Комментировать

22 Янв, 2015

Хваттер вăрри нумайланнă

Йăлана кĕнĕ пекех, ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов кăçал та ведомствăн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансене пухрĕ. Январĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ пресс-конференцире Сергей Евстафьевич пĕлтĕр Чăваш Енре 13782 преступлени пулнине палăртрĕ. Унчченхи çулпа танлаштарсан, кăтарту 2,6% чухлĕ лайăхланнă. Çапах ку лăпланса лармалли сăлтав мар-мĕн. Хăш-пĕр енпе статистика савăнтармасть.

Ют тăрăхран килнĕ преступниксем

Чăваш Енре шута илнĕ преступленисен хисепĕ çулран-çул чакса пырать. Ку питĕ аван, анчах Сергей Семенов министра кăтарту пĕчĕк хăвăртлăхпа çеç лайăхланни пăшăрхантарать.

Пĕлтĕр преступленисен 70,6% уçса панă. Ку цифра федерацин Атăлçи тăрăхĕнче - чи лайăххи. Çынна вĕлернĕ, çын сывлăхне юри сиен кÿнĕ, хĕненĕ, вăрланă, хĕсĕрлесе укçа ыйтнă тĕслĕх сахалланнă. Çав вăхăтрах хваттере кĕрсе çаратассипе, наркотик çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисен шучĕ ÿснĕ. Кунашкал 950 преступлени /унчченхи çулта - 878/ пулнă. Пĕтĕмпе 15,9 килограмм наркохутăш туртса илнĕ.

Пуçа ыраттаракан тепĕр ыйту - банк карттинчи укçана вăрлани. Пурнăçа çĕнĕ технологисем кĕрсех пыраççĕ, ăна алла илсе тÿрĕ çултан пăрăнакансем те çук мар. Çăмăл машинăсем вăрланă, транспортри хаклă хатĕр-хĕтĕре йăкăртнă тĕслĕх те хушăннă.

- Ытти регионтан килнĕ преступниксене тупса палăртма, вĕсен хура ĕçне çиеле кăларма май килчĕ. Нумаях пулмасть кăна "гастролерсен" ушкăнне тытса чартăмăр. Хайхискерсем Ростов облаçĕнче çуралса ÿснĕ, Мускавра пурăнаççĕ. Чăваш Ене çитиччен вĕсем Пушкăрт, Тутар республикисенче пуçтахланнă. Тĕрĕссипе, вĕсем пирĕн регион витĕр тухса кайма ĕлкĕрнĕ, анчах çул каялла выртнăран чăваш полицейскийĕсен аллине çакланнă, - каласа кăтартрĕ министр. - Тепĕр ушкăна та тупса палăртрăмăр. Чулхула облаçĕнче пурăнакан хурахсем пысăк тиев турттаракан машинăсемпе усă курса хăрушă ĕçсем тунă. Транспорт вăрланă пек кăтартса "спектакль" вылянă. Анчах пирĕн йĕрке хуралçисем суяна тăрă шыв çине кăларма пултарнă.

 

Видеокамерăсем пулăшнипе

Юлашки çулсенче пурнăçланакан "Хăрушлăхсăр хула" программа пысăк пулăшу кÿрет. Халăх йышлă çÿрекен вырăнта видеосăнав камерисем лартни чылай преступление уçса пама пулăшать.

- Куславккара пулнă тискер преступление уçăмлатма та вăлах май пачĕ. Сакăр çулти хĕрачана мăшкăлласа вĕлернĕ арçынна чылай шырарăмăр. Шкула практикăна кайнă ачана хăш тĕлтен лартса кайнине шута илсе çав кун ку тăрăхран иртнĕ пур машина водительне те тĕрĕслерĕмĕр. Çапла майпа йĕр Тутарстанран стройматериалсем туянма килнĕ арçын çине ÿкнĕ, - калаçăва тăсрĕ Сергей Евстафьевич.

Экономикăпа çыхăннă преступленисен шучĕ те пĕчĕк мар. 2014 çулта кунашкал 1361 ĕç пуçарнă. Вĕсенчен 492-шĕ - коррупципе çыхăннисем. Должноçри 102 çын тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пуçарнă, взятка илсе 162 çын хăйĕн ятне вараланă.

- 5 депутат, республика шайĕнчи 2 ертÿçĕ, район-хула пуçлăхĕсемпе заместителĕсем 4-ăн коррупциллĕ преступленисем тунине çирĕплетнĕ. Коррупци тенĕрен, Чăваш Енре кунашкал ĕçсем тăтăшах тупса палăртатпăр, анчах ку пирĕн регион чи таса маррине пĕлтермест. Полици ĕçченĕсем лайăх ĕçленине çеç кăтартать, - палăртрĕ ведомство ертÿçи.

Финанс пирамидисем - тепĕр ыйту. Республикăра 10 организаци пирки пĕлтĕр уголовлă ĕçсем пуçарнă. Пĕтĕмпе вара производствăра çакнашкал 36 ĕç.

"Шакăрча хÿреллĕ пĕр путеке пула пĕтĕм кĕтĕве айăп лекет", - теççĕ халăхра. Полици тытăмне çĕнетсе улăштарчĕç пулин те ун ятне варалакансем тупăнкалаççĕ. Пĕлтĕр 282 сотрудника ĕçрен кайма ыйтнă. Паллах, вĕсене пурне те саккуна пăснăшăн кăларса яман. Тĕрлĕ айăпа пула 55 çынна ĕçрен хăтарнă. Вĕсенчен 16-шĕ преступлениех тунă.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.