- Чăвашла верси
- Русская версия
Ĕçлеме ÿркенмен çынна кризис хăратмĕ
Евро, доллар кунсерен çĕпре çинчи пек ÿсни, тенкĕ пĕчĕкленсе пыни çинчен хăлха йÿçĕхмеллех пур çĕрте янратаççĕ. Санкцисем кĕртни, нефть хакĕ чакни çĕршыври экономика лару-тăрăвне лайăх енчен витĕм кÿмеççĕ. Çакă халăха пырса тиветех. Чылай тавар, апат-çимĕç, тĕрлĕ тытăмри пулăшу ĕçĕ хакланнине туйма ĕлкĕртĕмĕр. Тепĕр тесен, Çĕнĕ çула кĕмессерен яланах хаксем ÿснине асăрхатпăр. Уйрăмах уяв умĕн, апат-çимĕçе хĕрсе туяннине кура, ĕрĕхеççĕ вĕсем. Кайран майĕпен чакаççĕ... Акă кану кунĕсенче пĕлĕшĕм пĕр гипермаркета пĕчĕк витрери майонез туянма кĕнĕ те тĕлĕннипе 500 тенкĕрен каялла тавăрса панă укçине илсе чикме маннă: унччен 65 тенкĕ тăнă тавар хакĕ 100 тенкĕрен те иртнĕ-мĕн. Чăн та, хальтерех унта кайса курман. Хаксем пĕчĕкленнĕ-ши? Пасарта пахчаçимĕç, улма-çырла халĕ, уяв чухнехипе танлаштарсан, малтанхи шая çитнĕ. Сăмах май, республика Ертÿçи хаксемпе çыхăннă лару-тăрăва яваплисене сăнаса тăма хушнă. Хамăрăн производительсен экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçне сутлăха кăлармашкăн май ытларах туса пама, дефицит ятарласа çуратма тăрăшакан посредниксен ĕç-хĕлне чарса лартма ыйтнă. Малалла вулас...
Комментировать