Архив - 24 Дек, 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

24 Дек, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 51 (6092) №. 24.12.2015

Çара каяççĕ каччăсем: е Канашри пухăну пунктĕнче ирттернĕ пĕр кун Канашри Полевой урамри 18-мĕш çурта призывниксен нумай-нумай ăрăвĕ лайăх пĕлет - кунта пухăну пункчĕ вырнаçнă, салтаксене чаçе ăсатиччен Чăва

24 Дек, 2015

Çара каяççĕ каччăсем: е Канашри пухăну пунктĕнче ирттернĕ пĕр кун

Канашри Полевой урамри 18-мĕш çурта призывниксен нумай-нумай ăрăвĕ лайăх пĕлет - кунта пухăну пункчĕ вырнаçнă, салтаксене чаçе ăсатиччен Чăваш Енри çар комиссариачĕсенчен призывниксене илсе килеççĕ. Пухăну пункчĕ - хупă режимлă объект, унта службăра тăракансем тăвансене те, юлташсене те кĕртмеççĕ.

24 Дек, 2015

Тĕнчери лару-тăру йывăр пулсан та…

Журналистсене мĕн интереслентерет? Халăха мĕн канăçсăрлантарать? Раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин калем ăстисемпе тĕл пулнă. Çулсерен иртекен пресс-конференцие хутшăнакансен йышĕ ÿссе пынине палăртмалла. Кăçал унта каймашкăн 1,4 пин журналист аккредитациленнĕ.

24 Дек, 2015

Туристсене йыхравлар: “Чăвашалла"

Раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта «Çамрăксем - Чăваш Енĕн вăй-халне шеллемесĕр ĕçлеме пултаракан йышĕ» ятпа анлă форум иртрĕ. Чăваш Республикин Çамрăксен правительствин тĕллевĕ пархатарлă: хастар яшсемпе хĕрсем тантăшĕсене экономикăпа социаллă пурнăç, политика ĕçĕ-хĕлне хутшăнтарасшăн.

24 Дек, 2015

Куççуль тухичченех култараççĕ

Чăваш эстрада артисчĕсем куракансене çĕнĕрен те çĕнĕ программăсемпе савăнтарма тăрăшаççĕ. Кулăш ĕмĕре тăсма пулăшать. Чăнах та, раштавăн 16-мĕшĕнче иртнĕ «Чăваш Womаn» шоу-концертран савăк кăмăлпа таврăнтăм.

24 Дек, 2015

Кăçал кăна мар, ÿлĕм те туслă пулар кĕнекепе

2015 çул Раççей çеç мар, Чăваш Ен историйĕнче те тĕрлĕ пулăмпа çырăнса юлĕ. Республикăра çĕршыв шайĕнчи спорт мероприятийĕсем иртрĕç, пирĕн пата чылай паллă çын çитсе курчĕ... Тĕрĕссипе, пурне асăнса та пĕтереймĕн. Чи пĕлтерĕшли - Раççейре - Литература, Чăваш Республикинче Константин Иванов çулталăкĕ пулни. Кăçал ял-салари вулавăшсенчен пуçласа республика шайĕнчех çĕр-çĕр мероприяти иртрĕ. Чылайăшĕ хальччен пĕлменнине ăса хыврĕ, кĕнеке тусĕсен йышĕ ÿсрĕ... Ачасемпе çамрăксем электронлă майпа та вулаççĕ. Ку çулах Шупашкарта мобильлĕ библиотекăсем вырнаçтарчĕç.

24 Дек, 2015

“Чăваш ресторанĕнче тăван халăх юррине итлесе апатланасчĕ”

Леонид АНТОНОВ пирки манăн «çавра çил» теес килет. Вăл - конферансье, «Аsамат» ушкăн ертÿçи, «Аван Party» проект авторĕ, Пĕтĕм тĕнчери «Мистер-этно» конкурс çĕнтерÿçи, ЧНК хастарĕ, юрăç, çав вăхăтрах «Çамрăксен хаçачĕн» тусĕ те.

24 Дек, 2015

Олег атте çĕр-çĕр çынна ăшшăн йышăнать

Унта йытăлла улаççĕ, кушакла мăрлатаççĕ, автанла авăтаççĕ... Хĕрарăмсем арçын сассипе кăшкăрашаççĕ, усал сăмахсем каласа йĕреççĕ, хăсаççĕ, йăваланаççĕ... Çакă йăлтах Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Чакă ялĕнче вырнаçнă Михаил архангел чиркĕвĕнче пулса иртет.