Комментировать

24 Дек, 2015

“Чăваш ресторанĕнче тăван халăх юррине итлесе апатланасчĕ”

Леонид АНТОНОВ пирки манăн «çавра çил» теес килет. Вăл - конферансье, «Аsамат» ушкăн ертÿçи, «Аван Party» проект авторĕ, Пĕтĕм тĕнчери «Мистер-этно» конкурс çĕнтерÿçи, ЧНК хастарĕ, юрăç, çав вăхăтрах «Çамрăксен хаçачĕн» тусĕ те. Çапла, Леонид Антонов хăйĕн юрăç ĕçтешĕсемпе пирĕн хаçатăн гимнне чунĕнчи чăвашлăхĕпе тулса мăнаçлăн янăраттарать. Хальхинче «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне шăпах ăна чĕнтĕм.

- Санăн сцена çинчи пĕрремĕш утăмусене манман-ха эпĕ. Ытла та хăюсăрччĕ эсĕ, вăтанчăкчĕ. Халĕ ав халăх умĕнче хăвна тинĕсри пулă пекех туятăн.

- Ун чух эпĕ никама та палламан, çавăнпах хама хăюсăр тытнă, ытлашши сăмах калама та асăрханнă. Паян пултарулăх çыннисемпе туслашрăм, тачă çыхăну йĕркелерĕм.

- Эсĕ пуçариччен республикăра чăваш дискотекисем ирттерес шухăш мĕншĕн никамăн пуçне те кĕмен-ши? Пĕрремĕш вырăнта мĕн тăрать: укçа тăвасси е чăвашлăха аталантарасси? Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.