Комментировать

24 Дек, 2015

Олег атте çĕр-çĕр çынна ăшшăн йышăнать

Унта йытăлла улаççĕ, кушакла мăрлатаççĕ, автанла авăтаççĕ... Хĕрарăмсем арçын сассипе кăшкăрашаççĕ, усал сăмахсем каласа йĕреççĕ, хăсаççĕ, йăваланаççĕ... Çакă йăлтах Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Чакă ялĕнче вырнаçнă Михаил архангел чиркĕвĕнче пулса иртет. Олег атте патне Атăлçи, Урал, Çĕпĕр тăрăхĕсенчен кăна мар, чикĕ леш енчен те килеççĕ. Çак çулсенче Тутарстанри чăваш ялĕнчи пĕчĕк çеç чиркĕве Канадăран, Америкăран, Германирен, Грецирен, Францирен, Казахстанран тата ытти çĕршывран Турра ĕненекенсем çитсе курнă. Мускавран министрсем, паллă çынсем вертолетпах вĕçсе килеççĕ. Ирхи тата каçхи кĕлле 400-500 çын таранах пухăнать. Молебена 250 çын çеç йышăннăран чылайăшĕ пирвайхи хутĕнче Олег атте патне лекеймест те. Сăваплă вырăн пирки пĕтĕм тĕнче ăçтан пĕлет-ха?

Алтарьте пирĕшти вĕçнĕ, турăшсем куççульленнĕ

Кивĕ Чакă ялĕнче çуралса ÿснĕ Олег Волков пĕррехинче йывăр чирленĕ. Амăшĕ Александра Ильинична ăна кĕлле илсе кайнă. Сивĕ чиркÿре пурте куртка-пальтопа тăнă, Олег çеç çиелти çи-пуçа хывнă та чĕркуçленсе пуççапнă, унăн çамкинчен тар шăпăртатнă. Çавăн хыççăн вăл сывалнă. Сывалнă та Турра тата ытларах ĕненме, кунсерен Библи вулама пуçланă. Кăштахран чиркÿсĕр пурăнма пултарайманнине ăнланса ялĕнчен 12 çухрăмра вырнаçнă чиркÿре алтарникре ĕçлеме пуçланă.

Пурăна киле каччă Мордови тăрăхĕнчи Санаксарти арçынсен мăнастирĕнчи Иероним патне çитнĕ. Ватă çынран пулăшу ыйтас тесе çĕр-çĕр çын черетре тăнине кура Олег ун патне тепĕр кун ирхине кĕме шухăшланă. Ир енне те халăх çавăн чухлех пухăннă. Унччен те пулман - пĕр манах тухса Олег ятлă яша Иероним хăй патне чĕннине пĕлтернĕ. Хĕрарăмсем кăмăлсăрланнă. «Эпир тахçантанпах тăратпăр. Ăçта каять вăл черет çитмесĕр?» - мăкăртатнă вĕсем. Пачăшкă кĕртнĕ чăваш каччине. Палламан çамрăка ятран чĕннĕскер нумай вăхăт калаçнă хыççăн Олега: «Санăн ĕмĕр тăршшĕпех Турă çумĕнче пулмалла. Е мăнастире кай, е авланса священнике тух». Киле таврăнсан ашшĕпе амăшне йăлтах каласа кăтартнă йĕкĕт. Мăшăрланса чиркÿре ĕçлеме сĕннĕ ашшĕ. Санаксара тепĕр хутчен кайсан Иероним Олега çывăх çыннин пилне пăхăнма сĕннĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.