Архив - Хресчен сасси

мая 7th, 2014

7 Мая, 2014

Кăçата йăваласа пурнăç тăвакансем

"Эпĕ хулара пурăнаймастăп", – тет вăтăр çичĕ çулти Владимир Мечков. Пĕр вăхăт унти пурнăç тутине тутаннă хыççăн вăл тăван ялне таврăннă. Унăн çемйи халĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çĕньял Упакассинче амăшĕпе пĕрле тĕпленсе пурăнать.

Ялĕ пысăк мар, мĕн пурĕ те 45 кил-çурт. Анчах кунтан çамрăксем хулана тармаççĕ.

7 Мая, 2014

Хирте роботсене кĕтеççĕ

Акăлчан фермерĕсемпе пахчаçисене малашлăхра роботсем пулăшма тытăнĕç.

Юлашки вăхăтра ученăйсем ял хуçалăхĕнче ытти техника пурнăçлайман кăткăс ĕçсене «фармоботсене» явăçтарассипе пуç ватаççĕ. Калăпăр, «салат робочĕ» ÿсен-тăран çумĕнчех çитĕнекен çум курăкне тăпăлтарма пултартăр. «Иçĕм çырли робочĕ» виноград пахчинче ярăнса çÿренĕ май сĕтеклĕ сапакасене кастăр. Ытти роботсене вара фермерсем килтен тухмасăрах ÿсен-тăран мĕн таран çитĕннине, çĕр нÿрĕклĕхне, хавшанă пулсан мĕнпе чирленине пĕлмелле тăвасшăн.

апреля 29th

29 Апр, 2014

Туянакан кĕтсех тăрать

"Вăрман касса вир акрăм, вир акрăм..." – çапларах пуçланатчĕ ĕлĕкхи чăваш çамрăкĕсен вăйă юрри. Муркаш районĕнчи Елена Николаевна Скворцова фермерăн хуçалăхĕнче çак йĕркесем Владимр Петрович Ильинпа калаçнă чухне аса килчĕç. Кунта вир ÿстермеççĕ, анчах вăрман касса уй тăваççĕ тени чăна килет.

29 Апр, 2014

Чăннипех чĕртесшĕн

Чылай ялăн сывлăхĕ хавшаккине пытармăпăр. Ĕçкĕпе иртĕхекенсемпе вăл сывă пулаймĕ. "Маншăн ик айкки те – тăвайкки" шухăшлавпа та мала каяймĕ. Ĕлĕкхине аса илтерни те ăс-тăна витермест. Чĕрĕлĕх кĕртме витĕмлĕ тĕслĕх кирлĕ. Ыран, тепĕр кун мар, халĕ – шăпах çак самантра. Шупашкар районĕнчи Атăльялри пек.

29 Апр, 2014

Вулавăш сукмакĕ

«Кĕнеке – пурнăç çăл куçĕ», – тетпĕр пулсан та халĕ унпа çынна илĕртеймĕн. Çамрăксене пушшех те. Ахальтен мар ĕнтĕ Вера Леонтьева библиотекарь ял халăхĕпе çыхăну тытма урăх мел шухăшласа тупнă. Вулавăш çумĕнчех ача-пăча валли «Çут çанталăк тусĕсем» экологи тата хĕрарăмсен клубĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсене Вера Николаевна хăй ертсе пырать.

29 Апр, 2014

Зойка вăрманĕ

Ял çинче пĕрре мар илтнĕ çак сăмахсене. Ытларах ватă çынсем калатчĕç: «Зойка вăрманĕнче речĕ-речĕпе кăмпа ларать, хăть çавапа çул». «Зойка хурăнлăхĕнче мунча кĕме милĕк хуçасшăнччĕ – пулмарĕ. Вăрман çамрăк, юрамасть терĕç вĕренекенсем»... Хам та вăрман вăрманах тенĕ те Зойки пирки шухăшласах та кайман.

29 Апр, 2014

Сывă пул, Мускав

Çынна тирпейлесе пытарассипе çыхăннă тăкаксем 250-300 пине кайса лараççĕ

...Япăх тĕлĕк курнипе Катюша çур çĕр иртсен вăранса кайрĕ. Чим-ха, кĕсье телефонĕпе шăнкăравлаççĕ. Диван çине хунăскер пĕрре çуталса, тепре сÿнсе сас парать. Çĕр варринче кама мĕн кирлĕ-ши тата? Ырра мар ку, туршăн та.

Мускавран пиччĕшĕн мăшăрĕ Полина шăнкăравлать-мĕн:

– Катя, илтетни эс мана?! Эля вилсе кайрĕ вĕт. Эля... – хăй йĕрет, сасси чĕтревлĕ.

апреля 25th

25 Апр, 2014

Пулăсене мĕн çитермелле?

Иртнĕ çул ялта пĕве чавтартăмăр. Карас ярса хăварнăччĕ. Хĕл каçрăмăр ĕнтĕ. Пулăсене мĕнпе апатлантармалли шухăшлаттарать.

Николай Урмаков. Патăрьел районĕ, Еншик.

Страницы