăвар та уçмастăп", - тет пирĕн корреспондент. Мĕншĕн? 6 стр.

Раиса Сарпи поэтессăн Польшăна, Италие, Америкăна, Кавказа... качча тухса пурăнма май пулнă. 8 стр.

Турккă çыравçин Хатидже Узгюлĕн чăвашсен мифологине тĕпе хурса роман çырма кăмăл пур. 9 стр.

Юрату гороскопĕ: Арăслан килĕштернĕ çынна хăй енне çавăрма ăнтăлĕ. 12 стр.

Çамрăксен хаçачĕ

15 Янв, 2015

Шупашкарта - пăлансем

Çĕнĕ çул ячĕпе Чăваш Енре пурăнакансене Шупашкарти А.Николаев космонавт ячĕллĕ ача-пăча паркĕнчи "Ковчег" зоокĕтес ĕçченĕсем парне туса панă - пăлан аçипе амине илсе килнĕ. Хитре чĕрчунсене курма эпир те кайрăмăр.

15 Янв, 2015

Ĕçлеме ÿркенмен çынна кризис хăратмĕ

Евро, доллар кунсерен çĕпре çинчи пек ÿсни, тенкĕ пĕчĕкленсе пыни çинчен хăлха йÿçĕхмеллех пур çĕрте янратаççĕ. Санкцисем кĕртни, нефть хакĕ чакни çĕршыври экономика лару-тăрăвне лайăх енчен витĕм кÿмеççĕ. Çакă халăха пырса тиветех. Чылай тавар, апат-çимĕç, тĕрлĕ тытăмри пулăшу ĕçĕ хакланнине туйма ĕлкĕртĕмĕр.

15 Янв, 2015

“Çамрăксен хаçатне” Симферопольте те вулаççĕ

Патшана та пăхăнман вăхăт шăвать те шăвать - 2015 çулăн пĕрремĕш уйăхĕн çурри те хыçа юлчĕ. Ĕнер ирех пÿлĕм умĕнче мана кĕтсе пирĕн вулаканăмăр тăрать. Вăтам çулсенчи хĕрарăм сывлăх сунчĕ те: "Январь варри çитсе пырать, пĕр номер те килмерĕ. Сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă-ши?" - ыйтрĕ вăл. Хисеплĕ вулаканăмăрсем, эсир "Çамрăксен хаçачĕсĕр" тунсăхлани кăмăла çĕклет, пире, журналистсене, тата та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать. Мĕн тăвăн? Влаçрисем январьте пурин валли те каникул туса пачĕç те - хаçат кăларакансем те канаççĕ.

15 Янв, 2015

Тăрă шыв çине кăларнă

Кăçал январĕн 1-11-мĕшĕсенче РФ ФСКНĕн Чăваш Енри управленийĕн сотрудникĕсем оперативлă мероприятисем ирттернĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш кунĕсенчех уголовлă ĕçсем пуçарнă.

Январĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарти çурçĕр-хĕвеланăç районĕнчи пĕр çурт подъездĕнче наркотик хутăшĕ тултарнă хутаç тупни тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Кун пирки çынсем "шанăç телефонĕпе" пĕлтернĕ.

Страницы